Ял спортсменĕсене ăнăçу сунар

1 Çурла, 2018

Çурла уйăхĕн 2-7-мĕшĕсенче Курск облаçĕнче çуллахи XII ял спорт вăййисен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕ иртет. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Курск пĕккинчи çапăçусенче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халаллаççĕ.

Ăмăртăва çĕршывăн 67 регионĕнчен 2000 ытла çĕр ĕçченĕ хутшăнать. Вĕсен йышĕнчех — Чăваш Енрен те. Республикăн пĕрлештернĕ командинче пурĕ 40 çын ытла. Команда представителĕ, тĕнче спорт мастерĕ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Олег Андреев пĕлтернĕ тăрăх, баскетболла выляссипе, мас-рестлинг турнирĕнче, çемье эстафетинче тата çăмăл атлетика енĕпе республика чысне Шупашкар районĕн спортсменĕсем хÿтĕлеççĕ. Пĕрлештернĕ командăра çавăн пекех Етĕрне, Комсомольски, Муркаш, Йĕпреç тата Патăрьел районĕн спортсменĕсемпе физкультурникĕсем те пур. Чăваш Енри ял спортсменĕсем çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ комплекслă мероприятире çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа яланах пĕрремĕш теçеткери вырăна йышăннă. Эппин ентешсене ăнăçу сунмалли çеç юлать.

 

Рубрика: 

Комментари хушас