ЫРАШ ÇĂКĂРĔПЕ ШУЛТРА ТĂВАР

6 Утă, 2016

Трофика язвинчен сипленнĕ чухне килти мĕнле мелсемпе усă курни çăмăллăх кӳрет-ха? Темиçе рецепт илсе паратпăр.

  • Урари трофика язвине пӳртен тасатма малтан водород перекиçĕ сĕрмелле. Унтан кунне 3-4 хут 10-15 минута ылтăн тымар /золотой корень, родиола розовая/ настойкипе примочка хумалла. Ылтăн тымар настойки: вĕтетнĕ типĕ 2 чей кашăкĕ тымара 100 миллилитр шурă эрехе ямалла. Тĕттĕм вырăнта 3 эрне лартмалла та сăрăхтармалла.
  • Ыраш çăкăрĕн çемçине шултра тăвар сапмалла, лайăх чăмламалла. Кунне пĕрре язва çине хумалла, çăкăр типиччен тытмалла. Çапла суран тасаличченех сипленмелле. Чĕпĕтсен-ыратсан та чăтмалла. Малалла язвăна ӳт илтерме календулăн аптека настойкипе /1 стакан шыва 40 тумлам хушса/ примочка хумалла. Курс — сываличчен.
  • Трофика кĕсенĕсене йод сĕрмелле, пир пусмаран хатĕрленĕ лейкопластырьпе çыпăçтармалла, йĕпенсен çĕннипе улăштармалла. Вĕсем тасалсанах кунне икĕ-виçĕ хут ылтăн тымар настойкипе /рецепчĕ çӳлерех/ примочка хурса сипленмелле.
  • Тромбофлебита пула трофика язвисем пулса кайсан тулаш сиплевпе пĕрлех ятарлă шĕвек ĕçни усăллă. Шăнăр курăкĕн /подорожник/ вĕтетнĕ типĕ 3 апат кашăкĕ çулçине 3 апат кашăкĕ кориандр вăррипе, 1-ер апат кашăкĕ сар çип утипе /зверобой/, шăши кикенекĕпе /череда/, лачака тип курăкĕпе /сушеница болотная/, пылак тымарпа /солодка голая/ хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
  • Аирăн вĕтетнĕ типĕ 6 чей кашăкĕ тымарне 1 литр шыва ямалла, хупă савăтпа 20 минут пĕçермелле, сăрăхтармалла. Язвăна çак шĕвекпе çумалла та ылтăн тымар настойкипе примочка хумалла. Унтан аир тымарĕн порошокне сапмалла. Çак меслет пӳрлĕ суранран сипленме витĕмлĕ пулăшать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.