Йÿнни йÿнеçтерет
Дефицит самани тахçанах иртнĕ пек ĕнтĕ, анчах эпир «блат» текеннине пурпĕр шанатпăр. Хăшĕ-пĕри çакăнпа усă курать те...
Шупашкар çынни, нумаях пулмасть суд умне тăнăскер, тĕслĕхрен, хăйĕн пĕлĕшĕсене йÿнĕ автомашинăсем тупса пама шантарнă. Çав транспорт хатĕрĕсене ют хулари банк парăмсене саплаштарса сутать-мĕн. Мĕнле банк, хăш хулара - нимĕн те каламан, анчах çынсем ăна çур сăмахранах ĕненнĕ. Калăпăр, Шупашкарти предприятисенчен пĕрин инженерне ниçта та ĕçлемен арçын «DAF» грузовик илсе килсе парăп тенĕ. Унтанпа 3 çул иртнĕ те - шар курнăскер пĕлĕшĕ машинăшăн мĕн чухлĕ ыйтнине те лайăх астумасть ĕнтĕ - «500 пин тенкĕччĕ пулас...» Хакĕ илĕртÿллĕ вĕт, çавна май инженер тĕплĕ ыйтса пĕлмесĕрех пĕлĕшне малтанхи тÿлеве, 65 пин тенкĕ, кăларса тыттарнă. Лешĕ унран укçа илнине хут çырсах ĕнентернĕ.
Кĕçех пултаруллă «автодилер» хайхи инженер ĕçлекен фирмăн генеральнăй директорĕпе те пĕр чĕлхе тупнă. Босс чаплă иномарка пирки ĕмĕтленнĕ, ултавçă ăна «арестленĕ» «Nissan Patfander» автомобиль шантарнă. Ăна та банкран йÿнĕпе туянма пулать-мĕн. Пирвайхи тÿлев вырăнне «посредник» 205 пин тенкĕ илнĕ. Çакнашкал шантарăва ĕненнĕ тепĕр пĕлĕшне вара вăл вăрланă укçан пысăк пайне тавăрса панă, çавна май автомобиль туянайманскер хăй улталаннине çирĕплетмен, уголовлă ĕçпе свидетель пулса кăтартусем панă.
ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн полицин 2-мĕш пайĕн следователĕ юстицин аслă лейтенанчĕ Людмила Березнева каланă тăрăх - тен, шăнман пăр çине ларса юлнă çак çынсем те полицирен пулăшу ыйтмастчĕç пуль, вĕсене машина шантарнă пĕлĕшĕ çухални сисчĕвлентернĕ. Малтан вăл хăйĕн кредиторĕсене «машина пулать» тесе лăплантарнă-ха, анчах кăштахран 30 çулти арçын шăнкăравласан та телефона тытма пăрахнă, килне пырса çÿремен. Арăмĕ вара /çак вăхăт тĕлне ултавçă унран уйрăлма та ĕлкĕрнĕ/ ют пулса тăнă çынна пырса тивекен ыйтусене илтесшĕн те пулман, экс-упăшки ăçтине пĕлмест... Капла ĕç кăларайманнине ăнланса илнĕ хыççăн укçасăр-машинăсăр юлнăскерсем пакунлисенчен пулăшу ыйтнă.
Ултавçă иртнĕ çул суд умне тăчĕ. Айăпне туллин йышăнчĕ. Шупашкарти Калинин районĕн сучĕ ăна улталаса тата çынсем хăйне шаннипе усă курса ют пурлăха вăрланăшăн айăпларĕ. Çулталăк та икĕ уйăх ĕçлесе юсанмалла, шалăвĕн 5% уйăхсерен патшалăх валли тытса юлĕç. Хăй улталанă çынсене вăл укçине тавăрса пама шантарчĕ. Халех мар, хăçан та пулин - укçа пулсан...
Ольга ПАВЛОВА
Комментари хушас