Юн çăра пулсан...

27 Пуш, 2015

Çăра юн пĕчĕкçĕ юн тымарĕсене лексе ăна кислородпа тата тутлăхлă япаласемпе тивĕçтереймест. Халăх медицининче юна шĕветме темиçе тĕрлĕ рецепт пур.

• 2 стакан пыл, 1 стакан вĕтетнĕ укроп вăрри, 2 кашăк чухлĕ авăртнă валериан тымарĕ илсе хутăштармалла. Çакна пĕтĕмпех тин вĕретнĕ 2 л шыва ярса пĕр талăк термосра тытмалла. Кайран сăрăхтармалла. Пĕр уйăх таран апат умĕн çур сехет маларах пĕрер кашăк ĕçмелле.

• Кантăк савăта 1 чей кашăкĕ чухлĕ вĕтетнĕ вĕлтĕрен, 1 стакан вĕретнĕ шыв ярса хупласа лартмалла, 45 минутран сăрăхтармалла. Пĕр уйăх таран, ирпе-каçпа, апат умĕн çур сехет маларах, 1-2 кашăк ĕçмелле. Ку настой юна тасатать, веществосен çаврăнăшне лайăхлатать.

• Эмаль савăта 1 кашăк чухлĕ типĕтсе вĕтетнĕ хăях курăкĕ ?осока% хумалла, 1 стакан вĕрекен шыв ярса «шыв мунчинче» 15 минут тытмалла, пÿлĕм температуринче сивĕтмелле. Сăрăхтарса кĕленчене ямалла, хупламалла. Пĕр уйăх таран, ирпе-каçпа, апат умĕн çур сехет маларах, 1-2 кашăк ĕçмелле. Настоя икĕ талăкран ытла упрамалла мар, кашнинчех çĕнĕрен хатĕрлемелле.

• Тĕттĕм хĕрлĕ тĕслĕ улма-çырлапа пахчаçимĕçĕ те юна шĕветме пулăшать. Ку вăл - чие, виноград, хура хăмла çырли ?ежевика%, шур çырли ?клюква%, палан, шăлан ?шиповник%, кĕтмел ?брусника%, гранат, хĕрлĕ кăшман. Çак çимĕçсене кашни кун çиме тăрăшмалла.

• Чие çырли, тин татни те, шăнтса хуни те, апат ирĕлтерес ĕçе лайăхлатать.

• Чие сĕткенне ĕçсен пыршăлăх палочки сехет хушшинче вилет.

• Чие сĕткенне сĕтпе ĕçсен ?1:1% ÿслĕкрен хăпма, температурăна чакарма пулать.

• Чие сиропĕ - çăра сурчăка кăларма пулăшакан лайăх хатĕр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.