Юнашарах выртса çывăрнă

Ĕçкĕ ырă туманнине кашниех пĕлет — пурпĕр ĕçеççĕ. Ÿсĕрле вара хăшĕсем хăйсем мĕн хăтланнине те ăнланми пулаççĕ. Унсăрăн Канашра пулнă çак тĕслĕхе мĕнле ăнлантарăн?
Следстви комитечĕн вырăнти пайĕ тĕпченĕ уголовлă ĕçпе суд çак кунсенче приговор палăртнă. Суд тенкелĕ çине 53 çулти хĕрарăм ларнă. Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх, пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнчи пĕр каçхине вăл пĕрле эрех ĕçнĕ хыççăн хăйĕнпе пурăнакан 46 çулти арçынпа хирĕçсе кайнă. Çĕçĕ ярса тытнă, унпа арçынна кăкăртан, ытти çĕртен 27 хут /!/ чикнĕ, çапнă. Чĕрине те амантнă та — йывăр суранланнăскер, паллах, чĕрĕ юлма пултарайман. Хĕрарăм вара çĕççе чÿречерен ывăтнă та арçынпа юнашар кĕрсе выртса ыйха путнă. Кăштахран вăраннă, ак, тамаша, мăшăрĕ сывламасть иккен. Унăн пурнăçне татнăскер телефонпа шăнкăравласа хăех васкавлă медпулăшу чĕннĕ, анчах медиксен пулăшăвĕ тинех кирлĕ пулман ĕнтĕ… Малалла вулас...

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.