Юратнă хаçатра ĕçлес килет-и?

17 Ака, 2014

Кĕçнерни кунсерен, «Тантăш» хаçатăн черетлĕ номерне илмессерен, эсĕ чăтăмсăррăн страницăсене уçкалатăн, статьясемпе калавсен, пуç ватмăшсен асамлă тĕнчине путатăн. «Паян мĕн çĕнни, интересли кĕтет-ха? Тен, паллакансем пирки çырни пур?» – шухăшлатăн кашнинчех. Чим-ха, самантлăха куçу умне кăларса тăратсам – юратнă хаçат редакцийĕнче хăв та вăй хунă пулсан мĕнлерех ĕçсем пурнăçлăттăн-ха эсĕ? Ыйтăва хуравлама пирĕн тест пулăшĕ.

1) Юлашки шăнкăрав уявĕ тĕлне класс ертÿçи сана тата класри икĕ хĕр ачана стена хаçачĕ кăларма хушнă. Хăв çине хăш яваплăха илĕн?
А) Пĕрле вĕренекенсене хушусем парса тухăп, йăлтах ăнлантарăп та ĕç мĕнлерех пынине сăнаса-тĕрĕслесе тăрăп.
Ă) Хаваспах сăвăсем хайлама тата сăн ÿкерчĕксен айне çырма кулăшла текстсем шăрçалама пикенĕп.
Б) Алла кăранташ, фломастер е сăрăсем илĕп те ÿкерме пуçăнăп. Капăр рамкăсем, илемлĕ ÿкерчĕксем – акă мĕн çывăх мана!
 
2) Санри чи вăйлă ен:
А) Эпĕ – питĕ яваплă хĕр ача (арçын ача), çавăнпа шкулти мĕн пур мероприятие йĕркелес ĕçе мана шанса параççĕ. Час-часах шăллăмсемпе йăмăксене пăхатăп. Пĕтĕмĕшле илсен, эпĕ хама çитĕннĕ çын пекех туятăп.
Ă) Мĕн пĕчĕкрен сăвă-калав хайлатăп эпĕ. Ку таранччен темиçе блокнот та çырса тултарнă ĕнтĕ. Шухăшсемпе ĕмĕтсем таçта та илсе çитереççĕ, унтан текстсене сăрхăнса кĕреççĕ.
Б) Эпĕ – илеме çивĕч туякан çын. Яланах хитре япаласене асăрхатăп, ăста ÿкеретĕп. Тен, пуласлăхра дизайнер профессине алла илĕп. Çут тĕнчене илемлĕх парнелес килет манăн.
 
3) Шухăша путнă е ĕмĕтленнĕ самантра алă айĕнче хутпа ручка пур тăк ытларах чухне мĕн-мĕн чĕрмелетĕн- ÿкеретĕн?
А) Тăваткал, виç кĕтеслĕх, хĕрес е урăхларах геометри фигурисем.
Ă) Хаваслă сăн-пит (смайлик) е йăл кулăллă çынсене.
Б) Чечек, чĕре е пĕлĕтсем.
 
4) Пуласлăхра хăвна хăш професси çынни пек куратăн?
А) Фирма ертÿçи е компани директорĕ.
Ă) Журналист е çыравçă.
Б) Ӳнерçĕ е дизайнер.
 
5) Юлташусем сана еплерех хак панă пулĕччĕç?
А) Харсăр та хăюллă.
Ă) Лăпкă та шухăшлă.
Б) Хаваслă та пултаруллă.
 

Халĕ пĕтĕмлетĕве пĕлме вăхăт. Хăш варианта (А, Ă е Б) ытларах суйланине шутла та вула.

Ытларах «А» варианта кăмăлларăн тăк эсĕ – РЕДАКТОР.

«Тантăш» хаçатра вăй хунă тăк сана ним мар редактор пуканне шанса пама юратчĕ! Эсĕ – ертÿçĕ пулма çуралнă çын. Яваплăх туйăмĕ те пысăк. Кăткăс лару-тăруран тухмалли йышăнусене çăмăллăнах тăватăн. Ĕçре сиксе тухакан йывăрлăхсене пĕчченех татса параятăн, ку пĕртте шиклентермест сана. Тантăшусем эсĕ мĕн каланине итлеççĕ, тăнлаççĕ, вĕрентекенсем вара хисеплеççĕ. Çавăнпа редактор должноçĕ – шăпах сана валли. Редакци ĕç-хĕлне питĕ лайăх йĕркеленĕ, хаçата тата та кăсăклăрах тунă пулăттăн эсĕ.

Ытларах «Ă» варианта суйларăн тăк эсĕ – КОРРЕСПОНДЕНТ.

Санăн хутлăху – текстсем. Эппин, сана турткалашса тăмасăрах корреспондент ĕçне шанса парĕч- чĕç. Шухăшусене илемлĕ те тĕрĕс палăртма, яка çырса пама пултаратăн. Ахăртнех, чăваш е вырăс чĕлхипе те литературипе çырнă сочиненисемшĕн учительсем яланах «пиллĕк» паллă лартаççĕ сана. Паллах, нумай вулатăн. Шăп çак енсем пĕлтерĕшлĕ те ăста корреспондентшăн. Интереслĕ те паха статья çырас тесессĕн нумай пĕлмелле. Анлă тавра курăм тата пуян чĕлхе калеме татах та çивĕчлетме пулăшĕç. Вара эсĕ те «Тантăш» вулаканĕсене лайăх заметкăсемпе, калавсемпе савăнтарăн.

Ытларах «Б» варианта килĕштертĕн тĕк эсĕ – ДИЗАЙНЕР.

Эсĕ ÿнер туйăмĕпе тата шухăш вĕçевĕпе пуян. Кунашкал енсемпе эсĕ çăмăллăнах дизайнер пулса «Тантăш» хаçата калăплайăттăн. Тĕрĕс те паха сăн ÿкерчĕксем суйласси, статья ячĕсем валли илемлĕ шрифтсем шырасси, страницăсен дизайнне тăвасси – ку ĕçе хавхалансах пурнăçлăттăн эсĕ. Илеме туяс пултарулăху пулăшĕччĕ. Ара, пĕр япала тепринпе еплерех çураçăнса тăнине палăртма, тĕссене суйлама пит аван пĕлетĕн-çке-ха. Сан пултарулăху пирĕн хаçата питĕ кирлĕ!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.