Алтайри тĕлпулусем

30 Ака, 2015

Официаллă визитпа Алтай крайне кайнă май апрелĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Барнаулта «Сăрт-ту аптеки» музейре тата крайăн клиника больницинче пулнă.

Асăннă аптека 18-мĕш ĕмĕртех, Акинфий Демидов завочĕсем ĕçленĕ вăхăтра, уçăлнă. Унăн çурчĕ федераци пĕлтерĕшлĕ культура палăкĕ шутланать. 2012 çулта Алтай крайне йĕркеленĕренпе 75 çул çитнĕ тĕле музее реставрациленĕ. Кунта паян та авалхи рецептсемпе сиплĕ эмелсем хатĕрлеççĕ, çак искусствăна кăмăл пуррисене пурне те вĕрентме хатĕр.

Аптека çурчĕ Барнаулăн истори пайĕнче вырнаçнă, вăл туризмпа истори кластерĕн пĕр пайĕ шутланать. Çак проекта 2018 çулччен пурнăçламалла - хула, край тата федераци бюджечĕсенчен 16,2 млрд тенкĕ ытла уйăрма палăртнă. Михаил Игнатьев кластерсем финанспа ăс-хакăл капиталне пĕтĕçтерсе предприятисене, регионсене аталантармалли тухăçлă форма пулнине палăртнă.

Чăваш Республикинче те «Чăваш Ен этносĕ» туризмпа рекреаци кластерĕн проекчĕ пурнăçланать - 7 млрд ытла тенкĕлĕх. Унăн тытăмне Шупашкарти «Амазония» этнокомплекс, Шупашкар районĕнчи «Ясна» этно-экологи комплексĕн строительстви кĕрет. Чăваш культурин хăйнеевĕрлĕхне сăнарлакан этнографи зони, хăна çурчĕсем, музейсем тата ыт. те пулмалла. 2013-2014 çулсенче федераци бюджетĕнчен кластер валли республика бюджетне 305,1 млн тенкĕ субсиди панă. Проекта пурнăçлани регионăн туризм сферине хăвăрт аталантарма пулăшĕ.

Крайăн клиника больницинче Михаил Игнатьев сиплев учрежденийĕн уйрăмĕсемпе паллашнă. Кунта çуллен 30 пин ытла çын сипленет, 20 пин ытла операци тăваççĕ. Тĕрлĕ йышши медпулăшу кÿрекен больницăн 65 специалисчĕ ученăй степеньне илнĕ, çавна май сиплев ĕçĕнче медиксем наукăна, çĕнĕ йышши технологисене тĕпе хураççĕ.

А.ВОЛКОВ

 

Апрелĕн 29-мĕшĕнчех Барнаулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Алтай крайĕн кĕпĕрнаттăрĕн Александр Карлинăн ĕçлĕ тĕлпулăвĕ иртнĕ. Унта регионсем килĕштерсе ĕçлесси мĕнлерех аталанса пырассине сÿтсе явнă.

Александр Карлин Алтай крайĕпе Чăваш Ен хушшинчи тавар çаврăнăшĕ 500 млн яхăн тенкĕпе танлашнине, регионсем суту-илÿпе экономика, ăслăлăхпа техника тата гуманитари сферисенче вăрах вăхăтлăх партнер хутшăнăвĕсене йĕркеленине палăртнă. Тĕс-лĕхрен, «Алтай мотор завочĕ» АУО «Трактор завочĕсем» концерн йышне кĕрет, Шупашкарта кăларакан техника валли двигательсем хатĕрлет. Алтай крайĕн энергетикĕсене Чăваш Енри электротехника кластерĕн предприятийĕсен продукцийĕ питех те кирлĕ, çав вăхăтрах ЧР агропромышленноç комплексĕн организацийĕсем Алтай крайĕнче тырăпа комбикорм туянаççĕ.

А.Карлин çавăн пекех Алтай крайĕнче 140 наципе халăх пурăнни çинчен каласа кăтартнă. Столыпин реформисен тапхăрĕнче çак тăрăха çĕршер-çĕршер чăваш килсе тĕпленнĕ. Вĕсем паянхи кун та край территорийĕнче компактлă пурăнаççĕ, хăйсен тăван чĕлхипе культурине упраççĕ. «Алтай крайĕнче пурăнакан чăвашсем çĕре тата ун çинче ĕçлеме юратаççĕ. Сирĕн республикăра интереслĕ нумай проект пурнăçа кĕрет, сирĕн опытăрпа, уйрăммăн илсен пурăнмалли çурт-йĕр строительствинчипе, тĕплĕнрех паллашмалла», - тенĕ Алтай крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçтешне хăнасене тарават Алтай çĕрне килсе курма май туса панăшăн тав тунă. Вăл хăйĕнпе пĕрле Алтай крайне республикăри икĕ министрпа темиçе предприяти ертÿçи килнине пĕлтернĕ. Визит тĕллевĕ - тĕрлĕ сферăри чи лайăх управлени практикипе паллашасси, тивĕçлĕ хак парасси тата малашне унпа ăнăçлă усă курасси.

«Чăваш Енпе Алтай крайне çыхăнтараканни нумай, вĕсем икĕ регионшăн та ÿсĕм саманчĕсем пулма пултараççĕ. Пирĕн тĕлпулусем пĕр-пĕриншĕн усăллă çыхăнусене çирĕплетме тата ĕçтешлĕхе аталантарма çĕнĕ хăват хушасса шансах тăратăп. Эпир Алтай тăрăхне юрататпăр, сирĕнпе малашне те туслă тата ĕçлĕ çыхăнусем тытăпăр», - палăртнă Михаил Игнатьев.

Çав кунах Михаил Игнатьевпа Александр Карлин Алтайри В.С.Золотухин ячĕллĕ Çамрăксен театрне тата «Сибирь» концерт залне çитсе курнă.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби

 

Б.ФИЛАТОВ сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: