Юбилейлă турнирта - чи вăйлисем

Раштавăн 7-8-мĕшĕсенче “Хыпар” хаçат тимĕр вăййипе туслисене Пĕтĕм Раççейри XXX турнира йыхравларĕ. Ку хутĕнче ăмăрту Кÿкеçри «Улăп» физкультурăпа спорт керменĕнче иртрĕ

Ăмăрту савăнăçлă парадран пуçланчĕ. Спортсменсемпе тренерсене ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Олег Мешков, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ Сергей Шелтуков, “Хыпар” хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Михаил Арланов, республикăри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Юрий Карпов, тĕнче категориллĕ судья Сергей Бронников /Киров облаçĕ/, СССР спорт мастерĕ Касим Гилязетдинов /Чĕмпĕр облаçĕ/, Вагиз Сунгатов /Тутарстан/ профессор саламларĕç.

Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров турнир Кÿкеç тăрăхĕнче иртнишĕн савăннине пĕлтерчĕ: «Вăйлă çынсем яланах хисепре пулнă. Вĕсене мухтаса юмахсем хайланă, юрăсем кĕвĕленĕ. Кире пуканĕн спорчĕ халăх вăййинчен спорт тĕсĕ пулса тăнăскер, хальхи вăхăтра та вăйлисемпе хăюллисене илĕртет. Паянхи ăмăрту та çĕнĕ çитĕнÿсемпе тата паттăр чемпионсемпе палăрса юлĕ».

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков спорт уявне пушă алăпа пыман, вăл Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пур шкула та кире пуканĕн комплектне парнелессине пĕлтерчĕ. «Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан тата спортпа туслă çыннăн сывлăхĕ ялан çирĕп, вăл нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть. Тимĕр вăййипе кăсăкланакан вара илемлĕ, вăйлă, ĕçре хастар, вĕренÿре тăрăшуллă. Кире пуканĕн спорчĕпе чылай çын интересленет: вĕсен йышĕнче эпир арçынсене кăна мар, хÿхĕм пикесемпе маттур хĕрарăмсене, пултаруллă яшсемпе сумлă ветерансене куратпăр. Çавăнпа çĕр-шывра, республикăра, район-хулара вун-вун ăмăрту иртет. Спортăн çак тĕсне аталантарас тĕллевпе Чăваш Ен правительствипе ЧР Патшалăх Канашĕ малашне те чылай ĕç пурнăçлĕç», - терĕ Олег Вадимович.

ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ Сергей Шелтуков «Хыпар» хаçат тухма пуçланăранпах сывă пурнăç йĕркине сарас тата физкультурăпа спорт аталанăвне çутатас енĕпе тăрăшнине, паян та кашни кăларăмра тĕрлĕ ăмăртура палăрнă спортсменсемпе вĕсен пултаруллă вĕрентекенĕсем çинчен çырнине каларĕ. Турнирта пĕрре мар мала тухнă Елчĕк каччине Александр Павлова «Раççей спорт мастерĕ» ята тивĕçнине ĕнентерекен удостоверени пачĕ.

Ăмăртăва çĕр-шывăн сакăр регионĕнчен 300 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Ку - рекорд! Елчĕк, Канаш, Патăрьел, Шупашкар, Улатăр, Йĕпреç, Вăрнар, Куславкка, Çĕрпÿ, Тăвай тăрăхĕнчи паттăрсемпе вăй виçме помост çине Чĕмпĕр, Чул хула, Киров облаçĕсенчен, Тутар, Коми, Мордва тата Мари республикисенчен килнĕ чи вăйлă атлетсем тухрĕç. Турнирăн пĕрремĕш кунĕнче хĕрсемпе хĕрарăмсем, яшсемпе арçынсем тупăшрĕç, тепĕр кун ветерансем ăмăртрĕç тата командăсен эстафети иртрĕ.

Уява пынисене районти ÿнер шкулĕн çамрăк артисчĕсемпе «Улăп» спорт комплексĕн хастарĕсем, Кÿкеçри халăх ансамблĕ илемлĕ ташă-юрăпа савăнтарчĕç. РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Арсений Яйцов та тĕрлĕ халăх кĕвви-çеммипе тыткăнларĕ.

Тĕплĕнрех - çитес кăларăмра.

 

Андрей ПЕТРОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.