Январь уйăхĕнчи пенсисене - маларах
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - январь уйăхĕнчи пенсисене почтăн тата Перекет банкĕн уяв тата кану вăхăтĕнчи ĕç йĕркине тĕпе хурса çак кунсенче валеçеççĕ:
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ пенси тÿлемелли укçана банксене 2014 çулхи декабрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче куçарнă, çав шутра РФ Перекет банкне 2015 çулхи январь уйăхĕн 3-15-мĕшĕсемшĕн, ытти банка - январь уйăхĕшĕн пĕтĕмпех. Пенсионерсен счечĕ çине вĕсене тепĕр куннех çитернĕ.
Чăваш Республикинчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче январь уйăхĕнчи пенсисене çак графикпа валеçеççĕ:
почта çыхăнăвĕн ялти уйрăмĕсенче:
январь уйăхĕн 3-мĕшĕнче - январь уйăхĕн 3, 4 тата 5-мĕшĕсемшĕн;
январь уйăхĕн 6-мĕшĕнче - январь уйăхĕн 6 тата 7-мĕшĕсемшĕн;
январь уйăхĕн 8-мĕшĕнче - январь уйăхĕн 8 тата 9-мĕшĕсемшĕн;
январь уйăхĕн 9-мĕшĕнче - январь уйăхĕн 9 тата 10-мĕшĕсемшĕн;
январь уйăхĕн 10-мĕшĕнче - январь уйăхĕн 10, 11 тата 12-мĕшĕсемшĕн;
январь уйăхĕн 13-мĕшĕнчен - яланхи графикпа;
почта çыхăнăвĕн хулари уйрăмĕсенче:
январь уйăхĕн 3-мĕшĕнче - январь уйăхĕн 3 тата 4-мĕшĕсемшĕн;
январь уйăхĕн 5-мĕшĕнче - январь уйăхĕн 5 тата 6-мĕшĕсемшĕн;
январь уйăхĕн 6-мĕшĕнче - январь уйăхĕн 6 тата 7-мĕшĕсемшĕн;
январь уйăхĕн 8-мĕшĕнче - январь уйăхĕн 8 тата 9-мĕшĕсемшĕн;
январь уйăхĕн 9-мĕшĕнче - январь уйăхĕн 9 тата 10-мĕшĕсемшĕн;
январь уйăхĕн 10-мĕшĕнче - январь уйăхĕн 10 тата 11-мĕшĕсемшĕн;
январь уйăхĕн 12-мĕшĕнчен - яланхи графикпа.
Комментари хушас