Ял аталансан - шкул хупăнмасть

26 Çурла, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕнер пысăк йышпа Куславкка районĕнче пулчĕ. Ĕçлĕ тĕлпулăва Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Никандров, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Олимп чемпионки Елена Николаева, сумлă ытти хăна та хутшăнчĕ.

Михаил Игнатьев малтан Василий Семенов хресчен-фермер хуçалăхĕнче пулса курчĕ. Василий Николаевич хăйĕн ырă та пуçаруллă ĕçĕсемпе юлашки çулсенче çĕршыв таранах палăрчĕ. Çĕр лаптăкне çулсерен хушăнтарать, çĕнĕ обћектсем тăвать. 2200 тонна çĕрулми хĕл каçармалăх управа кăçалхи сентябрь-октябрь уйăхĕсенче хута яма хатĕрленет. Инвестици проекчĕ 14 млн тенке ларнă, тăкакăн 20 процентне патшалăх саплаштарать.

Хуçалăх кăçал 242 гектар çинче /пĕлтĕрхинчен 0,4% ытларах/ тĕрлĕ çимĕç туса илет. Вăл шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 48 /129,7%/, çĕрулми - 98 /163,3%/, пахчаçимĕç 56 гектар /107,7%/ йышăнаççĕ.

Çĕршыв, Европа шайĕнчи çĕ­­­нĕлĕхсене ĕçе кĕртни экономика кăтартăвĕсене лайăхлатма май парать. 2013 çулта ХФХ - 40537, 2014 çулта 52717 пин тенкĕлĕх /13%/ продукци туса илнĕ. Рабочисен ĕç укçи çулталăкра 82,7% ÿснĕ.

- Ял çыннисен пурнăçне манăн лайăхрах пĕлес килет. Çавăнпа районсем тăрăх çулçÿреве час-часах тухатăп. Халăхпа йĕтем çинче, фермăра е урăх ĕç вырăнĕнче те тĕл пулма тăрăшатăп. Паян акă - çĕрулми управĕнче. Василий Николаевич хуçалăхĕ аталанса-сарăлса пыни савăнтарать. Вăл питĕ тĕрĕс тăвать. Пахчаçимĕç, çĕрулми хĕл каçарма управсем хута ярать. Куславкка енче ялхуçалăх культурисем çуллен ытларах туса илеççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе те çине тăрсах ĕрчетесчĕ. Унран продукци туса илесси АПКра 40 е 50: таран йышăнма тивĕç, - терĕ Михаил Васильевич.

Василий Семенов хĕлле, çуркунне лавккара е пасарта пахчаçимĕç, çĕрулми сентре çине сахалрах тухнине палăртрĕ. Çавăнпах Василий Николаевич çине тăрсах управсем тăвать. Пĕрне - 1000 тонна, теприне 2200 тонна вырнаçать. В.Семеновăн ырă тĕслĕхĕ ытти фермера та çине тăрса вăй хума хавхалантартăр. Ытларахчĕ ун пек хастарсем!

РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, аграрин паллă ветеранĕ Александр Кушков, ыттисем те ялхуçалăх юлашки çулсенче палăрмаллах ăнăçлă атланнине, ку ĕçе республика Ертÿçи Михаил Игнатьев пысăк тÿпе хывнине каларĕç.

Унтан М.Игнатьев Тĕмшер шкул­не çул тытрĕ. Кунта вăл унччен те пулнă.

- Астăватăп: çурт çийĕ юхăннăччĕ, стловăйĕнче оборудовани пулман. Халĕ пурте йĕркеллĕ. Эпир сăмаха тытрăмăр. Пĕлÿ çуртне хăтлă тăвасчĕ тесе тăрăшнăшăн чи малтанах Роза Фăдорова директора, çавăн пекех ашшĕ-амăшне те тав тăватăп. Лайăх шкулта ача тăрăшса вĕренет, хăйне килĕшекен професси илсе çĕршыва юрăхлă çын пулма ĕмĕтленет, - терĕ Михаил Васильевич.

2014-2015 вĕренÿ çулĕнче шкулта 81 ача вĕреннĕ. Кĕçех 75 вĕренекен пĕлÿ пухма тытăнĕ. Пĕрремĕш класа 4 ялтан мĕнпурĕ те 6 ача çеç çÿрĕ. Çак цифрăсем М.Игнатьева шухăша ячĕç пулмалла.

- Тепĕр пилĕк çултан миçе ача вĕренĕ? - ыйтрĕ вăл.

Кĕтмен ыйту директора та шухăшлаттарчĕ.

- Çĕр те пиллĕк, - хуравларĕ Роза Федорова.

Михаил Васильевич тин çеç Василий Семенов паллă фермер хуçалăхĕнче пулни, Тĕмшер енче те çаврăнуллă та хастар предпринимательсем, фермерсем кирли çинчен каларĕ.

- Вара çамрăксем яла юлаççех, çĕнĕ çемьесем чăмăртанаççех. Ачасен йышĕ хушăнĕ. Ял аталансан - шкул хупăнмасть. Унсăрăн вĕренекенсен шучĕ çулсерен чакса пырсан хупăнма та пултарать, - терĕ республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Вĕрентекенсем малашне шкула ачасем ытларах çÿрессе шанаççĕ, пĕлÿ çуртне çине тăрсах çĕнетеççĕ. 2012 çулта çурт тăррине 2 млн тенкĕлĕх юсанă. 2013 çулта столовăй валли 800 пин тенкĕлĕх оборудовани туяннă. Кăçал спорт залне 1180 пин тенкĕлĕх тĕпрен çĕнетнĕ. Эпир пынă чухне ачасемпе ял çамрăкĕсем хĕрсех волейболла вылятчĕç. Хăтлă зал спорта юратакансемшĕн малашне те тунсăхламĕ.

Кунер шкулĕ те кăçал пĕрремĕш класа 9 ялтан 11 ачана çеç йышăнать. Пĕлтĕр 84 ача вĕреннĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче те йыш хушăнмасть. Кабинетсем пушанаççĕ. Вĕсемпе усă курас тĕллевпе ĕнер кĕçĕн çулхисен ушкăнне уçрĕç.

- Ачасем шкулта çирĕп те тарăн пĕлÿ илччĕр тесен вĕсемшĕн мĕн пĕчĕкрен тăрăшмалла, хăтлă садиксем туса памалла. Правительство пĕлÿ тытăмĕшĕн укçа шеллемест, бюджетăн виççĕмĕш пайне уйăрать, - пĕлтерчĕ Михаил Игнатьев. - Республикăра юлашки çулсенче 40 ытла ача сачĕ хута кайрĕ. Кунерте те шкул çумĕнче 25 ача валли ушкăн уçăлчĕ.

Ялсенче ача сачĕ, шкул хăтлăланса-çĕнелсе пыни малашлăх пуррине пĕлтерет. Апла пулсан вăл аталанса ача сассисемпе тулас шанчăк пур.

Валентин ГРИГОРЬЕВ