Ÿсĕм çулĕпе — пысăк тĕллевсем патне

30 Ака, 2019

Ăнăçусем пур — вĕсене аталантармалла, çав вăхăтрах çитменлĕхсем те çук мар — вĕсене сирес енĕпе пурин те пĕр тĕллевлĕ пулса ĕçлемелле. Çапларах палăртмалла-тăр ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Патшалăх Канашĕн сессийĕнче Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи ĕçĕ çинчен тунă отчетăн тĕшшине.

Хăйĕн сăмахне Михаил Васильевич депутатсене конструктивлă ĕçтешлĕхшĕн тав тунинчен пуçларĕ. Умра вара — пысăк ĕçсем. Çакă чи малтанах наци проекчĕсене пурнăçлассипе çыхăннă. Патшалăх çынсен пурнăçĕн тăршшĕне ÿстерме, халăх чухăнлăхĕпе кĕрешме, ытти ĕç валли питĕ пысăк укçа уйăрать, ултă çул хушшинче унăн курăмлă пайне — вун-вун миллиард тенкĕ — Чăваш Ен те илет.

Анчах çакă хамăра та çанă тавăрса ĕçлеме хистет. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, республика социаллă обязательствăсене туллин пурнăçлать. Пĕлтĕр çак тĕллевпе 6,8 миллиард тенкĕ ытла тăкакланă, регион çĕршывăн бюджетниксен умĕнчи обязательствăсене пурнăçланă 16 субъекчĕн шутне кĕнĕ.

Экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсенчен пĕри — экспорта вăй парасси. Иртнĕ çул Чăваш Енĕн тулашри экономика ĕç-хĕлĕн калăпăшĕ 565 миллион долларпа танлашнă — 98 çĕршывпа çыхăну йĕркеленĕ. Экспорт виçи 20% пысăкланнă — 207,5 миллион доллара çитнĕ. Чикĕ леш енне ăсатакан продукци тытăмĕ чĕр таварпа çыхăнманнине палăртма кăмăллă. Тĕпрен илсен — хими, машиностроени продукцийĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас