Юратупа шанчăклăх - çемьере кăна

12 Утă, 2016

Республикăра ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасен 95,3 процентне е 3029 тăлăха 2384 çемьене вырнаçтарнă. Ку енĕпе Чăваш Ен опычĕ федерацин Атăлçи округĕнче кăна мар, Раççейре те кăтартуллă.

Тăлăхсене йышăннă çемьесен Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх кĕрменĕнче утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче уçăлнă икĕ кунлăх «Çемье ăшши» форумĕн ĕçне иртнĕ эрнекун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, çавăн пекех ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова, Чăваш Республикинчи ача правине хÿтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, йышăнакан çемьесен республикăри ассоциацийĕн председателĕ Тохар Мирджапаров хутшăнчĕç. Михаил Игнатьев пухăннисене Пĕтĕм Раççейри Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе саламласа йывăр шăпаллă тата хевтесĕр ачасене хăйсен çуначĕ айĕнче ăшăтнăшăн, вĕсен ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн чĕререн тав турĕ. «Ачасен пуласлăхĕшĕн чунăр хушнипе яваплă та пархатарлă тивĕçе пурнăçлатăр. Сăваплă ĕçĕршĕн сирĕн умăрта пуçăма таятăп», — терĕ вăл.

Сусăрсене тăван кил ăшши парнелекенсем те йышланса пыраççĕ. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, вĕсенчен 39-шĕ ашшĕ-амăшĕн ăшшине ют çемьере тупнă.

Форум хăнисене тĕнчипе паллă саксофонистка Вероника Кожухарова саламланă. Чăваш Ене вăл сăлтавсăр çула тухман, тăлăхăн йывăр пурнăçне хăй астивнĕскер форума пухăннисемпе чуна уçса калаçнă: шăллĕпе иккĕшĕ пĕчĕклех çывăх çыннисен хÿттисĕр юлсан тăлăхсен çуртне лекнĕ. Телее, вĕсене Ирина Кожухарова хăйсен çемйине йышăннă, тĕрлĕ йывăрлăха пĕрлехи вăйпа çĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Пуянлăхпа палăрса тăманскер, вĕсене янтăлăха хăнăхтарман, ырлăх-пурлăха çын хăй тума пултарнине ăса хывтарса çитĕнтернĕ.

Вероника Кожухарова паян хăй тăлăх ачасене хÿтĕлет, вĕсене концертсене йыхравлать, çемьере çитĕнни пысăк телей иккенне ăнланса илме май парать.

Михаил Игнатьев общество ĕçне пуçаруллă хутшăннăшăн паллă саксофонисткăна тав турĕ. Вăл палăртнă тăрăх — патшалăх тăлăхсен пурнăçне çăмăллатмашкăн условисем туса панине пăхмасăр, Вероника тĕслĕхĕ ачасене çемьере кăна хăтлă та ăшă пулнине тепĕр хут çирĕплетет.

Тăлăхсене йышăннă çемьесен республикăри «Çемье ăшши» тăваттăмĕш пултарулăх конкурсĕн муниципалитет шайĕнчи тупăшăвне кăçал 200 çемье ытла хутшăннă, 32-шĕ финала тухнă. Республика пуçлăхĕ тĕрлĕ номинацире малти вырăнсене йышăннисене чысларĕ. Çĕнтерÿçĕ кубокне Шупашкар хулин Ленин районĕнчи Надеждинсен çемйи тивĕçрĕ. Вĕсем тăватă ача çитĕнтереççĕ: 3-шĕ — хăйсен тата пĕри — йышăнни. «Килти ĕçсене пĕрле пурнăçлатпăр, тĕпренчĕкĕмĕрсене çемьерен хакли пурнăçра çуккине, унта кăна юратупа чăтăмлăх тата шанчăклăх хуçаланнине ăнланса илме пулăшатпăр», — çапла шухăшлаççĕ ашшĕпе амăшĕ. Сăмах май, вĕсем кĕçех Пĕтĕм Раççейри йышăнакан çемьесен ассамблейинче /вăл Мускавра иртет/ Чăваш Ен чысне хÿтĕлĕç.

Форумăн пленарлă ларăвне республикăри район-хулари ачасене йышăннă 400 ытла çемье, çавăн пекех Мускав хулипе облаçĕн, Мари Республикин опекăпа попечительлĕх органĕсен, общество организацийĕсен представителĕсем хутшăннă.

ЧР вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова асăннă тăрăх — ачасене çемьене вырнаçтарас енĕпе Чăваш Республики Раççейре малта пырать. «Эсир патшалăх пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса памашкăн тÿрремĕнех хутшăнатăр. Тĕрĕссипе, кашни ачан çемьере çитĕнмешкĕн ирĕк пур. Пурнăçра вара темле те пулса тухать: пĕчĕкскерсем ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлаççĕ. Çапах вĕсен çемье тăнăçлăхне тупмаллах. Çул çитмен çамрăксене чунăр ăшшине парнеленĕшĕн чĕререн тав тăватăп», — тенĕ вăл.

Чăваш Енри çемьесен социаллă хÿтлĕхне тата пурнăç пахалăхне ÿстересси — республикăн патшалăх политикинчи приоритетлă тĕллевĕ. Ку енĕпе комплекслă мерăсене ĕçе кĕртнĕ май палăрмаллах çитĕнÿсем тунă тата ачасен пурнăçĕшĕн тăнăçлă Раççей регионĕсен ТОП-10 йышне кĕнĕ.

Юлашки пилĕк çулта тăлăх ачасене йышăнакан çемьесен хисепĕ 33 процент ÿснĕ. Ачасем ашшĕ-амăшĕ пулса тăнă çывăх çынсене тупнă май республикăра виçĕ интернат шкула хупнă. Хÿтлĕхсĕр юлнăскерсене çемьене вырнаçтармалли мелсене аталантармашкăн, вĕсене патшалăх учрежденине каялла тавăрассине сирес тĕллевпе психологипе педагогика пулăшăвне йĕркеленĕ, йышăнакан ашшĕ-амăшĕн ассоциацийĕ ĕçлет, ачасене тата çи­тĕн­нисене пулăшакан центрсем тата шкулсем уçнă.

Валентина ИЛЬИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.