Йăлăмра çитес шăмат кун хыр лартĕç
Йывăç лартмалли Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнса Чăваш Енре паян йывăç лартма палăртса хунăччĕ. Анчах ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчи асар-писер çил-тăман хыççăн ырă çак ĕçе каярах вăхăта куçарма йышăннă.
Чăваш Енĕн Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх, акцие ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче ирттерĕç. 2010 çулхи вăрман пушарĕнче шар курнă вырăнсене çав кун йышпа тухса йывăç лартĕç. Акцие Чăваш Енри министерствăсемпе ведомствăсенче, предприяти-организацисенче ĕçлекенсем, экологи юхăмĕсен хастарĕсем, волонтерсем, çамрăксем хутшăнĕç. Вĕсем Йăлăмри Северный поселокра ирхи тăхăр сехете пуçтарăнĕç. Акцие йĕркелекенсем йывăс лартакансене кирлĕ инвентарьпе тата хунавпа тивĕçтерĕç.
- Йывăç лартмалли акцие Вăрман хуçалăхĕн федераци агентстви йĕркелет. Кăçалхипе вăл çиччĕмĕш хут иртет. Акцие хутшăнса Чăваш Енре 170 гектар лаптăка йывăç лартма палăртнă. Унсăр пуçне çав кунах тавралăха тирпейлĕç.
Комментировать