Юр каять. Пĕрлех - асфальт та...
15 Mar, 2016 | Хыпар | Хула | Çул-йĕр

«Хула администрацийĕн пуçлăхĕ хушнипе çулсене юсакансем çанă тавăр­сах ĕçе кÿлĕннĕ. Ĕç кунĕсенче çулсем çинчи шăтăксене ултă бригада таран саплать. Юсав ĕçĕсем кану тата уяв кунĕсенче те чарăнмаççĕ», — пĕлтерет тĕп хула администрацийĕн пресс-служби. Иккĕленместĕп, хваттертен тухмасăр килте кăна ларакан çын суйлав çулталăкĕнче хула влаçĕсен сумĕпе хисеп­не çирĕплетме пулăшмашкăн тивĕç çак пĕлтерĕве вуласан пуçлăхсене пуç тайса тав тума та хатĕр пуль: «Вăт, халăхшăн еплерех тăрăшаççĕ!» Анчах килтен тухсан вара, шел те, урăхларах ÿкерчĕк курса тарăхатăн.

­Хĕл кунĕсенче лапка-лапка юр çумассерен пирĕн картишсем кĕрт айне пулнă тапхăр хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Халь сивĕ чухне хытса юлнă çав юр вырăн-вырăнпа ирĕлнĕрен картишсем кÿлленчĕксен лаптăкне çаврăннипе çырлахрăмăр тейĕпĕр — темех мар, сиккелесе каçăпăр. Анчах çурхи çанталăк нуши çакăнпа кăна вĕçленмест-çке — водительсемшĕн нуша пуçланчĕ: шăтăксăр-çурăксăр çул хулипе те çук пуль, тупата!

Пĕр икĕ эрне каялла Хусанта пулнăччĕ. Унта улахрах вырăнсенче те çулсем аван, тĕп урамсем вара — çатма пек яп-яка. Паллах, тĕнче шайĕнчи универсиада, сумлă ытти мероприяти иртнĕ май Мускав нумай укçа уйăрчĕ, Тутарстан тĕп хулине укçапа вăйлă пулăшрĕ. Çав шутра — çулсене çĕнетме те. Çук, Хусан хыççăн хăвалаймăпăр ĕнтĕ, кармашсан та ăна çитеймĕпĕр. Çавна май пирĕн пушшех тирпейлĕ, перекетлĕ пулмалла, пур-çук укçапа тухăçлă усă курса пĕтĕм ĕçе тĕплĕ тумалла пек. Анчах Шупашкарта нумаях пулмасть тунă е юсанă çулсем те пĕр шелсĕр арканаççĕ вĕт-ха, çакă тĕлĕнтерет. Тĕп урамсем те чылайăшĕ колеяллă, шăтăк-çурăклă, пĕчĕкреххисем, пысăк пуçлăхсен машинисем час-часах иртсе çÿременнисем, пирки калама та кирлĕ мар. Мĕн, пирĕн çанталăк тутарсеннинчен уйрăм-им?

Çанталăкĕ, паллах, çавнашкалах. Уйрăмми — тем тесен те урăххи... Шăратнă асфальтобетон текен хутăшпа усă курасси йăлана кĕчĕ. Ку технологи хĕлле те, кĕркуннехи-çуркуннехи тапхăрта та усă курма меллĕ. Йывăр каток, ытти техника хăваласа килмелле мар. Шăтăка тултаратăн та çиелтен тикĕслетĕн — пулчĕ те. Асфальт сиенленнĕ вырăнсене вăхăтлăха саплама чăннипех лайăх. Анчах Шупашкарта вăхăтлăх тени, пăхатăп та, темиçе кунлăх тенипе пĕр килет иккен. Уруков урамĕн пĕр сыпăкĕпе куллен машинăпа иртме тивет — ĕçе каятăп, киле таврăнатăп. Тăнкăр-танкăр çул тарăхтарать паллах. Нарăс варринеллеччĕ пулас — çул юсакансем унта çитнĕ иккен. «Тинех!» — вĕçсе иртрĕ савăнăçлă шухăш. Анчах иртерех савăннă-мĕн. Çÿлтен такам ятарласа силленĕ пек юр çăвать, кусем вара хайхи шăратнă асфальта сĕреççĕ! Çук, йăнăшмарăм, тĕрĕсех каларăм: сармаççĕ — сĕреççĕ!

Темиçе кунранах юр ирĕлчĕ те — хайхи çĕнĕ асфальтăн йĕрĕ те çук. Юра пула кивĕ асфальт çумне çыпăçайманскер тÿрех арканса-тĕпренсе харама кайрĕ. Шăтăксемпе çурăксем халь — малтан пулнинчен те хăрушăрах. Тепĕр чух çав çул çинче силленес килменнипе тавра çулпа та кайкалатăп. Хула администрацийĕн отчетĕнче вара çак сыпăк тем тесен те юсавлисен шутĕнче ĕнтĕ — унсăрăн влаçсем пĕлтернисем çаплах хавхалануллă пулмĕччĕç. Кунашкалли Уруков урамĕнче кăна пулсан мăкăртатма та кирлĕ марччĕ-тĕр. Унта кăна мар-çке. Çав вăхăталлах, сăмахран, юсавçăсене «Ярмăркка» пасар патĕнче те курнăччĕ — унта та паян самай тарăн та пысăк шăтăксенчен пăрăнас тесе питĕ асăрханса иртме тивет. Ытти çĕрте апла мар теме те çук. Тĕплĕ юсав ĕçĕсен тапхăрĕ çитиччен вара тата уйăх ытла-ха — унччен Шупашкарăн хăшпĕр кĕтесĕнче асфальт вуçех те юлмасть мар-ши?

Пăрăнса иртесси тенĕрен, шăтăка сикни машинăна аркатас хăрушлăхпа кăна çыхăнман-çке. Çурăлнă резинăна улăштарасси йÿнĕ мар пулин те — юрĕ, уншăнах çука юлмăн. Лапчăннă диска та тÿрлетме пулать. Чи хăрушши — çакнашкаллипе сăлтавланнă аварире çынсем суранланма е вилме пултарасси. Шыв-шура пула вара хайхи шăтăксене асăрхама та çук — хăвăртлăх пысăк пулмасан та шар курасси часах. Водительсен ирĕксĕрех «экстремаллă çулçÿрев» вăрттăнлăхĕсене алла илме тивет.

— Кÿлленчĕке кĕнĕ чух яланах асăрхануллă пулмалла, — ăс пачĕ мана çак кунсенче руль умĕнчи пысăк стажлă водитель. — Шывра асфальт, чул е кирпĕч катăкĕсем курăнаççĕ-тĕк — эпĕ хăвăртлăха май пур таран чакаратăп. Ун пек чухне шывра шăтăк пурах — хайхи катăксем тем тесен те унтан тухнă, вĕсене кунта урăх çĕртен илсе килсе пăрахман. Çакнашкал асăрханулăх нихăçан та улталамасть. Тикĕсех пек, анчах кăшт кайсан кустăрмасенчен пĕри те пулин шăтăка тăнкăлт! тăватех. «Ерипен пытăм — тĕрĕс турăм» тесе иртетĕп вара.

Паллах, çулсем çапла хăвăрт арканни çанталăк ытла та улшăнчăк пулнипе сăлтавланнине никам та хирĕçлемĕ. Шăнтать, ирĕлтерет, шыв-шур юхать... Анчах çанталăка улăштараймăпăр ĕнтĕ, çакăнпа çырлахмах тивет. Çапах ку юсав ĕçĕсен япăх пахалăхĕпе çырлахмалли сăлтав ан пултăрччĕ. Халлĕхе вара Шупашкар влаçĕсем нарăс пуçламăшĕнчен тытăнса уйăх ытларах тапхăрта тĕп хулари çулсен 2,6 пин тăваткал метрпа танлашакан лаптăкне шăратнă асфальтпа саплани пирки хăпартланса пĕлтерни çулсен юсавлăхĕпе çыхăннă чăн лару-тăрăва сăнлать темешкĕн ниепле те чĕлхе çаврăнмасть. Çак ĕç валли тăкакланă 3,9 млн тенкĕ те, эппин, юрпа-пăрпа ăмăртмалла ирĕлнĕ асфальтпа пĕрлех юхса кайнă укçа.

...Çĕрме пуян Ротшильд барон каланăччĕ пулас: «Йÿнĕ япаласем туянмашкăн эпĕ аплах пуян мар». Çак сăмахсене асра тытни çулсене юсанă чухне те вырăнлă пек: йÿнĕ тесе ĕçе ячĕшĕн тăвас марччĕ. Унсăрăн республикăн Çул-йĕр фончĕ валли çуллен ытларах та ытларах укçа уйăрнин мĕн усси?

Николай КОНОВАЛОВ

 

Николай КОНОВАЛОВ"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.