«Йĕлтĕр йĕрĕ» çынсене çывăхлатать, сывлăха çирĕплетет

14 Нарăс, 2017

Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра çĕр-çĕр çын йĕлтĕр çине тăчĕ. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва Чăваш Енре пурăнакансем те пысăк йышпа хутшăнчĕç. Шупашкарти аэропорт çывăхĕнчи уçă лапама йĕлтĕр спортне юратакан 14 пине яхăн çын пухăнчĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, министрсемпе депутатсем, предприяти ертÿçисемпе паллă спортсменсем те вĕсемпе пĕрле старта тухрĕç.

— «Йĕлтĕр йĕрĕ» çынсене çывăхлатать, çемьесене çирĕплетет, ĕç коллективĕсене пĕтĕçтерет. Ăмăртăва хутшăнакансен тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен йышĕ çултан çул ÿссе пынăшăн хĕпĕртетĕп. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ, мăнукĕсемпе аслашшĕ-асламăшĕ пĕрле йĕлтĕр çине тăни питĕ ырă пулăм. Çитĕнекен ăру сывă та хастар пулса çитĕнесси аслисенчен нумай килет, — терĕ Михаил Васильевич старта тухакансене уяв ячĕпе саламланă май. ЧР Пуçлăхĕ биатлона аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн тренерсен çемйине — ăмăртăвăн тĕп судйине, РФ тава тивĕçлĕ тренерне Геральд Салдимирова, унăн мăшăрне, СССР спорт мастерне Маргарита Салдимировăна тата вĕсен ывăлне, спортăн тĕнче класлă спорт мастерне Денис Салдимирова — Тав çырăвĕпе тата сехетпе чысларĕ.

Кăçалхи ăмăртура чи малтан Çĕпĕр йыттисем старта тухрĕç. Вĕсем ертсе пынипех йĕлтĕрçĕсем 3 километрлă дистанцие хăвăртах парăнтарчĕç. Ку чупура çĕнтерÿçĕ ятне Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Елена Зайцевăпа Владимир Федоров çĕнсе илчĕç. Хулари 47-мĕш шкулта вĕренекен яш пĕрремĕш класра чухнех ашшĕ хавхалантарнипе йĕлтĕр çине тăнă, пилĕк çул каялла спорт шкулне çÿреме пуçланă. Çак тапхăрта вăл Сергей Смирнов тренер вĕрентсе пынипе республикăри çамрăк йĕлтĕрçĕсен чемпионачĕсенче малти вырăнсене йышăннă. «Йĕлтĕр йĕрĕ» спортсменсен ăсталăхне ÿстерме пулăшать», — терĕ 16-ри Владимир.

Вăрнар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Елена Зайцева та пĕчĕклех йĕлтĕр спорчĕпе кăсăкланать. Шкултан вĕренсе тухсан аппăшĕпе Зойăпа пĕрле вĕсем Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕнĕ. Владимир Кузьмин тренерăн воспитанникĕсем Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенчен пĕрре мар çĕнтерÿпе таврăннă. Тĕслĕхрен, нумаях пулмасть чăваш хĕрĕсем Инçет-хĕвелтухăç округĕн чемпионатĕнче ылтăнпа кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ. «Йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртура та аппăшĕпе йăмăкĕ чи вăйли пулнине çирĕплетрĕç /Зоя Зайцева 5 километрлă дистанцие пĕрремĕш вĕçлерĕ/. Ытти тупăшура вĕсен юлташĕ Станислав Хумышев, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн студентки Марина Ладяшкина, А.Тихонов ячĕллĕ спорт шкулĕнчи Александр Васильев çĕнтерчĕç. Призерсен йышĕнче — Атăл леш енчи спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан çамрăксем, Чăваш патшалăх университечĕн тата И.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студенчĕсем.

Шупашкарти 20-мĕш шкулта вĕренекен Мария Утон финиша чи малтан çитеймерĕ пулин те кулянса ÿкмерĕ. «Чи пĕлтерĕшли — чупăва хутшăнни. Спортпа туслă пулни сывлăха çирĕплетет. Хĕлле кашни кун йĕлтĕрпе чупатăп, çулла велосипедпа тата роликпа ярăнма кăмăллатăп», — терĕ 5-мĕш класс хĕрачи. 6-мĕш вăтам шкулти пиллĕкмĕшсем те /класс ертÿçи — Эмма Поручикова/ спорт уявĕнчен юлман: класĕпех йĕлтĕр сырса тухнă.

Хулари тĕп больница ĕçченĕсем спорт уявне пысăк ушкăнпах çитнĕ. «Врачсемпе медсестрасем çын сывлăхĕшĕн яваплă, çавăнпа пирĕн хамăрăн та пациентсене тĕслĕх кăтартмалла. Медиксен хушшинче çулсерен йĕркелекен ăмăртусене те хаваспах хутшăнатпăр. Акă çывăх кунсенче эпир йĕлтĕрçĕсен турнирĕнче хамăр вăя тĕрĕслĕпĕр», — пĕлтерчĕ реанимаци уйрăмĕн пуçлăхĕ Ирина Софронова. Сăмах май, “Йĕлтĕр йĕрĕ” чупăва пирĕн ĕçтешсем те хутшăнчĕç. “Тăван Атăл” журнал корреспонденчĕ Елена Атаманова тата унăн хĕрĕ Вика халăхпа пĕрле старта тухрĕç.

ЧР Экономика министерствин коллективĕ те спортпа туслă. Ĕçре пушă вăхăт çукпа пĕрех пулин те волейболла выляма çÿреççĕ, канмалли кунсенче ушкăнпа пĕрле йĕлтĕрпе ярăнма вăрмана каяççĕ. Министр заместителĕ Виталий Емельянов пĕлтернĕ тăрăх — ведомство чысне 12 çын хÿтĕленĕ. Вĕсем çемйисемпе пĕрлех килнĕ. Тĕслĕхрен, пай пуçлăхĕн Владимир Нестеровăн 3-ри хĕрĕ Варя йĕлтĕр çине тăнă.

«Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ» ята кăçал 2 çулти Даша Иванова тивĕçрĕ. «Пурте пĕрле йĕлтĕрпе тата конькипе ярăнатпăр, бассейнра шыва кĕретпĕр. Хулари 144-мĕш ача садне çÿрекен хĕрĕмсем пĕчĕклех сывă пурнăç йĕркине пăхăнса ÿсеççĕ. Физкультура инструкторĕ Татьяна Моисеева пирĕн ачасем спортпа туслă пулччăр тесе нумай тăрăшать», — терĕ çемье пуçлăхĕ Владимир Иванов. Пĕчĕк йĕлтĕрçĕ аппăшĕсенчен Лизăпа Ольăран тĕслĕх илет: вĕсем те йĕлтĕрпе ярăнма юратаççĕ.

Сакăр теçетке урлă каçнă Леонид Никифоровпа Вера Орловăшăн массăллă ăмăрту çулталăк календарĕнчи чи кĕтнĕ уяв пулса тăнă. «Йĕлтĕр йĕрне» 2005 çултанпа хутшăнакан ветерансене кăçал та «Чи опытлă йĕлтĕрçĕ» ятпа чысларĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.