Юрă-ташăра - халăх пурнăçĕ

24 Çĕртме, 2017

Тĕрлĕ наци çынни пĕрле юрласа ташланине сăнама çав тери кăмăллă. Туслăх пĕрлештерет пире. Хăнана чăваш яланах хапăл. Пĕрле пуçтарăнни уяв сумне ÿстерет.

25-мĕш хут иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн "Раççей çăлкуçĕсем" фестиваль анлăшĕпе тата илемлĕхĕпе тыткăнларĕ. Яланхи пекех Шупашкар урамĕпе юрласа-ташласа Атăл кÿлмекĕ еннелле утрĕç. Кăçал Республика кунне уявламашкăн РФ регионĕсенчен 26 пултарулăх ушкăнĕ çитнĕ. Вĕсем - наци культурине, йăли-йĕркине саракансем, халăх историйĕпе паллаштаракансем. Китай Халăх Республикинчен хăнасем йышлăн килнĕ. Акă Белгород хулинчи "Почаевские девчата" ансамбль пултарулăхĕпе тыткăнларĕ.

"Эпир чăваш çĕрĕ çинче пĕрремĕш хут. Пуйăспа талăк ытла килтĕмĕр Шупашкара. Тĕлĕнмелле хитре те таса хула. Чăваш çыннисен куçĕсенче ăшăлăх тапса тăрать, çав тери тарават халăх", - палăртрĕ ансамбль ертÿçи Екатерина Гордеева.

"Пур çĕрте те тасалăх, йĕрке. Пире кунта лайăх кĕтсе илчĕç. Шупашкар хули - питĕ хитре, ем-ешĕл, çакă ертÿçĕрен чылай килет. Уйрăмах çаврака çăкасем тыткăна илчĕç, ун пеккине урăх ниçта та курман. Шупашкар кăнтăрти хулана аса илтерчĕ. Пĕрре килсех чăваш халăхĕн кăмăлне пĕлтĕмĕр", - чуна уçса калаçрĕç Пермь крайĕнчен çитнě хăнaсем. Наци хăйне евĕрлĕхĕ пирки сăмах пуçартăм вĕсемпе. "Чăвашсем - хаваслă, лăпкă, ырă кăмăллă çынсем. Çутă çи-пуç та чун тасалăхне кăтартать", - çакнашкал пĕтĕмлетÿ турĕç "Прикамские узоры" ушкăн хĕрарăмĕсем.

Пушкăртстанри Федоровка районĕнчи Урал ялĕнчи "Тус-тăван" ансамбле çÿрекенсем темиçе çул ĕмĕтленнĕ шурă Шупашкара çитсе курма. Акă тинех пурнăçа кĕнĕ. Вĕсем "Раççей çăл куçĕсем" фестивале вун пĕрĕн килнĕ, ятарласа капăр тум çĕлеттернĕ, хушпу ăсталаттарнă.

"Мĕн пур музейра, çавăн пекех Шуршăлти А. Николаев космонавт-летчик мемориал комплексĕнче пулса куртăмăр. Хĕрлĕ тÿремри уяв илемĕпе киленни вăй-хал пачĕ пире. Хак пама сăмах та çитмест, кĕскен калас  тăк - чаплă", - хăпартланса калаçрĕ ''Тус-тăван" ансамбль ертÿçи Светлана Юдина.

Кемĕр облаçĕнчи Прокопьев хулинчи "Скоморухи" ушкăн виççĕмĕш хут килнĕ Шупашкара. Вĕсем çанталăк сулхăннине пăхмасăрах Атăлта шыва кĕме те ĕлкĕрнĕ.

"Кашни утăмрах уяв кăмăлĕ хуçаланать. Шупашкар Арбатĕнчен тăвансем, юлташсем валли сувенирсем туянтăмăр", - палăртрĕ Рафаэль Хаматтов.

 

 

Комментари хушас