Йыш чăмăркки хурçăран çирĕп

23 Çу, 2017

— Анне, манăн та санпа пĕрле сухан лартас килет. Теплица алăкне уç-ха, айта эпĕ те пăртак та пулин пулăшам, — амăшне йăлăнать çиччĕри Максим. Çапла, пĕчĕккĕллех ун çумне куршанак çыпăçнă. Аслисенчен пĕр шит те юлас килменнипех. Çемьере чи кĕçĕнни пулин те, чи ачашши мар вăл. Килте пурте ялан  мĕн-тăр ĕçленине курса ÿсекен ача епле алă усса лартăр-ха? Амăшĕпе пĕрле 3-4 çулранпах пахчара чечек те, хăяр-купăста та лартать ÿркенменскер. Кĕркунне çĕрулми суйланă чухне унпа никам та танлашаймасть-мĕн. Йăран вĕçне пуринчен малтан çитет вăл. Пушă вăхăт çукпа пĕрех унăн: уроксем хыççăн тус-тантăшĕпе те выляма ĕлкĕрмелле, вăй çитнĕ таран ашшĕпе амăшне те пулăшмалла… Халĕ те сухан лартнă хыççăн аллине хăвăрт çеç çурĕ те Уркин ячĕллĕ кĕрешÿ шкулне васкарĕ арçын ача. Максимăн тетĕшĕсем — Павелпа Юра — выльăхсене апат çитерме ашшĕпе пĕрле фермăна утрĕç.

Çутта кăлараканăмăр Иван Яковлев çемьене чи хаклă тупра евĕр сыхласа упрама халалласа хăварнă. Унăн пилне чылайăшĕ чыслăн пурнăçласа пыни савăнтарать. Чăн та, çирĕп çемьерен пуянни мĕн пултăр! Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри Сергейпе Татьяна Прокопьевсем ытти чылай ашшĕ-амăшĕ пекех виçĕ ывăлне тĕрĕс-тĕкел, çĕршыва юрăхлă çитĕнтерес ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ, тĕпренчĕкĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Патша майри евĕр

Татьяна Геннадьевна — Аслă Елчĕк шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ. Унсăр пуçне технологи, музыка, вырăс чĕлхи урокĕсене ертсе пырать вăл. Мăшăрĕ Сергей Николаевич ялти юхăннă лаша витине илсе виçĕ çул каялла фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Тăрăшса вăй хунăран ĕне-сурăх йышĕ хушăнсах пырать Прокопьевсен.

"Эпĕ хам Елчĕкрен, Сергей кÿршĕ каса хăнана килнĕччĕ — çапла паллашрăмăр та. Виçĕ çул туслă çÿренĕ хыççăн тăвансене туй кĕрекине пуçтартăмăр. Хĕр чĕри çавах сисет пуль çав, ăна пĕрре курсанах вăл çемье тĕрекĕ пуласса ĕнентĕм. Вĕрентекен ĕçĕ мĕн тери яваплине лайăх ăнланать мăшăр. Ирхине тухса каятăп та киле каç енне çеç таврăнатăп тепĕр чухне. Ку хĕрарăм, ку арçын ĕçĕ тесе тиркешни пулман пирĕн килте. Пĕрпĕрне çур сăмахран ăнлансан кăна çирĕп çемье çавăрма, ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме пулать. Хĕрарăм телейĕ арçынран нумай килет. Мăшăр пĕрмай пулăшма тăрăшни пурнăçра çунатлантарса, хавхалантарса, ĕçре вăй-хăват парса пырать. Йыш чăмăркки хурçăран çирĕп теççĕ-и-ха, икĕ арçын ача çут тĕнчене килнĕ хыççăн ман валли хĕрпĕрчи шырарăмăр, виççĕмĕшĕ те ывăл çуралчĕ. Арçын ачасем те хĕрсенчен нимпе те кая мар, халь амăшне килте пĕр ĕç те тутармаççĕ, патша майри евĕрех пурăнатăп. Ав, хăвăр куртăр, сухана та пĕччен ларттармаççĕ те", — ăшшăн кулать кил хуçи арăмĕ.

"Пĕр кĕтÿ выльăх пулĕ"

Чăн та, Прокопьевсен ывăлĕсем пĕри тепринчен маттуртарах. Тĕслĕхрен, Павлик ирхи 5 сехетрех çывăрса тăрать те фермăна чупать. Ыйхăпа туслă мар вăл. Шкула кайиччен ашшĕне пулăшас, ăшне тĕпренчĕк яриччен малтан ĕнесене тăрантарас шухăш канăç памасть ăна. Килтен тухса вĕçтериччен виççĕшĕнчен те ÿссен кам пулас ĕмĕт-шухăшлине ыйтма ĕлкĕртĕм. "Атте пек çĕр ĕçченĕ пуласшăн. Фермер хуçалăхĕ йĕркелĕпĕр, пĕр кĕтÿ выльăх усрăпăр, уй-хирте ыраш-тулă акса ÿстерĕпĕр", — терĕç мал ĕмĕтлĕскерсем. Ку сăмахсем картишĕнче пăта çапакан ашшĕн хăлхине те кĕчĕç, йăл кулчĕ те кĕçĕннине куç хĕссе илчĕ вăл. Максим чупса пырсах çывăх çыннине мăйĕнчен уртăнчĕ. Акă ăçта вăл телей тени! Ырă тĕслĕх кăтартакан ашшĕне мĕнешкел юратаççĕ ачисем.

"Аннен ăшăлăхне халĕ те туятăп"

Çак туслă çемье каçхине çеç киле пуçтарăнать. Кашни кунах çапла. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.