- Чăвашла верси
- Русская версия
Ырра шанни çеç малалла пурăнма пулăшать
Çак тĕнчере пурăнакан пур çын та тан. Анчах Турри телейне кашнине пĕр пек валеçмест. Тĕрĕссипе, çак сăмахăн пĕлтерĕшĕ камшăн мĕнле. Пĕрисемшĕн - тăвансем çумра пулни, теприсемшĕн мул хаклăрах. Пĕрисем - хĕвел çутипе вăранса чун ăшшине çывăх çыннисене парнелеме, теприсем чаплă иномарка туянма ĕмĕтленеççĕ. Çын инкек курсан телей пĕлтерĕшне урăхла ăнланма тытăнать. Икке пайланнă пурнăç хыççăн ура çине çĕнĕрен тăма тивет. Паллах, ку çăмăлах мар. Çапах çывăх çынсем çумра пулни, ĕненни малалла талпăнма вăй паратех. Вĕсемех йывăр пурнăçа çутă кĕртме тăрăшаççĕ. Çапла çĕнĕрен пурăнма, йăл кулма, калаçма... вĕренетĕн. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Шупашкарта пурăнакан Сабирзяновсен хваттерĕн алăкĕнчен инкек пырса шакканă. Хĕллехи сивĕ çав кун çемье пурнăçне тĕпрен улăштарнă. Малалла вулас...
Комментари хушас