Ырра-и, усала-и – улмуççи чечеке ларчĕ

8 Авăн, 2017

Кăçалхи çанталăк чăннипех питĕ хăйне евĕр. Çĕртме, утă уйăхĕсенче çумăр чылай çурĕ. Утă уйăхĕн иккĕмĕш çурринче кăна ăшăтрĕ. Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче вара çиçĕм çиçрĕ, аслати авăтрĕ. Илен çурла уйăхĕн 2-мĕшĕ хыççăн ытти чухне аслати питех пулакан марччĕ… Ахальтен-им: «Илле аслатие тытать», — теççĕ.

Авăнăн 2-мĕшĕнче республикăн кăнтăр районĕсенче çуллахи пек ăшă çанталăк тăчĕ. Сывлăш температури вырăн-вырăнпа 25-26 градуса çитрĕ. Пăла шывĕ хĕрринчи пĕвере кунĕпех шапасем юр-ларĕç. Çуркунне пулсан: «Шапасем юрласан çанталăк ăшăтать, купăста лартмалла», — тейĕччĕç ялти ватăсем. Сăмах май, кăçал çуркунне шăпчăксем питĕ сахал юрларĕç. Куккукĕ те юлхавлăн кăна авăткаларĕ. Çĕртмере çанталăк сивĕ тăнăран хурт-кăпшанкă питех ĕрчеймерĕ, кайăк-кĕшĕк выçăччĕ. Çавăнпах шăлан кайăкĕ те вĕлле хурчĕсене тапăннăччĕ…

Пирĕн мăн асаттесен барометр пулман, çанталăк мĕнле пулассине вĕсем çут çанталăка, чĕр чунсене, кайăк-кĕшĕке сăнаса пĕлнĕ. Шапа çумăр умĕн кăваклатнине асăрханă. Çĕрте-шывра пурăнакан чĕр чунсем çанталăк улшăнассине вăйлă сисеççĕ. Çумăр умĕн сывлăшра кислород ну-майланать, шапасем вара тăраниччен сывлама çĕр çине тухаççĕ. Шапасем «кислород ваннинче» рехетленсе, юрласа киленеççĕ. Çакна та палăртмалла: ытларах аçисем кăваклатаççĕ. Авалхи мăна-стирсенче шапасене ятарласа чансенче тытнă. Унăн сасси чан стенине «çапăнса» янăранинчен манахсем хăçан çумăр, аслати пулассине пĕлнĕ. Хальхинче те шапасем çумăра савăнчĕç: авăнăн 3-мĕшĕнче каç кÿлĕм çумăр çума пикенчĕ. Республикăн кăнтăр районĕсенче каçхи 18-19 сехетсенче аслати авăтрĕ, çиçĕм вăйлă çиçрĕ, çумăр çурĕ. Кĕркунне аслати авăтни сайра пулать. Халăх сăнанă тăрăх, аслати кĕркунне авăтсан кĕр ăшă пулать тата вăрăма тăсăлать, хĕл вара юрлă, çил-тăманлă пуласси куç кĕрет. Çавăнпа кĕр енне пахча çимĕç лартакансен йăрансене каçсерен питех витмесен те юрать.

Авăнăн 2-мĕшĕнче пахчари улмуççи чечеке ларнине курсан питĕ тĕлĕнтĕм. Йывăçĕ çамрăк-ха, çимĕçĕпе пĕр-икĕ çул кăна савăнтарнă. Çуркунне те чечеке ларнăччĕ вăл. Халăхра çамрăк улмуççи çурла, авăн уйăхĕсенче тепĕр хут чечек çурнине питĕ лайăх паллă теççĕ. Пурнăç ырă еннелле ул-шăнассине, çурт хуçисемшĕн пуян çул пулассине пĕлтернĕ. Мул-нухрат икĕ хут ÿсет имĕш — ара, йывăç хăйĕн ырă хăватне çынсене икĕ хутчен парать- çке. Улмуççи кĕр кунĕнче чечеке ларни çитес çул пахча çимĕç тата ытти культура ăнса пулассине систернĕ. Çамрăксем пур çемьесене улмуççи иккĕмĕш хут чечеке ларни йыш хушăнассине пĕлтернĕ. Ача кĕтекен хĕрарăма йĕкĕреш пулассине паллă панă. Çапла, темĕн те кăтартать ку чухне çанталăк. Çу кая юлса пуçланнине шута илсе кĕр ăшă килессе питĕ шанас килет те.

Иван МАДЕБЕЙКИН, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн преподавателĕ, профессор, çанталăка 45 çул çырса пырать:

— Хам ĕмĕрте аслати çурла, авăн уйăхĕсенче авăтнине пĕрре кăна мар илтме тÿр килнĕ. Калăпăр, юлашки 5 çула илес тĕк 2013 çулта авăнăн 9-мĕшĕнче аслатиллĕ çумăр çунă. 2014 çулта авăнăн 3, 7, 14-мĕшĕсенче аслати авăтнă. 2015 çулта авăнăн 2-мĕшĕнче аслати пулнă. Çакă çу вĕçленменнине, малалла тăсăлнине пĕлтерет. Кун пек чухне кĕркунне вăрăма каять тата ăшă пулать. Манăн вĕлле хурчĕсем те çут çанталăк вăхăтне арпаштарнă, тăрăшса ĕçлеççĕ, ама халĕ те çăмарта сапать… Кÿлĕри шапасем те шыв ăшă пулнăран йыш хушма пикеннĕ, чуп-чуп уйăхĕ пырать вĕсен, çуркуннехи пекех кăваклатаççĕ. Улмуççи кĕре хирĕç чечеке ларнине те куркаланă. Çакă йăлтах çĕр чăмăрĕ çинче çанталăк талккăшпех ăшăтса пынипе çыхăннă.

Марина КИТАРЬЕВА, Чăваш Республикин гидрометеоцентрĕн специалисчĕ:

— Улмуççи тепĕр хут чечеке ларни пирки мана темиçе çын та каларĕ. Çакă çĕртме, утă уйăхĕсенче сивĕ пулнипе /каçсерен 5 градус кăна ăшă тăчĕ/ çыхăннă. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.