Михаил МАТВЕЕВ

9 Авăн, 2014

Ял-йыш уявра савăнчĕ

Тăван тăрăхăмăр историне тишкерсессĕн, унăн "тымарĕ" 18-мĕш ĕмĕртен аталанма пуçланнине куратăн. Çавăн чухне кунта чăтлăх вăрман кашланă. Çĕр улпучĕсен асапне чăтаймасăр çĕр хресченĕ унта хÿтлĕх шыранă. Çавăн пеккисенчен пĕри çурт лартнă. Каярахпа ыттисем майĕпен куçса килсе тĕпленнĕ.