- Чăвашла верси
- Русская версия
XXI ĕмĕрти хĕрарăм...
— Манăн кĕпе хитре-и?
— Асанне, эпир унта юрлатпăр та-и?
— Кукамай, тĕррĕмсене пĕрле илес мар-ши?..
Çĕрпÿре пурăнакан Игнатьевсем тĕп хулана «Çулталăк çемйи-2017» конкурса, Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне пĕтĕмлетессине халалланă уява килме хатĕрленнĕ саманта куç умне кăларма тăрăшатăп. Акă Аринăпа Карина, Никитăпа Матвей машина тапранасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Татьяна Николаевна, икĕ алла çĕр ĕç пулсан та ывăнма пĕлменскер, çул çÿреме юратакан мăнукĕсем çине савăнса пăхать, пулас уяв шăпах вĕсен асĕнче чи ăшă кăмăл-туйăм хăварасса шанать. Машина аслă çул çине тухса пĕр тикĕссĕн тĕп хула енне васканă май унăн салонĕнче телейлĕ те туслă пысăк кил-йыш хаваслăн шавлать... Савăклăхĕ валли сăлтавĕ те пур: пĕрре — районта çемьесен тупăшăвĕнче мала тухнă йыша республика уявне чĕннĕ, тепре — çемье пуçĕсем Татьянăпа Эдуард Игнатьевсем пĕрлешнĕренпе шăп та лăп 35 çул çитнĕ.
Пĕррехинче, хура кĕркунне...
Камсем-ха вĕсем? Мĕншĕн шăпах Игнатьевсен çемйи Çĕрпÿ тăрăхĕнче çулталăкри чи лайăххин ятне тивĕçнĕ? Çак ыйтусен хуравне шыраса чыс-хисепе тивĕçнĕ кил хуçисемпе тĕл пулма Çĕрпĕве çул тытрăмăр. Эдуард Викторович ĕçпе урăх хулана кайнăччĕ. Унăн мăшăрĕ те ирех ĕç вырăнне васкарĕ, çапах манпа калаçма вăхăт тупрĕ. Вăтам çулсенчи /ун пирки тивĕçлĕ канура тесе калама чĕлхем çаврăнмасть!/ пултаруллă та ăслă Татьяна Николаевнăна итленĕ-сăнанă май ман умра чăн-чăн Пăлхарпи пулнине ăнлантăм.
Татьяна Игнатьева /хĕр чухне Иванова хушаматпа çÿренĕ/ Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Галина Абрамовнăпа Николай Ивановичăн пилĕк ачинчен чи асли вăл. Амăшĕнчен — типтерлĕхпе тараватлăх, таврари чаплă платник-столяр ашшĕнчен пултарулăхри ăсталăх, çивĕч ăс куçнă ахăртнех ăна. Професси суйласа илессине те йăх туртăмĕ витĕм кÿнĕ.
— Анне енчи тăвансен йышĕнче медицина ĕçченĕсен династийĕ çав тери пуян. Пĕррехинче ятарласа шутласа та пăхнăччĕ — пирĕн пĕрлехи стаж 580 çул патнелле кармашнă. Атте енчен те тухтăр йышлă. Акă çывăх çыннăмăрăн 80 çулхи юбилейĕнчи сăн ÿкерчĕкре кăна сывлăх сыхлавĕн 9 ĕçченĕ тăратпăр,— професси çинчен ыйтсан уçăмлатрĕ Татьяна Николаевна.
Тулли мар вăтам пĕлÿ илсен медицина училищине ыйту пама кайнă куна хальхи пекех ас тăвать вăл. Хĕр тусĕсем Шупашкара пĕрле чĕннĕ те — уйранах тĕп хулана вĕçтернĕ.
— Каярах медицина енĕпех аслă пĕлÿ илес шухăшпа Чулхулана çул тытнăччĕ. Пĕрремĕш экзаменра «тăваттă» илтĕм, шанăç çук тесе ытти тĕрĕслеве кайман, айванскер. Яла таврăнтăм, мана килтисем: «Мĕн туса хутăн, Таня?» — теççĕ. Эпĕ вара хама çапла лăплантартăм: «Çĕршыва лайăх медсестра та кирлĕ», — 37 çул сывлăх сыхлавĕн ĕçне чунпа парăнса пурнăçланă çыншăн халĕ ĕнтĕ ку аса илÿ йăл кулă кăна çуратать.
Çамрăк Татьяна чылай çул тăван районти «Васкавлă пулăшу» уйрăмĕнче тăрăшнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче 138 яла пĕрлештерекен хутлăха асăннă пулăшупа тивĕçтерме пĕр машина уйăрнă. Чылай çĕрте çул та пулман. Йывăр условисенче нуша-терт пайтах курнă çамрăк фельдшер хăш-пĕр саманта халĕ те манаймасть:
— Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче пулнăччĕ ку. Ямашра ача кĕтекен хĕрарăм аптранă. Вырăна чиперех çитрĕмĕр-ха, пулас амăшне ача çуратмалли çурта илсе кайма тухрăмăр. «Çĕрпÿ — Хусан» çул çине тухма ултă çухрăм пек юлсан машина «хырăмĕ» çине ларчĕ. Тапранаймастпăр. Хĕрарăма çураттарма тиврĕ. Машинăри икĕ çÿхе утиялран пĕри — ача амăшне, тепри пепкене тивĕçрĕ. Шăнса ан пăсăлччăр тесе эпĕ фуфайкăна хыврăм, водитель — курткине. Иксĕмĕртен пĕрин чăматана, «хĕрлĕ хĕресе» йăтса аслă çул çине тухмалла. Шурă алатлăскере асăрхаççех тесе ултă çухрăм утма эпĕ килĕшрĕм. Мĕн пур вăя пухса чупрăм. Çапла кĕçех машина чарса «Васкавлă пулăшу» лакса ларнă вырăна çаврăнса çитрĕм. Ача çуратнă хĕрарăма, унăн тĕпренчĕкне пулăшма май килчĕ.
Мăшăрĕпе Эдуардпа ĕçрех паллашнă Татьяна. ШĔМ çамрăк ĕçченĕ çул çинчи пăтăрмаха тĕпченĕ май тухтăрсен пулăшăвĕ кирлĕ пулнă та... Михайловка каччи çивĕч фельдшера тÿрех куç хывнă. Виçĕ çултан çамрăксем пĕрлешнĕ.
— Мăшăрлансан чылай çул Михайловкăрах пурăнтăмăр. Кашни кун Çĕрпĕве ĕçе çÿреме тивнĕ пулин те, килти хуçалăхра май пур таран тăрмашаттăмăр. Ачасем — Петьăпа Ирина — пулăшмалăх ÿссен выльăх-чĕрлĕх йышлă тытма пуçларăмăр, — çирĕм ытла çул каялла предприниматель ĕç-хĕлне пуçăнасси акă мĕнлерех йĕрпе пынă.
Илĕртет хăй патне «Çăлкуç»
Районти тĕп больницăра ĕçлекен «Васкавлă пулăшу» медсестрипе ÇÇХПИ ĕçченĕ пурнăçĕнче, тен, хăйсен харпăр профессийĕсĕр пуçне ыттине «ас тивсе» кураймĕччĕç те, анчах... Вунă çул каялла Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн дипломне алла илме хатĕрленекен хĕрĕ Ирина ашшĕ-амăшне хăйĕн ĕçне пуçарас ĕмĕт пуррине пĕлтернĕ, аслисен шухăшĕпе кăсăкланнă. Малалла вулас...
Комментари хушас