- Чăвашла верси
- Русская версия
Юрăра - халăх чунĕ
Чăваш тухйи-хушпăвĕллĕ хĕр-хĕрарăм юлашки вăхăтра Раççей тĕп каналĕсенче час-часах саркаланать те, çакна хăнăхрăмăр та темелле. Çапах та ентешĕмĕрсем, мĕн калăр та, чăваш ятне çĕршыв умĕнче çĕклени — питех те кăмăллă пулăм. Нумаях пулмасть “Асамлă уй” телекăларăмра каллех наци кĕпи-тумтирĕллĕ маттурсен пултарулăхĕпе килентĕмĕр. Чăн та, финала тухаймарĕ ентешĕмĕр. Анчах та унта пулса курни, çĕршывĕпех килĕштерекен Леонид Якубовичпа сăн ÿкерĕнни — хăех асра юлмалли пулăм мар-и вара? Пушшех те, Мускавран пачах пушă алăпа таврăнман Сĕнтĕрвăррисем, парнесене тивĕçнĕ. Çичĕпÿрт ялĕнчи халăх пултарулăх “Кунер” ушкăнĕн ертÿçипе Анна Николаевăпа тĕл пулсан “Асамлă уй” пирки сăмах хускалчĕ паллах. Леонид Аркадьевич Чăваш Ене килĕштерни пирки сас-хура çÿрет. Çак сăмахсен чăнлăхне те хастар хĕрарăмпа пĕрлех шырарăмăр.
Анна Валентиновна шăпах ялти клубра ĕçлеме пуçланă вăхăтра, 2000-мĕш çулсенче, халăх пултарулăхĕн ахах-мерченĕ — фольклор — хăватлăн аталанма пуçларĕ. Тулса çитнĕ пĕвери шыв евĕр татăлса тухса кайрĕ те çÿлтен-çÿле çĕкленме пуçларĕ вăл. Республикăра ку енĕпе ятарлă специалистсем пурри те хавхалану кÿчĕ-тĕр, пултарулăх ушкăнĕсене. Вдовина юрри-сем, Кондратьев кĕнекисем, халăх пултарулăх çурчĕн ĕçченĕ Светлана Лаврентьева нумай витĕм кÿчĕç ку енĕпе. “Кунер” — çак юхăмпа кун çути курса çĕкленнĕ ушкăнсенчен пĕри. Вырăнти юхан шыв ячĕпе çыхăнтарнă ăна, çармăсларан куçарсан — унта шăпах вĕсем ну-маййăн пурăннă-мĕн — “шурă шыв” тени пулать.
Ÿссе-аталанса пынă май нумай çĕре çитсе пултарулăхĕпе савăнтарнă Çичĕпÿртсем. 2008 çулта “халăх” ятне тивĕçнĕ. Пĕр вăхăтран Раççей шайĕнче ытти коллективпа тупăшмалăх та харсăрланнă. Малалла вулас...
Комментари хушас