Юрий МИХАЙЛОВ: Туссене çухатманнипе мăнаçланатăп

9 Нарăс, 2018

Унăн Кÿкеçре вырнаçнă организацийĕнчи ĕç пÿлĕмне кĕрсен куç-пуç алчăраса кайĕ. Чăн-чăн оранжерея тейĕн! «ПромТехСтройСервис» предприяти пуçлăхĕ Юрий Михайлов эпир ачаран курма хăнăхнă гераньрен пуçласа кофе йывăççи таранах ÿстерет. Хăех калча тăвать, шăварса-апатлантарса тăрать. Унсăр пуçне вăл – фермер та. Тата… авточупу енĕпе Раççей шайĕнчи ăмăртусене йĕркелет, спорт машинин рулĕ умне ларса тупăшать, малти вырăнсене йышăнать. Темĕнпе те кăсăкланакан, пур ĕçе те тĕплĕ пурнăçлакан Юрий Михайловпа унăн кун-çулне тишкертĕмĕр, ашшĕ-амăшĕ пирки калаçрăмăр, ачисем патне çитрĕмĕр.

– Юрий Владимирович, эсир Комсомольски районĕнче çуралнă, унтан Çĕрпÿ районне куçса кайнă, каярахпа Шупашкар районĕнчи Кÿкеçре тĕпленнĕ. Хăвăра хăш тăрăхри çын пек туятăр?

– Çапла, Комсомольски районĕнче çуралнă, Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелте ÿснĕ, унтах сакăр класс пĕтернĕ. Кайран Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне кĕтĕм. Лапсарта вырнаçнă мелиораци тата шыв хуçалăхĕн управленийĕнче практика тухнă вăхăтра тракторпа ĕçлеме пуçларăм. Алла диплом илнĕ хыççăн çавăнта лини çинчи инженер-гидротехника вырнаçрăм. Уй-хире шăваракан тытăма ĕçлеттерес, пĕвесем тăвас енĕпе тăрăшаттăмăр, вĕсене пăхса тăраттăмăр. Малтан Муркаш тăрăхĕшĕн яваплăччĕ эпĕ, унтан Çĕрпÿ енне куçарчĕç. Лапсарти управленире ĕçленĕ чухне Шупашкар район центрĕнче хваттер пачĕç те çавăнтанпах Кÿкеç тавралла çÿретĕп. Шупашкар районĕнче геологи предприятийĕнче тĕп механикра, ялсене газ кĕртессипе ĕçлекен «Спецмонтажгаз» предприятире тăрăшрăм.

– Хăвăр ĕçе пуçарас шухăш ăçтан пырса кĕчĕ? <...>

– Пурнăç хистерĕ. Килсерен «кăвак çулăм» кĕртнĕ хыççăн çав енĕпе ĕçлекен предприятисем панкрута тухма тытăнчĕç. Юлташсемпе пуçтарăнтăмăр та малашлăх пирки калаçрăмăр. Çапла уйрăм предприяти йĕркелерĕмĕр. <...> Коммуникацисем валли пăрăх хумалли технологи ăнăçсăррине кура çĕнĕлле ĕçлемеллине ăнлантăмăр. Темиçе çул ĕнтĕ траншея чавмастпăр, çĕре горизонта май пăраласа пăрăх хуратпăр. Малтанхи вăхăтра специалистсем те, вĕсене вĕрентекенсем те çукчĕ. Хусанта çеç хатĕрлетчĕç. Çĕре горизонта май пăралакансен ассоциацийĕн республикăри уйрăмне йĕркелерĕмĕр. Ывăлсемпе çав енĕпе çынсене вĕрентме пуçларăмăр. Хусансен опычĕпе паллашнă хыççăн ятарлă программăсем çырса хатĕрлерĕмĕр, специалистсен професси стандартне çĕршыв шайĕнче çирĕплетрĕмĕр. Çĕре горизонт мелĕпе пăралакансене Çĕрпÿри аграри техникумĕнче вĕрентессине пуçартăмăр.

– Юрий Владимирович, эсир – фермер та…

– Малтанах 19,6 гектар çинче ĕçлеме пикентĕмĕр. Вăл вăхăтра атте-анне выльăх-чĕрлĕх йышлă тытатчĕ. Колхоз тырă-улăма Çĕнĕ çул хыççăн çеç паратчĕ. Сысна айне сарма улăм çукран колхоз уйне тÿшек пичĕ йăтса каяттăмăр. Атте хуçалăхра тĕп агрономра ĕçлетчĕ те — вăрра кайнине ăна каламан. Унран вăрттăн çÿреттĕмĕр. Выльăх апачĕпе нуша ан пултăр тесех фермер хуçалăхне йĕркелерĕм. <...>

Хам йĕркеленĕ «Талпас» фермер хуçалăхĕнче çĕр улми лартса ÿстереттĕмĕр. Тухăçа алăпа пуçтараттăмăр: тăвансем, ял-йыш пулăшатчĕ. Купăста, хăяр, патиссон, кабачок, симĕс сухан ÿстереттĕмĕр. Çĕр улми сутса кивĕ КамАЗ туянтăм. Пахча çимĕçе Шупашкарти садиксенче вырнаçтараттăм. Икшер-виçшер карçинкка йышăнса юлатчĕç. Укçине илсе пĕтерейменни те пайтах пулнă. Çĕр улми сутма Казахстана, Саратов облаçне кайнă.

– Вăл вăхăтра самани лăпкă марччĕ, çул çинче хĕсĕрленисем пулман-и?

– Тем те курнă. Çăкăр çиес килсен çÿретĕн. Пĕррехинче икĕ фура çĕр улми тиесе ятăм та укçине памарĕç. Тепрехинче тата хĕл каçарма нÿхрепе 200 тонна кишĕр хунăччĕ. Çуркунне анса пăхрăм та – йăлт çĕрсе кайнă. Кăштахран тепĕр КамАЗ туянтăм, пĕр трактор пурччĕ. Республикăри фермерсен ассоциацине çăмăллăхлă кредит илес тĕллевпе кайни те асрах. Пурнăçра тĕрĕс марлăх пулнă çав. «Сана укçа памалла мар. Кулака кăлармалла», – хирĕçлерĕç мана. Паян эпир фермер хуçалăхĕнче çĕнĕлле ĕçлеме тăрăшатпăр. Акă, сăмахран, сухана вăрă акса туса илетпĕр. Кĕр енне чиперех ÿссе çитет. Ун пек мелпе пирĕн республикăра урăх никам та ĕçлемест. Пĕлтĕр сухан вăррине юр çийĕн 15 гектар акса хăвартăм. <...>

Юрий Владимирович, фермер хуçалăхне мĕншĕн «Талпас» ят патăр? Пакăлти çынна пĕлтерет вĕт вăл…

– Питĕ хитре чăваш сăмахĕ. Çапла, хытă калаçакан çын. Пирĕн талпас йăхĕ пулнă. Мăн асаттене Талпас Улшуç Мишши тенĕ. Вăл Çĕрпÿ районĕнче пурăннă, хăяр ÿстернĕ. Ăна тиесе Хусана кайнă. Хăярне те, лашине те сутса хăварнă. Каялла çуран таврăннă. Тулăх пурăнакансене кулака кăларнă вăхăтра пÿртне туртса илнĕ. <...> Мăн асатте пÿртне тавăрасшăнччĕ те — атте чарчĕ.

– Эсир – инженер та, механик та. Агроном вырăнне те ĕçлетĕр. Хăшĕ чуна çывăхрах?

– Инженерта ĕмĕрĕпех ĕçлерĕм. Аслă пĕлÿ илни некролог çырнă чухне /шÿтлесе хуравларĕ Юрий Михайлов. — В.Э./ кăтартма кирлĕ тесе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтертĕм. <...> Халĕ Çĕрпÿри техникумра тата Ял хуçалăх академийĕнче диплом ĕçĕсене хÿтĕлекенсене хаклакан комиссисенче тăратăп.

Агроном мар та, анчах Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ. Хисеплĕ ятсене епле йышăнатăр?

– Хисеплени хавхалантарать паллах.

Юрий Владимирович, эсир автоăмăртусем йĕркелетĕр, руль умне ларса хăвăр та тупăшатăр. Ку тата ăçтан пуçланчĕ? Автоспорт енĕпе сирĕн – пĕрремĕш разряд

– Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче «Москвич» машина туяннăччĕ. Ăна тепĕр автомобиль хыçран пырса тăрăнса капотне лапчăтнăччĕ. Ялтан килнĕ чухне Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси патĕнче чарăнма тиврĕ. Çул хĕрринчи тимĕр-бетон юпасене сăрласа çÿрекен хĕрарăм манăн машинăн тутăхнă вырăнне шурă сăрăпа лачлаттарса хучĕ. Ун чухне тăнăçлăх кăвакарчăнĕн элемĕпе АПШра ралли иртетчĕ. Шурă çине кăвак кăвакарчăн ÿкертĕм. Пĕррехинче Шупашкара килнĕ чухне Кÿкеç тĕлĕнче çул-йĕр инспекцийĕн постĕнче чарчĕç. Ÿкернине асăрхасан инспектор: «Раллие хутшăнас килмест-и?» – тесе Шупашкарти ДОСААФ шкулне йыхравларĕ. Вăл вăхăтра ралли ирттермелли йĕркене çирĕплетменччĕ. Паллаканăм автоспорт çинчен кĕнеке тупса пачĕ. Мелиораци енĕпе ĕçлекен управление фронтовик ертсе пыратчĕ. Спорт валли укçа уйăратчĕ, анчах раллие хутшăнмашкăн машина хатĕрлеме памарĕ. Пĕррехинче республикăри пĕр пысăк пуçлăх спорта аталантарасси çинчен телеэфирта калаçрĕ, тÿрĕ эфира шăнкăравларăм. Автоспорта аталантарас кăмăл пуррине, анчах машина çуккине пĕлтертĕм. Тепĕр кунхинех пуçлăх çĕнĕ «Москвич» уйăрчĕ. Ăна юлташсемпе пĕрле спорт ăмăртăвне хатĕрлерĕмĕр. Унччен маларах Мари Элти ăмăртусене хутшăнаттăм. Унтисем сĕннĕ хыççăн хамăр патра йĕркелеме тытăнтăмăр. Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси патĕнчи вĕлтĕренпе пиçен ÿсекен уя куç хыврăмăр. Вăл вăхăтра пирĕн республикăра спорт машини манăн çеçчĕ.

Автоспорт ăмăртăвĕсем темиçе дисциплинăпа иртеççĕ. Вĕсенчен йÿнĕреххи тата пăхма кăмăлли – кросс. Спорт машинине хатĕрлеме 1 миллион тенкĕ таран тухса каять. Автомобиль хăйĕн хуçишĕн хăрушсăр пулмалла, çаврăнса ÿксен тивсе каймалла мар, кăпăкпа хăйне хăех сÿнтермелле. Çи-пуç та çунмалла мар материалтан хатĕрлени кирлĕ. Ăмăртусене республика тата Раççей шайĕнче ирттеретпĕр. Пĕр тупăшу йĕркелеме 500 пин тенкĕ кирлĕ. <...>

Çулталăкра темиçе ăмăрту йĕркелетпĕр: Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинче – кросс-ралли-спринт, пылчăк çинче – джип- триал, пĕчĕккисем валли – багги ăмăртăвĕ, пăр çинче – Раççей кубокĕ. <...>

– Ачăрсемпе мăнукăрсем те ăмăртаççĕ-и?

– Аслă ывăлăн Михаилăн ачине Степăна багги илсе патăмăр. Кĕçĕнни валли те туянасшăн. Пĕчĕккисен хушшинче Степа виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Вăталăх ывăлăн Владимирăн хĕрĕсем те экстремаллă спорта килĕштереççĕ: квадроциклпа тата снегоходпа ярăнаççĕ.

– Пурнăçра мĕнпе мăнаçланатăр?

– Хамăн ĕçе пуçарнă чухне пĕрле пулнă туссемпе паян та килĕштерсе ĕçленипе. Çак таранччен пурăннипе. Атте-анне сыввипе. Ĕмĕтленнисем çитсе пынипе. Ваттисене хисеплесе мăнуксене вĕсен ячĕсене парса пытăмăр. Малашне те çав йăлана тытса пырасшăн.

– Ачăрсем те – тивĕçлĕ çынсем…

– Ывăлăм Михаил инкеке лексе çур çул ытла сипленнĕ хыççăн сывă юлнишĕн савăнатăп. Ун чухне эпир çĕр улми кăлараттăмăр. Ывăл копалка çинче кĕреçе тытса тăнă. Тухăç тăпра айне пулса юласран вăл кăларса пыратчĕ. Çавăн чухне копалкăпа çаврăнса кĕрсе кайнă. Темĕнле асăрхаса, трактора чарса ĕлкĕртĕм. Фельдшерта ĕмĕрĕпе ĕçленĕ анне патне киле чупрăм. Ватăскер уя манран малтан çитрĕ. Ачана Шупашкара больницăна илсе кайрăмăр. Хулана çитсен светофорăн хĕрлĕ çутине пăхмасăр вĕçтерсе пытăм. Сĕмсĕррĕн вирхĕннине кура çул-йĕр инспекторĕ патакне çĕклерĕ. Тăнне çухатнă ача машинăра выртнине тахăш самантра асăрхарĕ – ытти машинăна чарса ирттерсе ячĕ. Ятне-шывне ыйтса ĕлкĕреймен çав çынна паян та тав туса пурăнатăп. Больницăра çур çул ытла сипленчĕ. Аллине упраса хăварма май килчĕ, анчах пÿрнисене татрĕçех. Пĕрле вĕренекен тусĕсем ăна пăрахмарĕç, пырса çÿретчĕç. <...> Халĕ Михаил Шупашкарти больницăсенчен пĕринче тĕп тухтăрта ĕçлет. Вăталăххи Владимир – республикăн строительство министрĕ. <...> Кĕçĕнни Максим строительствăна суйларĕ, халĕ магистратурăра каçхи уйрăмра вĕренет. Тусĕпе хăйсен ĕçне уçрĕç. Электроподстанцисенче электроэнергие перекетлемелли хатĕр шутласа кăларнă, патент илчĕç.

Ачасене çуратни кăна çителĕксĕр, вĕсене тĕрĕс çул çине тăратмалла. <...>

– Мĕн туса çитереймерĕр?

– Ĕмĕт нумай. Хам ĕмĕрте пысăк должноç пирки ĕмĕтленмен эпĕ. Пĕрле ĕçленисемпе килĕштерсе пурăнас тенĕ. Вĕсемпе халĕ те пĕрле эпир. Чи хакли çавă. <...> Тулли верси...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.