ЯПАЛАСЕН ЫЛМАШĂНĂВНЕ ХĂВĂРТЛАТМА

17 Утă, 2014

Çулсем хушăнса пынă май япаласен ылмашăнăвĕ вăрахланать. Чылай чухне шăпах çавна пула кĕлетке виçи те ÿсет. Лару-тăрăва йĕркене кĕртме лайăх тĕрĕсленнĕ витĕмлĕ меслетсем пулăшаççĕ. Питĕрте пурăнакан диетолог тухтăр Наталья Круглова çапла сĕнет.

♦Тĕрĕссипе, апатсем хушшинчи вăхăт 3,5 сехетрен ытла пулмалла мар. Çак йĕрке ылмашăну ĕçне лайăхлатать, организмăн тутлăхлă япаласене ятарлă çу тĕртĕмĕнче упраса хăварма та кирлĕ пулмасть. Ирхи апат çини пысăк пĕлтерĕшлĕ - вăл организмри мĕн пур биохими реакцине ĕçлеттерсе ярать.

♦Çитĕннĕ çыннăн кунне 1,5 литра яхăн шыв ĕçмелле. Шăпах шывра организмăн пĕтĕм биохими ĕçĕсем пулса иртеççĕ, вĕсенчен чылайăшĕнче шыв реакцисене хастар хутшăнать. Çавăн пекех шывпа япаласен ылмашăнăвне чăрмантаракан сиенлĕ япаласем çăвăнса тухаççĕ.

♦Куллен гимнастика туни энерги тăкаклассине вăйлатать, япаласен ылмашăнăвне хăвăртлатать. Çу тĕртĕмĕсем ирĕлесси заняти хыççăн тÿрех вĕçленмест, тата пĕр сехете яхăн пырать.

♦Мышцăсене тăтăшрах ĕçлеттерни те япаласен ылмашăнăвĕшĕн усăллă, ку калори ытларах çунтарма пулăшать.

♦В ушкăнри витаминсен мĕн пур ылмашăнăва хутшăнаççĕ. Рациона кирлĕ витаминсемпе пуянлатма унта тулли тĕшĕллĕ çимĕçсем, аш, кайăк-кĕшĕк какайĕ, пулă, пĕвер, çăмарта, пăрçа йышшисем, мăйăр, сĕт çимĕçĕсем кĕртмелле.

♦Йод - апатланăвăн питĕ кирлĕ пайĕ, вăл щит евĕрлĕ пар йĕркеллĕ ĕçлессишĕн тата унăн гормонĕсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрассишĕн яваплă. Япаласен ылмашăнăвĕн хăвăртлăхĕ мĕнле пуласси тÿрремĕнех унран килет.

Организма йод çителĕклĕ пырса тăтăр тесен рациона тинĕс çимĕçĕсем, тинĕс пулли, тинĕс купăсти кĕртмелле. Апат хатĕрленĕ чухне тинĕс тăварĕпе е йод хушнă тăварпа усă курма юрать. Анчах апата нумай вĕретсен тăварти йод арканма пултарать.

♦Кофеин нерв тытăмне кăна мар, япаласен ылмашăнăвне те хавхалануллă витĕм кÿрет. Кунне пĕр-икĕ чашăк кофе е хура чей ĕçни те çителĕклĕ.

Шута илме! Ку сĕнÿпе гипертонипе, атеросклерозпа, чĕрен ишеми чирĕпе, глаукомăпа, пÿре чирĕсемпе, ыйхă вĕçнипе, тухтăрсем асăрхаттарнă ытти чирпе аптракансен усă курма юрамасть.

♦Симĕс чей катехинĕсем организма энерги ытларах тăкаклама витĕм кÿреççĕ, çапла майпа япаласен ылмашăнăвне хăвăртлатаççĕ, çу массине чакарма пулăшаççĕ. Симĕс чейе сахăрсăр кăна ĕçмелле.

♦Хăш-пĕр техĕмлĕх те чĕре таппине тăтăшлатма, кĕлетке температурине кăштах хăпартма пултарать, çавна май энергие ытларах тăкаклама витĕм кÿрет. Çак шута пăрăç, импĕр, карри, корица кĕреççĕ. Паллах, вĕсемпе вар-хырăм тата пÿре чирĕсем аптратмасан кăна усă курмалла.

♦Ÿсен-тăран çимĕçĕ те япаласен ылмашăнăвне хăвăртлатать. Кулленхи рациона 2 тĕрлĕ улма-çырлапа 300 грамм чĕрĕ пахча çимĕç кĕртмелле. Цитруссем, пан улми, киви, çулçăллă ешĕл, кишĕр, хĕрлĕ тата сарă хĕрлĕ пăрăç лайăх.

♦Ылмашăну ĕçне хром микроэлемент та хутшăнать. Вăл углеводсен ылмашăнăвĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Хромпа пулă, пĕвер, кăшман, тасатман кĕрпе пуян.

♦Çывăрнă вăхăтра клеткăсен пĕтĕм тытăмĕ тата япаласен ылмашăнăвне йĕркелекен гормонсен синтезĕ çĕнелеççĕ. Кунне 6-8 сехетрен кая мар çывăрмалла.

♦Уçă сывлăшра час-часах пулни те япаласен ылмашăнăвне паха витĕм кÿрет. Çу тĕртĕмĕ кислород пур чухне лайăхрах арканни паллă. Унсăр пуçне япаласен ылмашăнăвне хăвăртлатма тата кĕлетке виçине чакарма лайăх кăмăл пулăшнине тĕпчесе пĕлнĕ. Çакна шута илмеллех!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.