- Чăвашла верси
- Русская версия
XXI ĕмĕрти çăпата — Раççей тĕлĕнтермĕшĕ
«Пурнăç кĕтменлĕхсемпе илĕртÿллĕ», — çирĕппĕн палăртать Шупашкарта пурăнакан, чăваш халăх культурипе, историйĕпе интересленекен Елена Клементьева. Çĕнĕ 2018 çул та уншăн кăмăллă кĕтменлĕхпе пуçланнă мар-и! Кăрлачăн малтанхи кунĕсенче Елена Гермогеновна, Чăваш Енри «Ясна» этнокомплексăн аталану енĕпе вăй хуракан ертÿçи, Мускавран шăнкăрав пулсан пĕр савăннă, пĕр тĕлĕннĕ: унăн ĕçне Раççейри рекордсен кĕнекине кĕртме хатĕрленеççĕ иккен! Юлия Пронина менеджер пĕлтернĕ тăрăх, экспертсем тĕплĕн тĕпченĕ хыççăн чăваш хĕрарăмĕ ăсталанă сувенир, мăшăр çăпата, çĕршывра чи пĕчĕкки тесе çирĕплетеççĕ-мĕн.
Хулара ÿссе çитĕннĕскер çак ăсталăха епле майпа алла илнĕ-ха? Çăпатасăр пуçне мĕн янтăлама пĕлет? Чун киленĕçĕ-и ку е?... Çак тата ытти ыйту хуравне пĕлес килни пире Елена Гермогеновнăпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçма, вăл ĕçлекен этнокĕтесе çула тухма хистерĕ.
Этнокомплекс — чĕрĕ музей
— Елена Гермогеновна, сăмахăмăра «Ясна» этнокомплексранах пуçлар. Чăваш Енри туризм тытăмĕнче самай палăрма ĕлкĕрнĕ çĕнĕ хутлăхăн çул çÿревçĕсене илĕртекен тĕшши мĕнре-ши?
— 2006 çулта Чăваш Енри Физкультурăпа спорт тата туризм министерстви /ун чухне ведомствăн ячĕ çавăн пекчĕ/ Европăри экспертсене республикăна йыхравласа, вырăнти специалистсене явăçтарса
пирĕн тăрăхра туризма аталантарма май
пурри-çуккине тĕпченĕччĕ. Комисси хуравĕ
çулталăкран хатĕр пулчĕ. Унпа пĕрлех —
аталану стратегийĕ те. Экспертсем туриз-
мăн тĕп икĕ никĕсне палăртрĕç: пĕри — ре-
спублика Атăл çумĕнче вырнаçнипе, тепри
пирĕн хутлăхăн этнос пуянлăхĕпе çыхăннă.
Чăн та, аталану çул-йĕрне тĕп-тĕрĕс па-
лăртнине вăхăт кăтартса пачĕ. Паянхи кун
Атăл çинчи хула-ял ют çĕршыв турисчĕсе-
не илентерес енĕпе Раççейре — пиллĕкмĕш
вырăнта. Этнотуризм вара хăйĕн хăват-
не çулсерен 15 процент ÿстерсе пырать.
Хăвăрах ăнланатăр: халĕ пилĕк çăлтăрлă
хăна çурчĕпе никама та тĕлĕнтереймĕн,
вĕсем тĕнчипе ахаль те нумай. Тĕрлĕ ха-
лăхăн хăйне евĕр культури вара хамăрăн
çĕршыври туристсемшĕн те, чикĕ леш ен-
чен килекеннисемшĕн те кăсăклă.
«Ясна» этнокомплекс «Этническая Чу-
вашия» анлă проектăн пĕр пайĕ /тепри —
«Амазони» парк. — Авт./ шутланать. Ăна
пуçарас шухăша республика ертÿлĕхĕ ыр-
ланă хыççăн йĕркелÿçĕсем пуçĕпех çак
ĕçе кÿлĕннĕ. Вăл хăнасене малтанхи кун-
ранах килĕшнин вăрттăнлăхĕ — музей
чĕрĕлĕхĕнче. Мĕне пĕлтерет-ха «чĕрĕ»
тени? Кунта типĕ те кичем экскурсисен вы-
рăнне йăла-йĕрке театрĕ илĕртет. Халăх
культурине сăнлакан пĕр-пĕр япалана ку-
ракан хăй те туса пăхма пултарать — ăста-
лăх класĕсен 12 программине хатĕрленĕ.
Уçă тÿпе айĕнчи музее кунта килекен кашни
хăна чăваш сывлăшĕпе сывлама пуçлатăр,
унăн техĕмне туйтăр тесе йĕркеленĕ.
— Эсир йышра пĕрремĕш кунранпах-и?
— Çапла калама та пулать-тĕр. Мал-
танах этнокомплекс йĕркелес ĕçе во-
лонтер пек хутшăнаттăм. Эпĕ вăтам
тата пысăк бизнес хутлăхĕнче персонал
тĕлĕшпе ĕçленĕрен проект ăнăçлăхĕ ăна
пурнăçлакан ушкăнри çынсем пĕр-пĕринпе
пĕр чĕлхе тупнинчен нумай килнине лайăх
ăнланаттăм. Этнокомплексра виçĕ çул ĕнтĕ
аталану тĕлĕшпе тăрăшакан ертÿçĕ шутла-
натăп. Пирĕн ушкăна чăнахах та пултарул-
лă çынсем чăмăртанни сисĕнет.
— Шупашкар районĕнчи тĕлĕнмелле илемлĕ уçланкăра вырнаçнă туркомплекс ячĕ мĕне пĕлтерет-ха?
— Авал çак вырăнта ял вырнаçнă. «Ян-
кăр уçă» — хальхи чĕлхере çапла илтĕнет
вăл. Хитре уçланкăна ытараймасăр çапла
сăнланă-тăр йăхташсем. Çак ята çирĕ-
плетме сĕнсен Пĕтĕм тĕнчери эксперт-
сен комиссийĕ ăна ансатраххипе улăш-
тарма ыйтнă. Пĕр сăмахпа мĕнле калама
пулать-ха? Словарьсене тишкерсен авал-
хи вырăс чĕлхинче «ясна» сăмах пулнине,
вăл «çутăран та çутă» ăнлава палăртнине
пĕлтĕмĕр. Ытарлă пĕлтерĕшĕ те пур иккен:
ăнкарни, ăсласа илни. Çак ята пурте ырла-
са йышăнчĕç. Ку тăрăхра республикăри чи
ватă юман — Киремет юманĕ — вырнаçнине
пĕлетĕр ахăртнех. Чăвашсен авалхи куль-
турипе çыхăннă истори палăкĕ — пирĕн экс-
курсисене пуянлатакан еткерлĕх. Ĕлĕк ун
патне пуç çапма, чÿклеме çывăхри 12 ял
халăхĕ пухăннă.
— Хамăр республикăран, тĕрлĕ облаçран ушкăнсене кĕтсе илнипе пĕрлех чикĕ леш енчи хăнасене те пĕрре мар йышăннă эсир. Ютран килнисем чăваш этнолапамне мĕнлерех пахалаççĕ?
— Чылайăшĕ хăйĕн тăван халăхĕпе
пĕрешкел йĕрсем шырать. Тупать те — çакă
ăна пушшех хавхалантарать! Пĕррехинче
Италирен ĕçлĕ çул çÿревпе килнĕ арçын
çапла каларĕ: «Эпĕ мĕн курни-илтнине ача-
сен те пĕлмеллеччĕ»... Мĕн тетĕр? Тепре-
хинче çемйипех çитрĕç вĕт!
Сăмах май, проект хута кайнăранпа
миçе çĕршыв çынни пулса курнине ятар-
ласа шутларăмăр: 20-рен иртрĕ.
— Ăсталăх класĕсем çинчен асăнтăр — куратăп та, янтăланă япаласем сирĕн кашни çурта /этнокомплексра хальлĕхе 5 çурт/ илем кÿреççĕ. Пурте чăвашлăхпа çыхăннă тата.
— Тăван халăхăн пултарулăхне ăруран
ăрăва вĕрентсе пырас тĕллевпе пуçарнă
ĕç ку. Гид каланине ăша хывасси те, хă-
нана шăп çав самантра кăтартса парсан,
пушшех те ку е вăл ĕçе хăйне явăçтарсан —
лайăхрах пулса пырать. Проект ăнăçлăхне
кура ырă шухăш çуралчĕ: ăсталанă япала-
сене конкурса тăратмалла. Виççĕмĕш çул
ĕнтĕ Наци библиотекипе пĕрле «Манăн чă-
ваш сувенирĕ» ăмăрту йĕркелетпĕр. Çак
тапхăрта 400 ытла ĕç конкурс витĕр тухрĕ.
Пултарулăх пÿлĕмĕн ертÿçи Татья-
на Романова тĕлĕнмелле япаласем ăста-
лать. Икĕ çул каялла вĕсенчен пĕрне пĕтĕм
тĕнчери «Наци еткерĕ» конкурса тăрат-
нăччĕ. Руна символикипе илемлетнĕ суве-
нира экспертсем питĕ пысăк хак панă. Та-
тьяна лауреат ятне илчĕ.
Пилĕк сехет тăрмашсан
— Эсир хăвăр та чăннипех çÿллĕ шайри ăста пулнине Рекордсен кĕнекине лекнипе çирĕплетрĕр. Ятарласа ăшталантăр-и?
— Апла мар. Тĕрĕссипе, сувенир-çăпата
тăвасси маншăн — чи юратнă чун киленĕçĕ.
Икĕ ывăлăма та — шкул ÿсĕмĕнчи Егор-
па Дениса — вĕрентнĕ эпĕ ку ĕçе. Мала-
рах чи пĕчĕкки шутĕнче 3 см тăршшĕ-
лличчĕ. Пĕррехинче ачасем кăсăклă ыйту
пачĕç: «Анне, тата пĕчĕкреххи ăсталама
пултаратăн-и?» Аппаланса пăхма кăмăл
çуралчĕ. 2 см таран пĕчĕклетрĕм пуш-
мака. Чухлатăр пулĕ: çăпата хуçнă чух-
не сылтăм-сулахаййине шута илмелле.
Тата эпĕ илемшĕн хуçнă çăпатана яланах
эрешпе — декупаж тетпĕр ăна — капăрлата-
тăп. Пĕр сăмахпа, кăткăслăх чылай. Самай
тăрмашсан 1 см тăршшĕлли, 7 мм сарла-
кăшĕлли тума пултартăм. Ачасем Гиннесс
кĕнекине ярса пама сĕнчĕç. Унăн сайтĕнче
йăлтах акăлчанла ăнлантарнă. «Раççей
рекорчĕсен кĕнекин» сайтне кĕтĕм — ре-
гистрациленес йĕркене вырăсла уçăмлă
кăтартнă. Çырăнтăм, сăн ÿкерчĕке ярса
патăм. Ку ĕç-пуç иртнĕ çулхи çурла уй-
ăхĕнче пулнăччĕ. Кăçал, кăрлач уйăхĕн
пуçламăшĕнче, эпĕ ăсталанă мăшăр çăпа-
та чăннипех рекордсен ретне тăма юрăхли-
не пĕлтерчĕç. Çирĕплетнĕ йĕркене пăхăн-
са сăн ÿкерчĕксем тума ыйтрĕç. Малалла вулас...
Комментари хушас