Йытăсене калаçма вĕрентесшĕн пулнă та...

Адольф Гитлер хăш-пĕр халăха çĕр çинчен пуçĕпех çухатасшăн пулни паллă. Çав вăхăтрах нацист... йытăсене хисепленĕ, юратнă, вĕсене калаçма вĕрентмешкĕн тĕллев тытнă. Ытларах вăл овчаркăсене кăмăлланă, паллах, нимĕçсенне.

Тен, çак тĕллевпех Гитлер 1930-мĕш çулсенче йытăсем валли ятарлă шкул уçма хирĕçлемен. Унта янаварсене калаçма кăна мар, вулама тата çырма вĕрентнĕ. Шкула çĕршыври дрессировка тухнă чи лайăх йытăсене пухнă. Çак учреждени вăрçă вăхăтĕнче те хупăнман, Германи пуçĕпех парăничченех ĕçленĕ. Паллах, Барбоссем çын чĕлхине хăнăхайман, çапах та нацистсен пачах нимĕнле ăнăçу та пулман темешкĕн хĕн.

XIX ĕмĕртех нимĕçсем йытăсем ăс-тăн шайĕпе çынран кая пулманнине ĕненнĕ. Апла тăк, калаçма кăна мар, вĕсене çырма-вулама та вĕрентмешкĕн май пур.

Tier-:prechschuie шкула 1930 çулта Маргарет Шмитт хăйĕн килĕнче - Ганновер çумĕнчи Лойтенбургра - уçнă. Гитлер çак шухăшăн фаначĕ пулнă теççĕ, калаçакан йытăсем тĕнчене парăнтарасса шанса шкула май пур таран пулăшнă вăл. Чи маттур йытăсенчен пĕри "Кам вăл Адольф Гитлер?" ыйтăва "Майн фюрер” тесе вĕрсе хуравлама пултарнă имĕш.

Гитлерăн юратнă йытти те пулнă - Блонди овчарка. Чăн та, вăл та калаçма вĕренеймен. 1933 çулта влаçа нацистсем ярса илсен чĕрчунсене кÿрентерме юраманни пирки саккун йышăннă, унпа килĕшÿллĕн 2 çуллăха тĕрмене хупма пултарнă.

Нацистсем йытăпа этем хушшинче телепати çыхăнăвне йĕркелеме хăтланнă. Мĕн пулса пĕтнĕ çакăнтан - паллă мар, анчах эксперимент ăнăçлă вĕçленнине çирĕплетекен факт историре сыхланса юлман.

СС членĕсем шкултан вĕренсе тухнă йытăсемпе çынсем вырăнне усă курма ĕмĕтленнĕ - концлагерьсенче хуралçăсен ролĕнче курнă.

Адольф Гитлерăн çырăнман арăмĕ Ева Браун икĕ йытă усранă - Шотланди терьерĕсем Негус тата Стаси. Тепĕр терьер Рольф дрессировка шкулне чапа кăларнă - вăл урипе саспаллисем шаккама пултарнă /миçе хут шакканине кура/. Унпах теологи, философи, поэзи çинчен "калаçма" май пулнă.

Блондие /сăмах май, Ева Браун Адольфа ун çумне кĕвĕçнĕ/ вара шкула илмен - ун валли ăсталăхĕ-пултарулăхĕ çитмен курăнать. Çапах та хуçин кăмăлне çĕклеме яланах пултарнă вăл. Гитлера çак йытта 1941 çулта Мартин Борман парнеленĕ.

Tier-:prechschuie шкул этемпе йытă хушшинчи çирĕп те арканми çыхăнăва пропагандăланă. Янаварсене нимĕç саспаллийĕсене калама вĕрентесшĕн пулнă. Тĕллеве, каларăмăр ĕнтĕ, пурнăçлайман. Пĕртен-пĕр Рольф кăна шаккама хăнăхнă. Вĕçĕмсĕр тренировкăсене пăхмасăрах нацистсем дрессировка кăна пахалăхлă ирттерме пултарнă. Калаçма вара вĕрентеймен. Çапах та нимĕçсем хăйсен йыттисене юратнă...

/allday.com/.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.