Юратнине пĕлтермелли кун

12 Нарăс, 2016

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕ - Çветтуй Валентин кунĕ. Тепĕр майлă ăна Юратакансен кунĕ те теççĕ. Пĕр-пĕрне савакансем çак кун хăйсен туйăмĕсем пирки пĕлтереççĕ е тепĕр хут аса илтереççĕ, чĕре евĕр открытка, çемçе тетте, пылак çимĕç парнелеççĕ. Уявра, паллах, Валентинсемпе Валентинăсене те саламлаççĕ.

«Валентин» ят пирĕн пата латин чĕлхинчен килнĕ, куçарсан вăл «сывлăхлă» е «вăйлă» тенине пĕлтерет. Валя, Валăк, Валечка, Валюша... Хăй вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕнчен нумайăшĕ пепки валли çак ята суйланă. Юлашки вăхăтра ун пеккисен йышĕ чылай чакнă. ЧР Юстици министерствин ЗАГС уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - пирĕн республикăра 2013 çулта çуралнă 12 хĕрачана «Валентина» ят панă, 2014 çулта - 7, 2015 çулта - 8.

Арçын ачасем пирки каласан Чăваш Енре 2013 çулта 4 Валентин кун çути курнă, 2014 çулта - 3, пĕлтĕр - 2.

Чăваш Енри Валентинсемпе Валентинăсем Юратакансен кунне мĕнле паллă тăваççĕ-ши тата вĕсене хăйсен ячĕ килĕшет-ши? Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.