Йăлăмра çитес шăмат кун хыр лартĕç

Йывăç лартмалли Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнса Чăваш Енре паян йывăç лартма палăртса хунăччĕ. Анчах ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчи асар-писер çил-тăман хыççăн ырă çак ĕçе каярах вăхăта куçарма йышăннă.

Чăваш Енĕн Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх, акцие ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче ирттерĕç. 2010 çулхи вăрман пушарĕнче шар курнă вырăнсене çав кун йышпа тухса йывăç лартĕç. Акцие Чăваш Енри министерствăсемпе ведомствăсенче, предприяти-организацисенче ĕçлекенсем, экологи юхăмĕсен хастарĕсем, волонтерсем, çамрăксем хутшăнĕç. Вĕсем Йăлăмри Северный поселокра ирхи тăхăр сехете пуçтарăнĕç. Акцие йĕркелекенсем йывăс лартакансене кирлĕ инвентарьпе тата хунавпа тивĕçтерĕç.

  • Йывăç лартмалли акцие Вăрман хуçалăхĕн федераци агентстви йĕркелет. Кăçалхипе вăл çиччĕмĕш хут иртет. Акцие хутшăнса Чăваш Енре 170 гектар лаптăка йывăç лартма палăртнă. Унсăр пуçне çав кунах тавралăха тирпейлĕç.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА. cap.ru сайтри сăнÿкерчĕк

Комментари хушас