Ют хваттерсене сутма тăнă
Росреестрăн республикăри управленийĕ право хуралĕн органĕсемпе пĕрле ĕçлесе çĕнĕ çуртсенчи хваттерсене саккуна пăсса сутма тăнине сирсе янă.
Шупашкарти строительство организацийĕ нумай хутлă çурт çĕкленĕ май подрядчикпе хваттерсенче отделка ĕçĕсене пурнăçлама килĕшÿ тунă. Строительство бизнесĕнче кунашкалли йăлана кĕнĕ темелле: çак ĕçшĕн хайхи çуртри çĕнĕ хваттерсемпе тÿлес тенĕ. Çапла вара подрядчике, ăна Дмитрий тейĕпĕр, темиçе хваттер панă.
Дмитрий строительство организацийĕпе пая кĕрсе хваттер илмелли килĕшÿсем тунă та вĕсене Росреестрта регистрациленĕ. Чĕрĕ укçа илмешкĕн вăл çав хваттерсене уйрăм çынсене сутнă - вĕсемпе ыйтмалли правăна памалли килĕшÿсем алă пуснă. Кунашкал килĕшÿ - кăткăс процесс, унăн вăрттăнлăхĕсене тепĕр чух ăста юристсем те уçăмлатса пĕтереймеççĕ. Çак çынсен хушшинче унашкаллисем пулман-тăр - Дмитрий çакăнпа усă курас тенĕ.
Документсене Росреестра паричченех çĕнĕ хуçасенчен хваттерсемшĕн тулли тÿлев илнĕ. Виçĕ хваттер тĕлĕшпе регистрацилемелли документсене çав хутсене йышăнакан тĕрлĕ офиса /МФЦ, Кадастр палати, Росреестр/ панă. Документсене йышăннă - пурте кăмăллă. Дмитрий - укçаллă, çынсем вара регистраци ăнăçлă пуласса кĕтеççĕ...
Анчах Росреестр çак операцисене регистрацилеме хирĕçленĕ. Право экспертизи ирттернĕ май Дмитрин çав хваттерсемпе хуçаланмалли право пулманни палăрнă. Вăл тата строительство организацийĕ пĕр-пĕрне туллин тÿлесе татман-çке! Росреестр управленийĕнче ăнлантарнă тăрăх - малтан пая кĕрсе хваттер туяннин хакне татмалла е парăма çĕнĕ хуçа çине куçармалла пулнă.
Ку çеç те мар: шар курнă тата икĕ çын пур иккен - вĕсем хваттерсемшĕн укçана Дмитрие Росреестрта документсене регистрацилемесĕрех панă. Хăшĕсем хăйсен укçине тавăрайман, мĕншĕн тесен Дмитрин арестленĕ пурлăхĕ мĕнпур парăма саплаштарма çитмен. Акă мĕншĕн управлени Чăваш Енре асăннă йышши килĕшÿсем анлă сарăлнине кура асăрханма сĕнет. Тата темиçе подрядчикăн çакнашкал ĕçĕсене чарса лартма хатĕрленеççĕ.
Граждансен правăна урăх çынна пани саккунпа килĕшсе тăмасса пултарнине пĕлмелле. Кунашкал йĕркепе çак тĕслĕхсенче кăна усă курма юрать: пая кĕрсе хваттер туянмалли килĕшÿ хакне тÿлесе татсан. Урăхла каласан строительствăна чи малтан хутшăннин пĕтĕм тÿлеве татмалла, çакна строительство организацийĕн тивĕçлĕ документсемпе çирĕплетмелле. Парăма тепĕр çын çине куçарнă чухне застройщик çакăнпа килĕшме тивĕç. Енчен те строительствăна хутшăнакан хваттере ипотекăпа илнĕ-тĕк - правăна урăх çынна памашкăн кредит панă банк килĕшĕвĕ те кирлĕ. Куçми пурлăха право пĕр хуçаран теприне куçфнипе илнĕ тĕслĕхсенче тÿлеве Росреестрта çакна çирĕплетекен килĕшĕве регистрациленĕ хыççăн çеç туллин татма сĕнеççĕ.
Управленире палăртнă тăрăх - регистрациленĕ чухне хваттер илекенрен укçана туллин татнине ĕнентерекен документсем ыйтмаççĕ. Унашкал документ сутаканран кăна кирлĕ, унăн правăна урăххине панă чухне умĕнхи килĕшÿпе тÿлеве туллин татмалла. Документсене йышăнакан специалистсене /МФЦра, Кадастр палатинче, Росреестрта/ граждансем регистраторсем вырăнне хурса йăнăшаççĕ. Çав специалистсем - документсене йышăнакансем кăна, вĕсем çав хутсем тăрăх право экспертизи ирттермеççĕ, эппин, регистраци ăнăçлă пулассине шантараймаççĕ. Вĕсем граждансем илсе килекен документсене йышăнма тивĕç. Регистраци саккунлăхĕ тĕлĕшпе вара юлашки йышăнăва регистратор тăвать.
Н.ДМИТРИЕВ.