Ял шăпишĕн пăшăрханаççĕ

9 Чÿк, 2017

Илемлĕ те хăтлă вырăнта кашнинех пурăнас килет. Анчах пĕрисем ямăттине кĕтеççĕ, теприсем тытаççĕ те хăйсемех ĕмĕте пурнăçа кĕртеççĕ. Çавăн пек хастар та çамрăк çемьесем Вăрнар районĕнчи Хура Çырма ялĕнче те пур. Вĕсемпе паллашасси урамра илĕртÿллĕ кÿлепесене курнинчен пуçланчĕ. Машина кустăрмисенчен мĕн кăна касса кăларман пулĕ? Мультфильмри сăнарсем кĕрхи ăмăр çанталăка та сăн кĕртеççĕ, хăйĕн патне туртаççĕ.

Урапаран — кÿлепесем

Ача-пăча лапамне йĕркелес шухăш Алина Ивановăн çуралнă. Малтанах вăл кил картишĕнче тĕрлĕ кÿлепе ăсталаса лартнă. Кайран кÿршипе Татьяна Евдокимовăпа пĕрле канашланă та урама илем кÿме тĕв тытнă. Паллах, кунта арçын алли кирлех. Хĕрарăмсен пуçарăвне упăшкисем сивлемен, хаваспах пулăшнă. Кĕçех урамра «Смешарики» мультфильмри персонажсем — Крош, Нюша, Бараш, Ежик — «пурăнма тытăннă». Ку ĕç 2014 çулта çулла пуçланнă май Олимп Упи те лапамра вырăн тупнă. Хÿме, ярăнтаркăч, шуçса анмалли тăвайкки, турниксем «ÿссе» ларнă. Çамрăксем лапама кустăрмасенчен карта тытса çавăрнă. Кунта ĕç вĕресе тăнă, ялĕпех нимене хут-шăннă. Ял тăрăх администраци пуçлăхĕ 3 машина хăйăр кÿрсе килме пулăшнă.

Кăçал çулла лапам улшăннă, çĕнĕ сăнарсемпе пуянланнă. «Виçĕ çулта теттесем тĕссĕрленчĕç, сăрăсем хăпăнчĕç. Эпир ăна çĕнетме шухăшларăмăр. 300-шер тенкĕ укçа пухрăмăр, хăшĕ-пĕри сăрă туянчĕ. «Мана кирлĕ мар, памастăп», — текен пулмарĕ. 70-тен иртнĕ Варвара Иванова ĕçлеме те килчĕ. Ун патĕнче мăнукĕсем каникулта канаççĕ-çке. Çулла каç кÿлĕм кăна пуçтарăнтăмăр, тĕттĕмленсен тин салантăмăр. Икĕ эрнене иртрĕ çапла», — каласа кăтартрĕç Алина Ивановăпа Светлана Сипатрова. Кăçал тавралăха Микки Маус, Миньонсем, Патша майри Шапа, Совунья, Копатыч, уярсем илемлетеççĕ. Халĕ ял-йыш чуччу пирки ĕмĕтленет.

Александр Петров предприниматель лапама пуянлатма нумай пулăшнă. Вăлах урапасем, тăвайкки, турниксем кÿрсе килнĕ. «Эпир урапасене иккĕмĕш пурнăç парнеленине кура çынсем те илсе килме тытăнчĕç. Халĕ пирĕн çитес çул валли те саппас пур», — теççĕ хастарсем.

Ялти çамрăк çемьесем — Ивановсем, Сипатровсем, Сергеевсем, Евдокимовсем — туслă пурăнаççĕ. Алинăпа Владимир Ивановсем 3 ывăл çитĕнтереççĕ. Данил, Давид, Дима ят панă вĕсене. Çавнашкал хастарсем пуррипех ял пурăнать ĕнтĕ.

Клуб хупăнать

«Ялта пурăнас килет. Анчах условисем, ĕç çукки кансĕрлет. Ялти клуба хупасси пирки пĕлтерчĕç, заведующи штатне кĕскетесси пирки уведомлени панă. Пирĕн ял çыннисем клуба хуптарасшăн мар. Анчах пирĕн шухăша ыйтмарĕç, пуху ирттермерĕç. Клуб — халăх çÿрекен вырăн. Мĕнле-ха ăна çынсемпе канашламасăрах хупма пулать?» — терĕ Марина Кондратьева.

Клуба кайсах куртăмăр, вăл уçăччĕ. Çурчĕ кивĕ пулин те, 80 çул каялла хăпартнăскер, тултан та, шалтан та илемлĕ курăнать. Кăвак сăрăпа сăрланă стенасем те тĕссĕрленмен. Клуб ертÿçи лайăх пăхса тăнинчен килет ĕнтĕ ку. Çынсем кунта тăтăшах мероприяти иртнине пĕлтерчĕç. «Эпир клуба сыхласа хăварас тесе пулăшу ыйтса пĕр депутат патне çыру çыртăмăр, унта 25 çын алă пусрĕ. Анчах пире хамăрах вăрçрĕç: «Шалăп çырма пĕлетĕр», — терĕç. Хамăра хÿтĕлеме юрамасть-ши вара? Ачасен пушă вăхăта ирттерме ăçта каймалла, çамрăксен ăçта канмалла? Кунта вĕсене Светлана Сипатрова заведующи тĕрлĕ ĕçпе кăсăклантаратчĕ. Хамăр та кашни уява ирттерме хаваспах клуба утаттăмăр», — терĕç Хура Çырмасем.

«Пирĕн ялта кĕçĕн классен шкулĕ пурччĕ тахçан. Юрĕ-ха, халĕ ачасене автобуспа турттараççĕ те ку ыйту пăшăрхантармасть. ФАП вара малтанхи пек кашни кун ĕçлемест. Фельдшер çуккипе район больницинчен тухтăр уйăхра пĕр икĕ хутчен кăна килсе кайни пире çырлахтармасть. Кирек хăш вăхăтра та чирлесси пулать е укол тумалла. Пире питĕ кансĕр халĕ», — пăшăрханчĕç ял çыннисем.

Укçа уйăрмĕç

Çакнашкал илемлĕ клуба хупма питĕ шел-çке, газ кĕртнĕ унта, юнашарах асфальт çул иртет. Пĕрре культура вучахне сÿнтерсен çĕнĕрен чĕртесси иккĕленÿллĕ. Эпир ку ыйтупа районти клубсен ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пыракан учрежденин директорĕпе Светлана Журавлевăпа çыхăнтă-мăр. Хура Çырмара мĕн пулса иртнине вăл çапла ăнлантарчĕ. «Пирĕн районта çак çул пуçламăшĕ тĕлне 58 клубчĕ. Клуб тата унти ĕçченсен йышĕпе пирĕн пекки республикăра та çук. Çулталăк вĕçне 41 юлмалла. Хăй вăхăтĕнче, 2014 çулта республикăра пур районта та культура тытăмĕнче оптимизаци пынă чухне, эпир пĕр штат та кĕскетмен, пĕр клуб та хупман. 1000 çын пурăнакан вырăнта 1 клуб хăвармалла. Авариллĕ, газ кĕртмен пĕчĕк клубсем пирĕн тытăмран тухса ÿкеççĕ. Культура çурчĕсем ял тăрăх администрацийĕн балансĕ çинче, çавăнпа та вĕсемпе мĕнле усă курассине вăл татса парать. Хура Çырмари клуба «хупăнать» темелле мар. Ăна концерт лапамĕ евĕр сыхласа хăварма сĕнтĕмĕр. Кÿстÿмĕрти культура çурчĕн ĕçченĕсем унта уявсем ирттерме килĕç. Пуху чухне те клуба уçма пулать. Шанчăк староста, ялти хастарсем çинче. Клуба уçас, хупас, йĕркелĕхре тытас яваплăха вĕсем хăйсем çине илме сĕнетпĕр. Бюджетра Хура Çырмари клубра штат тытса тăмашкăн укçа пăхса хăварман», — терĕ Светлана Николаевна.

Ял тăрăх администрацийĕ те клуба хупассине хирĕç, мĕншĕн тесен вăл хуçасăр юхăнĕ. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.