Йăрансене черетлентермелле

19 Пуш, 2015

Çуркунне çитнĕçемĕн вулакансем çĕр ĕçĕпе çыхăннă ыйтусемпе нумайрах çырма пуçларĕç. Мĕн кăна шухăшлаттармасть пулĕ хресчене. "Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен” теççĕ те, çапла пулмасăр. Пурнăç малалла вĕт. Çĕнĕ тĕпчевсем, çĕнĕ тупсăмсем, çĕнĕ технологи. Ĕнер пĕлменнине паян уçатпăр.

Пахчара йăрансене палăртнă май тĕрлĕ ÿсен-тăрана черетлентересси тата тĕрĕс кÿр­шĕлентересси пирки ан манăр. Пĕр вырăнта темиçе çул пĕр çимĕçе çитĕнтерсен тухăç палăрмаллах чакать. Тĕрлĕ ÿсен-тăрана пĕлсе кÿршĕлентерсен, черетлентерсен тухăç ÿсет, çав культурăсен чир-чĕрĕ аталанассинчен те упрать, пахча çимĕç управра лайăхрах выртать.

Килти пахча çимĕçе çапла черетлентерме юрать.

  • Помидор хыççăн сухан, тĕрлĕ купăста, фасоль юрăхлă.
  • Çĕрулми хыççăн - фасоль, пăрçа, баклажан, сухан.
  • Купăста - çĕрулми.
  • Хăяр - пăрçа, фасоль, çарăк, помидор.
  • Кăшман - фасоль, сухан, салат, купăста.
  • Петрушка - хăяр, çĕр улми.

Çакна шута илмелле, пĕр йышра тăракан пахча-çимĕçсен чир-чĕрĕсем те пĕрешкел. Çавăнпа пĕрпекрех культурăсене черетлентерсе лартма юрамасть. Çав вырăна 2-3 çултан çеç таврăнмалла.

Çĕрулми лаптăкĕ пысăк, ăна çулсеренех улăштарса тăма май çук. Çĕрулмине пĕр вырăнта 3-4 çул лартма юрать. Лаптăка тислĕк хывмалла, çĕрулми сăтăрçисенчен хÿтĕлемелле. 3-4 çултан лаптăка çĕнетмеллех.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.