Йышра - кашни хисепре

18 Пуш, 2015

Канаш районĕнчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станцире 59 çын ĕçлет. Кашни хăй пĕр тĕнче тенĕрен кунти специалистсем тĕрлĕ шухăш-кăмăллă, характерлă, пурнăç çине хăйевĕр пăхаççĕ. Çав вăхăтрах вĕсене пĕр ĕмĕт-тĕллев пĕрлештерет: районта чирлĕ выльăх ан пултăр, ветстанци ÿсĕмлĕ аталантăр.

Çитĕнÿ çăлкуçĕ уйрăм çынсен пуçарулăхĕпе хастарлăхĕнчен нумай килет. Коллектив ертÿçи - Михаил Кошкин, унăн заместителĕ - Надежда Андреева, тĕп бухгалтер - Светлана Тарасова... Тĕслĕх илмелли çынсем татах та пур.

Ветстанцире мана пысăк уява хатĕрленнĕн туллин çиçекен савăнăçлă пит-куçпа кĕтсе илчĕç. "Ан тĕлĕнĕр эсир, - терĕç. - Паян патшалăх çирĕплетнĕ нимĕнле праçник те мар-ха, анчах пирĕншĕн чăнласах пысăк уяв - Светлана Федоровнăн çуралнă кунĕ. Ĕç кунĕ вĕçленеспе ăна эпир чун-чĕререн саламласшăн. Вăл - коллективăн чун уççи, ылтăн кăмăлĕ. Унпа пĕрле чухне пурăнас, çунат сарса кайăк евĕр тÿпене çĕкленес, юрлас килет". Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.