Йăхĕнче Сорбонна, Оксфорд профессорĕсем те пур

16 Пуш, 2018

Чăвашсене кăна мар, Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсене çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине уявлама Шупашкара унăн çывăх тăхăмĕ — Иван Яковлевичăн хĕрĕн мăнукĕ Лидия Некрасова — килнĕччĕ. 

Шупашкарти тĕлпулу

Лидия Дмитриевна йăхташĕсем патне мăнукне Леона илсе килнĕччĕ. Вĕсем Шупашкарта çав кунсенче иртнĕ тĕрлĕ мероприятие хутшăнчĕç. <...>Лидия Некрасова çавăн пекех Шупашкарта 9-мĕш пилĕк çуллăх тата Иван Яковлев проспекчĕсем хĕресленекен вырăнта Иван Яковлевăн палăкне уçма хутшăннăччĕ. Лидия Дмитриевна ун чухне журналистсене хăйĕн çинчен каласа кăтартма та вăхăт тупрĕ.

Вăл 1951 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче кун çути курнă. Ашшĕ — Яковлевăн хĕрĕн Лидия Ивановнăн кĕçĕн ывăлĕ Дмитрий. Лидия Ивановнăн мăшăрĕ — Алексей Дмитриевич Некрасов. Вăл — биологи профессорĕ, революциччен Мускав ял хуçалăх академийĕнче вĕрентнĕ. Каярах ăна Чулхулана ĕçлеме чĕннĕ. Унта биологи станцийĕ йĕркелеме хутшăннă, университетра вара пĕтĕмĕшле биологипе лекцисем вуланă. Алексей Дмитриевич çав вăхăтрах Мускав патшалăх университетĕнче те биологипе истори вĕрентнĕ. Лидия Ивановна ачисемпе Мускаврах пурăннă.

— Атте мĕн ачаранпах гуманитари ăслăлăхĕсемпе кăсăкланнă, анчах институтра инженер профессине алла илнĕ. Асаннене, куçаруçăра вăй хураканскере, «Америка шпионĕ» тесе айăпланă хыççăн аттен ют чĕлхесене вĕренесси пирки ĕмĕтленмелли кăна юлнă. Апла пулин те вăл «халăх тăшманĕ» ята тивĕçнĕ темиçе çемьене пулăшма мехел çитернĕ. Сăмахран, Игорь Фортунов биохимика репрессилесе Алма-Атана ссылкăна ăсатнă хыççăн вăл ун патне кайса килнĕ, посылкăсем ярса тăнă. Асаннен тантăшĕн Александра Долгополовăн хĕрне те ĕçрен ним сăлтавсăрах хăтарсан чылай вăхăт, 1937 çулта арестлесе тĕрмене хупичченех, укçа-тенкĕпе пулăшса тăнă. Атте Автомобиль промышленноçĕн патшалăх проект институтĕнче ĕçленĕ. Хăй вăхăтĕнче Тольяттири автомобиль завочĕн проектне хатĕрлеме хутшăннă. Кăмăлĕпе питĕ ырă çынччĕ, кирлĕ чухне кăмăлне хытарма та пултаратчĕ. Сăмахран, Берие ĕçрен хăтарсанах асаннен таса ятне тавăрма ыйтса хут çырса панă, — ашшĕ пирки çапла аса илнĕччĕ Лидия Дмитриевна.

Çемьери çирĕп йĕрке

Дмитрий Алексеевич Иван Яковлевича ас тунă-ши? Вăл, 1914 çулта çуралнăскер, кукашшĕ çĕре кĕнĕ вăхăтра вун улттăра пулнă. Лидия Дмитриевна хăйĕн ашшĕ Иван Яковлев çинчен каласа кăтартнине итлеме юратнă. Унăн сăмахĕсем тăрăх, Иван Яковлевич хаяр, çирĕп кăмăллă çын пулнă. Кил-йышра пурте хăнăхнă, яланах пурнăçласа пыракан йăла-йĕрке хуçаланнă: кукамăшĕпе кукашшĕ пурăнакан пÿлĕме шаккамасăр кĕме юраман. Каçхине яланах: «Ырă каç пултăр», кăнтăрла: «Ырă кун пултăр», — тесе ырă сунмалла пулнă.
Дмитрий Алексеевич 1971 çулта çĕре кĕнĕ. Ăна юлашки çула ăсатма институтра ĕçлекенсем пурте тухнă.

— Эпĕ Мускав патшалăх университечĕн истори факультечĕн искусствоведени факультетне пĕтернĕ, — хăй пирки каласа кăтартнăччĕ Лидия Дмитриевна. — Пĕр хушă Пушкин музейĕнче тата реконструкци музейĕнче вăй хутăм. Унтан ачасем — виçĕ хĕр — çуратса çитĕнтертĕм. Асли Надежда Некрасова-Макеева /унăн икĕ ача: Маргарита тата Леон/ ресторан бизнесĕ тытса пырать. Вăталăххи — Варвара Некрасова- Мартынова /ачисем Никита, Иван, Вероника/. Вăл — сусăр ачасен ыр кăмăллăх фончĕн ертÿçи. Кĕçĕнни — Полина Некрасова- Нифонтова — кадр енĕпе ĕçлекен менеджер. Унăн ывăл — Федор — çитĕнет. Хĕрĕмсем пур енĕпе те пуçаруллă, вĕсемшĕн питĕ савăнатăп.

Вутра та çунман…

Иван Яковлевăн çывăх çыннипе тĕл пулнă çулах, авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Лидия Некрасовăн Доватор урамĕнчи хваттерĕнче пушар тухнă. <...>

Çав документсене Лидия Дмитриевна Ульяновскри «Ленинăн тăван çĕршывĕ» музей-заповедникăн «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ. Яковлевăн хваттер-музейне» парнеленĕ. Яковлевăн тăхăмĕн экспоначĕсен хушшинче вăл хăйĕн аллипе вĕтĕ шăрçаран ăсталанă çухава та пур. Яковлевсен çемйинчи хĕрарăмсем, Иван Яковлевичăн мăшăрĕнчен Екатерина Алексеевнăран тытăнса, пурте ал ăстисем пулнă. Лидия Некрасовăн, историпе кăсăкланаканскерĕн, çак ĕçпе аппаланма вăхăт та çитмен. Анчах пĕррехинче алла вĕтĕ шăрçа, йĕп илнĕ те хăй сисмесĕрех чаплă çухава туса хунă. <...>

Патриарх ывăлĕсем

Çутта кăларуçăн ывăлĕсенчен пĕри Алексей /1878-1951/ историк пулнă, Мускавра пурăннă, университетра ĕçленĕ. Вăл — СССР Наукăсен член- корреспонденчĕ, Патшалăх премийĕн лауреачĕ. Померанцева дворянкăна качча илнĕ. Алексей Иванович, питĕ пысăк тавра курăмлăскер, иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи паллă çынсемпе хастар хутшăннă. Унăн юлташĕ — Плевако паллă адвокат. Владимир Ульянов-Ленина лайăх пĕлнĕ. Яковлевсемпе Ульяновсен çемйисем Чĕмпĕртех туслă пулнă. Пĕчĕк хулара пурăнни, çемье пуçĕсем пĕр ĕçех пурнăçлани тата çывăхлатнă. Унтан та ытларах, вĕсем Чĕмпĕр обществишĕн ют халăх çыннисем шутланнă, ку сăлтав та пĕр-пĕрин патне туртнă пулĕ. Çакă та паллă: Илья Николаевич пурнăçран уйрăлнă вăхăтра унăн ачисем — Анна, Дмитрий тата Маняша — Яковлевсем патĕнче пулнă. Большевиксем Яковлева хĕсме пуçласан Владимир Ленин ăна хÿтĕленĕ.

Алексей Ивановичăн ачисем: Наталья, Иван тата Ольга. Наталья Францие куçса кайнă, Маару хушаматлă çынна качча тухнă. Ольгăпа Иван профессорсем пулнă, математика наукисене аталантарнă.

Тепĕр ывăлĕ Николай Яковлев /1883- 1949/ пианист пулнă, анчах аллине амантнă хыççăн тепĕр професси суйлама тивнĕ. Вăл çар конструкторĕ, сăрт-ту инженерĕ, музыка инструменчĕсен механикĕ пек палăрнă. Питĕрте Шредерăн фортепьяно заводĕнче инженер-механикра ĕçленĕ, каярахпа хăйĕн вăйĕпе фортепьяно кăларакан фабрика уçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн Францие куçса кайнă. Унта вăл пиччĕшĕн хĕрĕ Наталья патĕнче пурăннă, унтах çĕре кĕнĕ. Николай Ивановичăн ачасем çук. Наталья Алексеевнăн вара Францири йăх тымарĕ самай çирĕп. Вĕсен хушшинче Сорбонна профессорĕ те, акăлчан искусствипе Оксфордра лекци вулакан та пулнă. Шел, вĕсем çинчен пĕлсех каймастпăр… Тулли верси...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.