Ятарлă программăсăр ăнăçлă аталанаймĕ

11 Чÿк, 2015

Чăваш Ен хăмла туса илессипе иртнĕ ĕмĕрте çĕршывĕпех ырă ят çĕнсе илнĕ. Унăн мухтавĕ Европăна та çитнĕ. Анчах Совет Союзĕ арканнă хыççăн нумай колхоз-совхоз саланчĕ, хăмла пахчисем хуçасăр тăрса юлчĕç.

Раççейре тата урăх çĕршывсенче ку енĕпе лару-тăру еплерех? Сăра вĕретекенсене, фармакологипе парфюмерие кирлĕ продукцие вĕсем мĕн чухлĕ туса илеççĕ? Тÿрех хуравлатăп: çăкăр пекех кирлĕ пулманран унăн производство калăпăшĕ пысăках мар. Юлашки çулсенче тĕнчипе те 50 пин ытларах гектар çинче çеç çитĕнтереççĕ. Германире мĕнпур лаптăкăн - 31,9, АПШра - 23,3, Чехире - 10,3, Китайра 9,8 процент йышăнаççĕ. Гектарти вăтам тухăç - 18 центнер. АПШпа Китайра вăл 25-рен те иртет. 23 çĕршыв мĕнпурĕ 110 пин тонна типĕ продукци туса илет. 1991 çултан пуçласа ăна ытти патшалăхсем те сахалрах лартаççĕ. XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче хăмла лаптăкĕ 36,9?% пĕчĕкленнĕ.

Тĕнчери «рекордсменсем» 2010-2014 çулсенче хăмла туса илни

/Кашни çул вăтамран шутласа/

Раççейре «симĕс ылтăна» ĕлĕк-авалах кирлĕ чухлĕ çитĕнтернĕ. 1976-1980 çулсем хыççăн производство чакма тытăннă. Ăна сахал пухса илнине лаптăксем пĕчĕкленнипе тата тухăçĕ чакса пынипе сăлтавламалла. Урăхла каласан - лайăх пăхсан пысăк тупăш кÿме пултаракан культура çине пурте алă сулнă.

Раççей Федерацийĕнче «симĕс ылтăн» çитĕнтерни

/çуллен, вăтамран/

Раççей шайĕнчи кăтартусенче Чăваш Ен тÿпи калама çук пысăк. Пирĕн тăрăхри тăпра тата çанталăк условийĕ шăпах хăмла лартса ÿстерме юрăхлă. Хăй вăхăтĕнче тупăшлă культура колхоз-совхоз экономикине çирĕплетме нумай пулăшнă. Анчах юлашки çулсенче ăна республикăри хăшпĕр хуçалăх çеç çитĕнтерет.

Чăваш Енре хăмла туса илни

/Çулсерен, вăтамран шутласа/

Республикăра чи лайăх кăтартусем 1993 çулта пулнă: 2436 га çинчен 2863 тонна типĕ хăмла хатĕрленĕ. Вăтам тухăç - 11,8 ц, 5 районта вăл 13-15 центнера çитнĕ. 1994 çултан производство çулсерен чакса пынă. Продукци калăпăшĕ халăх хуçалăхне тивĕçтермест паллах. Çĕршывра хăмла çитмест. Ыйтăва татса парас тесен ĕçлес кăмăллă пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлемелле. Пирĕн академи çуллен 15 агроном-хăмлаçă вĕрентсе кăларас тĕллевлĕ. Çавăн пекех хăмла пуçтаракан комбайн машинисчĕсем те кирлĕ. Калча çитĕнтерме питомниксем уçмалла. Тимĕрпе бетон юпасемлĕ лаптăксенчи тăпра пахалăхне лайăхлатса «симĕс ылтăна» çĕнĕрен ĕрчетмелле, техника туянмалла. Производствăна энерги перекетлекен технологи çине куçармалла, селекцие аталантармалла. Палăртнине пурнăçлама патшалăхăн тĕллевлĕ тата çителĕклĕ пулăшмалла, ятарлă программа йышăнмалла. Унсăрăн отрасль ăнăçлă аталанаймĕ.

Анатолий ЗАХАРОВ,

Чăваш патшалăх ял хуçалăх

академийĕн доценчĕ,

ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.