Ялта клуб çĕкленет, анчах кая юлса...

22 Авăн, 2017

ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Ял тăрăхĕсенче культурăпа кану учрежденийĕсен сетьне аталантармалли мерăсем çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн 2016-2018 çулсенче пирĕн республикăри чылай ялта çĕнĕ клубсем тумалла. Вĕсем нумай функциллĕ центр евĕр пулма тивĕç: хальхи йышши керменте куракансен залĕ, кружок ирттермелли пÿлĕмсем тата библиотека вырнаçĕç. Пĕлтĕр Чăваш Енре виçĕ çĕнĕ клуб хута кайрĕ: культура çурчĕсем Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче, Елчĕк тăрăхĕнчи Тускелте тата Çĕрпÿ районĕнчи Михайловкăра ĕçлеме пуçларĕç.

ЧР культура министрĕн заместителĕ Анатолий Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх — ял тăрăхĕсенче клубсем тумалли проектсен конкурсне кăрлач уйăхĕнче пĕтĕмлетнĕ. «Ку конкурсра кăçал Тăвай, Канаш, Патăрьел тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен администрацийĕсем çĕнтерчĕç. Строительство проекчĕсене пурнăçламашкăн республика тата вырăнти бюджетсенчен 43,9 миллион тенкĕ уйăрма пăхса хунă. Вырăнти ял тăрăхĕсем аукционсем ирттерсе подрядчиксене палăртнă. Строительсем ĕçе пуçăннă. Об˜ектсене вăхăтра вĕçлеме шантараççĕ», — терĕ Анатолий Валерьевич.

Строительство об˜екчĕсенче ĕç-пуç еплерех пынине эпир те тĕпчерĕмĕр. Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипечсене пуринчен ытларах ăннă: унта шкул мастерскойĕ пулнă çурта çĕнетсе клуб тăваççĕ. «Пирĕн патра ĕç вĕçленсе пырать. Клуб территорине хăтлăлатса сĕтел-пуканпа оборудовани туянмалли кăна юлнă», — пĕлтерчĕ Канаш райадминистрацийĕн культура секторĕн пуçлăхĕ Вероника Павлова. Вăл каланă тăрăх — строительсем ĕçе вăхăтра пуçăннă, контрактра палăртнă кун тĕлне об˜екта хута ямалла. Ял клубĕн унчченхи çурчĕ кивелсе юхăннă. Çĕнĕ керменте 108 çын вырнаçмалли зал тата библиотека пулĕ.

Анатолий Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх — Тăвайпа Патăрьел районĕсенчи клубсене тăвасси кая юлса пырать. «Строительство об˜екчĕсенче çурт никĕсне тата шывпа канализаци пăрăхĕсене хунă, çурт стенисене тăвас ĕçе пуçăннă. Подрядчиксене çурла уйăхĕнче кăна тупнă. Аукционсене çу уйăхĕсенчех ирттернĕ, анчах вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене ФАСăн республикăри управленийĕ пăрахăçланă», — терĕ Анатолий Валерьевич.

Патăрьел тăрăхĕнчи Ыхраçыр- минчи клуб 150 çын вырнаçмалăх пулĕ. «Клуб пулнă çурта 1974 çулта тунă. Ăна сÿтсе тăкнă, ун вырăнне çĕнни тăваççĕ. Строительсем ĕçе авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче пуçăнчĕç, нумаях пулмасть çурт никĕсне хурса пĕтерчĕç. Ĕçе раштав уйăхĕн 12-мĕшĕччен вĕçлемелле. Вĕсен ĕçне тĕрĕслесех тăратпăр», — терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Фениль Алиуллов.

Тăвай районĕнчи Чутей ялĕнчи клуба та авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче тума тытăннă. «Паянхи кун тĕлне клуб никĕсне янă. Кирпĕч илсе килнĕ. Çывăх вăхăтрах стена хăпартма тытăнĕç. Унччен клуб пулнă çурт паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерместчĕ. 1976 çулта тунăскер ишĕлме те тытăннăччĕ», — пĕлтерчĕ Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Валентина Куприянова. Чутейри клуба та раштав уйăхĕччен туса пĕтермелле.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Шулю ялĕнчи клуба тăвас енĕпе лару-тăру çăмăл маррине ЧР Правительство çуртĕнче çак тунтикун иртнĕ канашлура та асăннă. Сергей Артамонов вице-премьер пĕлтернĕ тăрăх — клуба чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕччен туса пĕтермелле, анчах паянхи кун унта çĕр ĕçĕсене кăна пурнăçланă тата çурт никĕсне йĕркене кĕртме тытăннă çеç. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.