Ял-йыш уявра савăнчĕ

9 Авăн, 2014

Тăван тăрăхăмăр историне тишкерсессĕн, унăн "тымарĕ" 18-мĕш ĕмĕртен аталанма пуçланнине куратăн. Çавăн чухне кунта чăтлăх вăрман кашланă. Çĕр улпучĕсен асапне чăтаймасăр çĕр хресченĕ унта хÿтлĕх шыранă. Çавăн пеккисенчен пĕри çурт лартнă. Каярахпа ыттисем майĕпен куçса килсе тĕпленнĕ. Малтанлăха ăна Вонпÿкасси теме тытăннă. "Вон пÿ" сăмах вунă община ертÿçи тенине пĕлтерет. Ун чухне ял шăпах çавăн чухлĕ пайран тăнă: Вачалкасси, Пайтирек, Вăрманкас, Опиккасси, Уйкас, Хĕрлĕ çыр, Аначкасси, Алькеш, Çырмапуç, Чăрăшкасси. 200 çул каялла Алькешре пĕтĕмпе те 20 хуçалăх шутланнă, халĕ - 100 ытла. Яла шурлăх икĕ урама уйăрнă. Урамăн пĕр вĕçĕнче чиркÿ вырнаçнă.

Алькеш ялĕ хăйĕн мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕпе чăннипех мухтанма пултарать. Сăмахран, кунта Николай Айзман писатель-драматург, артист тата режиссер çуралнă, чăваш тĕррин "Паха тĕрĕ" артелĕ ĕçленĕ. Унăн ĕçĕсене Европăри, Азири, Америкăри 67 çĕр-шывра кăтартнă.

Алькеш ялĕн историйĕ çулсерен пуянланса пынă. Паян тăван тăрăхĕн сумне РСФСР тава тивĕçлĕ строителĕ Людмила Васильева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, Шупашкар районĕн хисеплĕ гражданинĕ Петр Владимиров, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Валентина Харитонова тата ыттисем çĕклеççĕ.

Ял хастарĕсен пуçарулăхĕпе Алькеш хальтерех хăнасене кĕрекене пухнă. Аякрисем те çула кĕскетсе çуралнă кĕтесе çитнĕ. Ял историйĕнче палăрнисене, унăн шăпишĕн тăрăшакан хастарсене, ят-сум çĕнсе илнисене чысланă. Вĕсене сцена ăстисем юрă-кĕвĕпе хавхалантарнă.

 

Михаил МАТВЕЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.