Ял çыннисем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелет

15 Авăн, 2017

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртесси патшалăх шайĕнчи пысăк тĕллев пулнине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тăтăшах палăртать. ЧР Патшалăх Канашне кăçал янă Çырура та вăл çак ыйтăва хускатрĕ, ку енĕпе республикăра сахал мар ĕç тунине палăртрĕ. Канаш районĕнчи чылай вăхăт усă курман тата пушă выртакан çĕрсене çаврăнăша кĕртес енĕпе «Канмаш» агрофирма» тулли мар яваплă общество питĕ пуçаруллă ĕçлет.

Тырă нумайрах туса илме вĕренмелле

Ку агрофирма 2011 çулхи çулла йĕркеленнĕ, çав çулах Вăтапуç ял тăрăхĕнчи 550 гектар çĕрпе усă курма пуçланă. Паянхи кун вара пĕтĕмĕшле лаптăк — 3070 гектар. Пĕтĕмпе 6 ял тăрăхĕнчи çĕрсене тара илнĕ. Паллах, чылай çул усă курманскерсене йывăç-тĕмпе хыт хураран тасатма çăмăлах мар. Çĕр лаптăкĕсене çаврăнăша кĕртмешкĕн хăватлă техника туяннă: «Биллер 305», «Джон Дир» тракторсем тата çакăн пекех сеялка, тырă пухса кĕртмелли хальхи йышши виçĕ комбайн, культиваторсем, дискаторсем, тата ытти агрегат. «Тĕллев — хамăр усă куракан çĕрсен лаптăкне 5 пин гектара çитересси», — тет «Канмаш» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Андрей Лапшин, Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕскер.

«Канмаш» тĕпрен илсен пĕрчĕллĕ культурăсем туса илет: кĕрхисем — 550, çурхисем 1450 гектар. «Кĕрхисене пухса кĕртрĕмĕр. Вăтам тухăç 1 гектартан — 30 центнер. Çурхисене — тулăпа урпана — вырса-çапса пĕтереймерĕмĕр-ха. Тырă йĕпе пулнăран ăна типĕтсе кĕртетпĕр: кунне 50-60 тонна таран. Халĕ кĕрхи тулă акатпăр. Кĕрхисен лаптăкне 1 пин гектара çитересшĕн», — лару-тăрупа паллаштарчĕ обществăн ĕç тăвакан директорĕ Валерий Лапшин. Вăл кăçал çанталăк чарса тăнăран вырма та, кĕрхисене акасси те ытти çултинчен кая юлса пынине пăшăрханса пĕлтерчĕ. Йĕпе-сапана пула клейковина сахалли, çавăнпа тырă хакĕ пĕчĕкки çинче те чарăнса тăчĕ.

Çапах «Канмаш» агрофирмăн ертÿçисем йывăрлăхсенчен хăрамаççĕ. «Пирĕн тырă нумайрах туса илме вĕренмелле. Халĕ ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене патшалăх çителĕклĕ пулăшать: вăрлăх туянма та, гектарсемшĕн те субсиди парать, ытти енĕпе те тĕрев кÿрет», — калаçăва тăсрĕ Андрей Юриевич.

Хуçалăх сортсене çĕнетсех пырать. Акă нумаях пулмасть Чĕмпĕрти ял хуçалăх ăслăлăх-тĕпчев институтĕнчен 25 тонна «Марафон» элита вăрлăх илсе килнĕ. Кăçал тырă тасатмалли тата типĕтмелли комплекса туса пĕтерсе хута ярасшăн /сăмах май, ку Канаш районĕнче кăçал пурнăçлама палăртнă инвестици проекчĕсенчен пĕри/. Çывăх вăхăтри тĕллевсем пирки пĕлтернĕ май генеральнăй директор мини-элеватор тума, çĕнĕ тепĕр комбайн тата прицеплă КамАЗ туянма палăртнине систерчĕ.

Хĕвел çаврăнăш пысăк тухăç парать

Пушă выртакан çĕрсене çаврăнăша кĕртнипе пĕрлех «Канмаш» агрофирма ял çыннисем валли ĕç вырăнĕсем те йĕркелет. Унта 12 çын вăй хурать. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче, тĕслĕхрен, вырмара, ака-сухара, вĕсен шучĕ 30-а та çитет. Хуçалăх ертÿçи çирĕплетнĕ тăрăх — тăрăшуллисем Мускава «шапаша» çÿрекенсенчен те ытларах шалу илме пултараççĕ. Вăл «Канмашра» тĕпрен илсен çамрăксем ĕçленине палăртрĕ, 71 çулти Михаил Петров комбайнерсăр пуçне. «Килте мĕн туса ларас? Кунта çамрăксемпе ĕçлесе хам та çамрăкланатăп. «Канмаш» ертÿçисем килсех çÿреççĕ, пире хавхалантарсах тăраççĕ», — пĕлтерчĕ 1965 çултанпа ял хуçалăх тытăмĕнче тăрăшакан Михаил Петрович.

Андрей Лапшин уйсене кашни кунах пăхса çаврăнать, вĕсем пĕр-пĕринчен инçе, 25 çухрăм аяккарах, пулнине те пăхмасть. Хирте ĕçлекенсене кунне икĕ хут апат çитереççĕ. Çак тĕллевпех агрофирма çуршар гектар çĕр улми, купăста, кишĕр, сухан лартса ÿстерет. Хăйсен столовăй та пур.

Агрофирма кăçал пĕрремĕш хут 250 гектар хĕвел çаврăнăш акнă. «Икĕ тĕрлĕ сорт — «Сингента» тата «Саратовская сахарная» — акрăмăр. Иккĕмĕшĕ хăвăртрах пулса çитрĕ. «Сингента» сортăн лаптăкĕсем те куçа савăнтараççĕ: вĕсем пĕрешкел. Йăлтах йĕркеллех пулсан юпа уйăхĕн çурринче е вĕçĕнче пухса кĕртме пуçлăпăр ăна. Ун валли ятарлă жатка туянтăмăр. Хĕвел çаврăнăшне Хусанти çу хатĕрлекен завода е Шăхасантине ăсатăпăр. Туянас кăмăллисем калаçса татăлас тĕллевпе халех килме пуçларĕç», — хĕвел çаврăнăш лаптăкĕсене кăтартнă май калаçрĕ Андрей Лапшин. Хĕвел çаврăнăш вăррисене хамăр та шĕкĕлчесе пăхрăмăр та — вĕсем лайăх пулса çитнине курса ĕнентĕмĕр.

Специалистсем палăртнă тăрăх — хальхи вăхăтра хĕвел çаврăнăш акса çитĕнтересси ÿсен-тăран отраслĕнче чи тупăшлисенчен пĕри пулса тăрать. Çак культурăн лайăх енĕ — вăл çĕре, çанталăк условийĕсене ытлашши тиркеменни. Çакна пулах ĕнтĕ ăна пирĕн çĕршывра çеç мар, тĕнчипех анлăн акса çитĕнтереççĕ.

Спорт та пĕлтерĕшлĕ

Андрей Лапшинăн ертÿçĕ опычĕ питĕ пысăк. Канашри финанспа экономика колледжне, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне пĕтернĕскер юлашки 10 çул ытла ĕнтĕ тĕрлĕ предприятире ертÿçĕ должноçĕсене пурнăçланă. «Канмаш» агрофирмăна туса хурсанах вăл унта шанчăклă команда пухнă. Мĕншĕн тесен командăпа ĕçлесен кирек мĕнле пысăк тĕллеве те пурнăçлама май килнине аван пĕлет.

Акă ĕç тăвакан директора Валерий Лапшинах илер. Вăл, Андрей Юриевич пекех, Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ. Иккĕмĕш сыпăкри тăвансем вĕсем. Валерий Николаевич ял хуçалăх вăрттăнлăхĕсене мĕн пĕчĕкрен пĕлсе ÿснĕ. Унăн амăшĕ Раиса Михайловна — ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ĕмĕр тăршшĕпех дояркăра ĕçленĕскере «Хисеп Палли» орденпа та наградăланă. Валерий Лапшин 1989 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне /халĕ академи/ пĕтернĕренпех çак тытăмра вăй хурать. Направленипе Чулхула облаçне ĕçлеме кайнăскер Чăваш Ене тăванĕсем чĕннипе таврăннă. «Канмашра» 5 çул тăрăшать, ертÿçе пĕтĕм ĕçе йĕркелесе пыма пулăшать. Валерий Николаевич хăйĕн тăванĕсене спорт енĕпе те ырă тĕслĕх кăтартнă темелле. Ялта чи малтисенчен пĕри спортпа туслашнă вăл: самбо енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, Чăваш Республикин чемпионĕн ятне темиçе хут та тивĕçнĕ. Унăн пĕртăванĕсем те спортра пысăк çитĕнÿсем тунă. Валерий Николаевичăн ăнăçăвĕсем унăн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕсене те хавхалантарнă. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.