Ÿсĕр тĕк – инкек пуласси те часах

17 Нарăс, 2020

Хĕллехи тапхăрта çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă мероприятисене мĕнле пурнăçланипе ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура граждан оборонин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вениамин Петров паллаштарчĕ.

Пĕлтĕр республикăра виçĕм çулхинчен самай ытларах пушар пулнине вăл вут-çулăм алхаснă тĕслĕхсене шута илмелли улшăнусемпе сăлтавларĕ. Çав вăхăтрах çынсем вилесси, пушарсем кÿнĕ сиен виçи пĕчĕкленнĕ. Пăшăрхантараканни — ĕçкĕпе сăлтавланакан инкексем нумаййи. Иртнĕ çул пушарсенче вилнĕ 19 çынран 14-шĕ ÿсĕр пулнă иккен.

Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта сыхлăх уйрăмах кирли каламасăрах паллă. Шел те, пулăçсен асăрханусăрлăхĕн ыйтăвĕ çав-çавах çивĕч. Кăçал çанталăка кура пăр çÿхе — пурпĕр асăрханамаççĕ. Раштав вĕçĕнче Куславкка çынни пулла кайнă. Вăлта ямашкăн Атăл пăрне виçĕ çĕрте шăтарнă, тăваттăмĕшне пăраланă чух пăр катăлнă та — арçын шыва кайнă, путса вилнĕ. Водолазсем çичĕ метр тарăнăшĕнче хайхи пăрана тупнă, арçын виллине вара тупма май килмен. Пăр кайсан тупăнать ак…

Хĕл ăшă тăнине пăхмасăр юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 58 çын шăнса вилнĕ. Вениамин Иванович Владимир Путин Президент халăха упрасси тĕп тĕллев пулнине палăртнине аса илтернĕ май сыхлăха пур енĕпе çирĕплетсе пыма чĕнсе каларĕ. Хальхи вăхăтра нумай хутлă çуртсен тăрринчен юр, пăр ÿкес, çынсем аманас, автомобильсем сиенленес хăрушлăх пысăк — тивĕçлĕ службăсен ку енĕпе тимлĕ пулмалла.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Комментари хушас