Юрла-юрла хатĕрленĕ апат тутлă
Тăваттăмĕш класран вĕренсе тухнă Гена Пальмов маттур ача пулни юрă-кĕвĕре тата спортра палăрать. Вăл — шкулти хорта лайăх юрлакансенчен пĕри. Кашни мероприятире Гена хăйĕн янравлă сассипе илемлĕ юрăсем шăрантарса куракансене савăнтарать.
— Юрланă чухне манăн кăмăл çĕкленет, — тет хаваслăскер йăл кулса.
Çак пултарулăх ăна амăшĕнчен, Ирина Николаевнăран куçнă ĕнтĕ ахăрт-нех. Ара, вăл та юрлама ăста-çке. Гена вара хăйне куçнă таланта аталантарсах пырать, конкурссене хутшăнса палăрать. Вăл районта иртнĕ «Канаш ен мерченĕсем» тупăшура пĕччен юрласа пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă. Пысăк çитĕнÿ тăвасси пĕчĕк утăмсенченех пуçланать вĕт. Малашне арçын ача республика конкурсĕсене те хутшăнас тĕллевлĕ-ха. Ăнăçу хăйĕнпе пулассине вара ĕненет вăл.
Пĕлÿ тĕнчинче çирĕп утăмпа пыраканскер, пултарулăхра та палăраканскер иртнĕ вĕренÿ çулĕнче класс старостин тивĕçĕсене пурнăçланă. Тантăшĕсем унпа канашлаççĕ, ăна тимлĕн итлеççĕ. Гена вĕсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнчех. Çакă пурне те яланах пĕр-пĕриншĕн кар тăма, туслă пулма хистет. Ахальтен мар ĕнтĕ туслă йыш шкулти спорт ăмăртăвĕсенче те малти вырăнсене тăтăшах çĕнсе илет. Пĕр чăмăр пулса çĕнтерме ăнтăлни пулăшса пырать вĕсене.
Гена хăй те спортпа туслă. Футболла тата хоккейла ăста вылять, хăвăрт чупать. Пиллĕкмĕш класа çÿреме тытăнасса вăл чăтăмсăррăн кĕтет. Сăлтавĕ мĕнре тетĕр-и? Ара, ун чухне ăна та «Зарница» çарпа спорт вăййисене хутшăнтараççĕ-çке. Кун пирки арçын ача тахçанах ĕмĕтленет те ĕнтĕ.
Спорт тусĕ пушă вăхăтне те спортзалта ирттерет тетĕр-и? Çук иккен. Ирĕклĕ самантра Гена фантастика хайлавĕсем, хаçат-журнал вуласа тишкерет.
— Эпĕ чĕрчунсемпе те выляма кăмăллатăп. Килти йытăпа тата кушакпа чылай вăхăт ирттеретĕп, апат çитеретĕп вĕсене. Пĕлтĕр класс ертÿçи Галина Николаевна Никитина шкула тимĕр шапа илсе килнĕччĕ. Эх, пуçланчĕ вара пирĕншĕн савăнăç! Кашни тăхтавра ун патне пыратпăр. Тĕлĕнмелле чĕрчун вăл. Пирĕн класра ятарлă аквариумра пурăнать. Эпир ăна апатлантаратпăр, ачашлатпăр, — хăпартланса каласа пачĕ Гена.
Кашни ача ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать. Гена та юрăç е выльăх тухтăрĕ пулма ĕмĕтлĕччĕ пĕр вăхăт. Кăштахран шухăш каллех улшăннă иккен. Халь вăл: «Повап пулатăп!» — тет. Чун туртнине пурнăçламашкăн вăл аппăшĕпе амăшне кашнинчех апат пĕçерме пулăшать. Хăй тĕллĕн те тĕрлĕ çимĕç янтăлать.
— Уйрăмах манăн пăрçа яшки тата çатмара хатĕрленĕ шаркку ăнăçлă пулать. Килтисем те мухтаса сăйланаççĕ. Мана вара çакă çеç кирлĕ — питĕ хĕпĕртетĕп-çке ăшă сăмахсемшĕн! — терĕ маттурскер.
Нина ЦАРЫГИНА.
Канаш районĕ,
Шуркасси шкулĕ.
Комментари хушас