Ял хуçалăхĕпе тăван тăрăхĕн аталанăвĕшĕн тăрăшать

«Çынна ĕç мухтава кăларать», — тенĕ ватăсем. Акă Елчĕк районĕнчи «Эмметево» тулли мар яваплă общество директорĕ Юрий Лапшин та яланах ĕçе юратнипе, ăна тĕплĕн пурнăçланипе палăрса тăрать. Çакăншăн ăна ял-йыш та хисеплет, район ертÿçисем те шанаççĕ. Опытлă та пуçаруллă директор хуçалăха пĕлсе ертсе пынăранах ĕнтĕ «Эмметево» республикăри АПКн чи лайăх 100 предприятийĕ шутĕнче, вăл «Агро-100» клубăн рейтингĕнче кăтартусене çулсеренех лайăхлатать.

Тĕрĕс йышăнусем тума пултарнăран

Юрий Михайлович каланă тăрăх — вăл шăпах Елчĕк райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин сĕннипе 13 çул каялла панкрута тухас патне çитнĕ «Восход» хуçалăх председателĕ пулма килĕшнĕ. Район ертÿçи йывăр çак лару-тăрăва Юрий Лапшин çĕнтерме пултарассине ăнланнă паллах: вăл маларах ку колхозра зоотехникра, ферма ертÿçинче ĕçленĕ-çке. Патăрьелти професси училищин ветеринари уйрăмĕнче, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн /халĕ академи/ зооинже-нери факультетĕнче вĕреннĕскерĕн шухăшлавĕ анлă пулнине, вăл тĕрĕс йышăнусем тума пултарнине те шута илнĕ ĕнтĕ.

«Ывăлсемпе канашларăмăр та — 2005 çулта «Эмметево» общество йĕркелерĕмĕр. 2006 çулта район пуçлăхĕ сĕннипех Çирĕклĕ Шăхальти «Дружба» колхоза — унти лару- тăру та йывăрччĕ — пирĕн хуçалăхпа пĕрлештерчĕç. Çапла икĕ ялпа ĕçлеме пуçларăмăр. Чи малтан кунта сăвакан 3 ĕне çеçчĕ, паянхи кун вара — 180. Мăйракаллă шултра выльăхăн пĕтĕмĕшле шучĕ — 750 пуç. Сăваканнисен шутне çывăх вăхăтрах 250 пуçа çитересшĕн. Çак тĕллевпех 400 пуç вырнаçмалăх выльăх-чĕрлĕх комплексĕ тăвасшăн. Пĕр витине, 200 ĕне вырнаçаканнине, кăçалах хута ярасшăн. Тахçан колхозăн сысна вити пулнăскерĕн, юхăнма пуçланăскерĕн, тăррине ывăлсем витсе пачĕç. Хăвăрах куртăр ĕнтĕ: ку фермăна реконструкцилес ĕçе вĕçлесе пыратпăр. Кунта пăруламалли уйрăм пулĕ, пушмак пăрусене тÿрех çакăнта кĕртсе ярăпăр. Ку комплексрах ĕне сăвакан зал та пулĕ, сĕт пăрăхĕпе çĕнĕ йышши холодильник те вырнаçтарăпăр. Пĕтĕмлетсе каласан, ĕçе тĕнче шайĕнчи технологисемпе килĕшÿллĕн йĕркелĕпĕр. Тепĕр витене 2018 çулта хута яма планлатпăр», — каласа кăтартрĕ Юрий Лапшин.

Çапла, ертÿçĕ тилхепине Юрий Лапшина шанса парса район пуçлăхĕсем пĕрре те йăнăшман. Ĕçлеме юратни /Юрий Михайлович каланă тăрăх — вăл ирхи 3 сехетре тăрать те тÿрех фермăсене çул тытать/, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла ăнтăлни хуçалăха ÿсĕм çулĕ çине кăларма май панă та. Тата — çывăх çыннисем юнашар пулни, хавхалантарса та пулăшса пыни. Акă Юрий Михайловичăн мăшăрĕ Августина Константиновна, 30 ытла çул потребкоопераци тытăмĕнче вăй хунăскер, упăшки хуçалăх ертÿçин должноçне йышăннăранпа пĕрле ĕçлет — директорăн финанс енĕпе тăрăшакан çумĕ вăл. Ытти ĕçе те куçран вĕçертмест. «Командир пекех вăл», — ăшшăн пĕлтерчĕ ертÿçĕ автомашинăпа çăмăллăнах çÿрекен мăшăрĕ еннелле пăхса. Вĕсен кĕçĕн ывăлĕ Александр — директорăн хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ. Ашшĕпе амăшне çавăн пекех аслă ывăлĕ Алексей та /«Эльбрус» компанисен ушкăнĕн директорĕсен канашĕн председателĕ/, вăталăххи Андрей та /«Канмаш» агрофирмăн генеральнăй директорĕ/ май килнĕ таран пулăшаççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан — Лапшинсем пĕтĕм ĕçе пĕр-пĕринпе канашласа тăваççĕ. Малалла вулас...

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн укерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.