Ыйтса çырсан кăна парĕç

24 Раштав, 2014

Универсаллă электрон карттисене /УЭК/ 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен граждансем хăйсем ыйтса çырсан кăна парĕç. Тивĕçлĕ саккун проектне РФ Патшалăх Думи декабрĕн 16-мĕшĕнче йышăннă. Федераци Канашĕ ырланă хыççăн саккун проектне Раççей Президентне алă пусма парĕç.

Маларах саккунпа килĕшÿллĕн 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен карттăсене мĕнпур гражданина, çав шутра УЭК пама ыйтса çырманнисене те парассине çирĕплетнĕччĕ. Халĕ УЭКа обязательнăй йĕркепе парассине тата икĕ çула каяраха хăвараççĕ - 2017 çул пуçламăшĕччен.

Чăваш Енре паян 13,1 пин ытла çын УЭК илнĕ, ăна пама ыйтса 18,7 пин ытла çын çырнă. Ыйтусене е УЭК парассине хирĕçлесе çырнисене ятарлă 12 пунктра йышăнаççĕ. Вĕсем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче, Муркаш тата Шупашкар районĕсенче вырнаçнă.

УЭК тытăмне федерацин тăватă /идентификаци, банк приложенийĕсем, ОМС полисĕ, СНИЛС/ тата регионăн пĕр /транспорт приложенийĕ, ăна карттăра 2013 çулхи апрельтен пуçласа çыраççĕ/ приложенийĕ кĕреççĕ. Карттăпа Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти троллейбуссенче, Чăвашавтотрансăн пассажирсене илсе çÿрекен транспортĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти 11, 12, 14, 15, 20, 20к, Шупашкарти 30, 31, 32, 33, 35, 36, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 54/ маршрутлă таксисенче, Шупашкар хули çумĕнчи 626, 265.1, 511э, 555, 112, 536/ маршрутлă таксисенче усă курма пулать. Палăртни вырăнлă: общество транспорчĕпе /троллейбусра, автобусра тата маршрутлă таксире/ çÿремелли хак укçан мар тÿленĕ чухне 1 тенкĕ йÿнĕрех, хула çумĕнчи транспортра - кашни километршăн 30 пус йÿнĕрех.

Чăваш Енре УЭКăн транспорт приложенийĕн балансне 24 терминалта, 45 банкоматра укçа хушма пулать, çавăн пекех 20 пунктра укçана оператор йышăнать. Кăмăл пулсан УЭКа çавăн пекех электронлă мелпе алă пуснине кĕртеççĕ, вăл документсене алă пусма, патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕ урлă пулăшу ĕçĕсемпе усă курма май парать.

Çакна та палăртмалла: Чăваш Ен универсаллă электрон карттине ĕçе кĕртес енĕпе лидер-регионсен шутне кĕрет. «УЭК» АУО рейтингĕн кăтартăвĕсем тăрăх - республика 34,85% танлашакан кăтартупа иккĕмĕш позицие йышăнать. Рейтинга тĕп кăтартусене - йышăннă заявленисен, панă карттăсен шутне тата ыттине - кура палăртаççĕ.

Н.ЯКОВЛЕВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.