Вырăс юрлать вырăсла, ирçе юрлать ирçелле…

1 Çĕртме, 2018

Пурте пĕрле пухăнсан шăрантараççĕ чăвашла

Халăхсен йăли-йĕркинче пĕр пеклĕх те, уйрăмлăх та пур. Çакна халăхсем пĕр- пĕринпе юнашар пурăнни те витĕм кÿрет. Калăпăр, ирçесен те пÿремеч (тури чăвашсен улма икерчи) пек çиме пур. Вĕсем ăна «Каймак» теççĕ. Каймака çĕр улмирен, тăпăрчăран пĕçереççĕ. Çапла, паян сăмахăм мăкшăсемпе ирçесем çинчен.

Филиала ашшĕ сĕннипе йĕркеленĕ

Мăкшă /мордва\ — атăлçи-финн хушма ушкăнри финн-угор халăхĕ. Вăл икĕ субэтноса — мăкшă тата ирçе — пайланать. 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри çырав кăтартăвĕсем тăрăх, Раççейре 744,2 пин, Мордва Республикинче 333,1 пин мăкшă пурăнать. Çавăн пекех вĕсем Атăлпа Урал тăрăхĕнче, Çĕпĕрте тата Инçет Хĕвел тухăçра тĕпленнĕ. Чăваш Енре ирçесем ытларах Пăрачкавпа Улатăр районĕсенче, çавăн пекех Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта, Патăрьел районĕнче пурăнаççĕ. Петр Седойкинăн пуçарăвĕпе 1992 çулта Пăрачкаври Напольное салинче ирçе наци культура центрне йĕркеленĕ. Паян асăннă центрсăр пуçне унăн филиалĕсем Шупашкарта тата Йĕпреçре вырнаçнă. Республикăн тĕп хулинчине — Любовь Петрякова, Йĕпреç поселокĕнчине Валентин Кудашкин ертсе пыраççĕ. Чăваш Енри ирçе культура центрĕн ертÿçи вара — Владимир Седойкин. Владимир Павлович пĕлтернĕ тăрăх, ирçе культура центрĕн тĕллевĕ — ирçе йăли-йĕркине, культурине, аваллăхне упраса хăварасси. Çавăнпах Пăрачкав районĕнчи Напольное салинче ирçе халăх пултарулăхĕн «Арта» /чĕртсе тăратни\ уявĕ иртет. Унта çулсеренех 3 пин ытла çын хутшăнать. Çавăн пекех «Чипайне» /хĕвел\ ача-пăча праçникне ирттереççĕ. Сăмах май, хăй вăхăтĕнче Петр Седойкин проекчĕпе Напольное салинче тĕлĕнтермĕш ĕçсем тăвакан çветтуй Николайăн храмне хута янă, ирçе культурипе çыхăннă кĕнекесем кăларнă. «Эрзянка» фольклор ушкăнне çÿрекенсем авалхи ирçе юррисемпе ташшисене, халăх эткерлĕхне упрассишĕн тимлеççĕ.
«Чăваш Республикинчи ирçе культура центрĕн Шупашкарти филиалне 2000 çулта йĕркелерĕмĕр. Ун чухне Напольное салинче асăннă центра уçнă атте Петр Седойкин пурăнатчĕ-ха. Вăл пурнăçран уйрăлнăранпа ăна унăн шăллĕ Владимир Павлович ертсе пырать. Манăн йăмăк Софья Зеткина центр председателĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Шупашкарти филиала атте сĕнĕвĕпе уçрăмăр. Эпир, центр тата икĕ филиал, пысăк мероприятисене яланах пĕрле йĕркелесе ирттеретпĕр. Шупашкартисем пирки калас тăк, пĕлтĕрччен пирĕн пĕрле пуçтарăнма ятарлă вырăн çукчĕ. Хамăр хваттерте пухăнаттăмăр. Чи пуçаруллисем, хастаррисем эпир вуннăн. Ыттисен йышĕнче килекен те, каякан та пур. Нумаях пулмасть чиркÿрен тухсан пĕр арçын телефонпа ирçелле калаçнине илтрĕм. «Каçарăр-ха, акă визитка, шăнкăравлăр», — терĕм ăна. Çапла пуçтартăмăр халăха. Пĕлтĕр Шупашкарти П.Хусанкай урамĕнче Халăхсен туслăхĕн çурчĕ уçăлнишĕн питĕ хĕпĕртерĕмĕр. Халĕ пирĕн те пуçтарăнма вырăн пур», — каласа кăтартрĕ ирçе культура центрĕн Шупашкарти филиалĕн председателĕ Любовь Петрякова. Любовь Петровна ертсе пынипе вĕсем Халăхсен туслăхĕн çурчĕ хăйĕн алăкне яри уçсанах ирçе йăли-йĕркипе, культурипе паллаштаракан курав уçнă, наци тумĕпе, апат-çимĕçĕпе паллаштарнă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Шупашкарти çĕнĕ кăнтăр районĕнче пурăнакансем валли пысăк мероприяти йĕркеленĕ. Унта Саранскпа Саратовран та хăнасем килнĕ. Каярахпа вĕсем Çĕнĕ Шупашкар хулинче хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă.

«Хунямапа мăкшăлла калаçатăп»

«Эпĕ Пăрачкав районĕнчи Напольное ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ун чухне шкулсенче ирçе чĕлхине вĕрентместчĕç. Çавăнпа хамăр чĕлхене аттепе анне калаçнине илтнинчен кăна пĕлнĕ. Манăн анне хăй вăхăтĕнче шкулта тăван чĕлхене темиçе класс вĕренме ĕлкĕрнĕ. Калаçу чĕлхи те ылмашăнсах пынине шута илсе 1992 çулта Петр Седойкин çамрăк ăрăва тăван чĕлхене вĕрентес ыйтăва çĕклерĕ. Мордва ен унăн шухăшне ырласа йышăнчĕ. Шкулсене учебниксемпе, компьютер класĕсемпе тивĕçтерчĕ. Кĕçех Саранскри университетран филологи факультетне пĕтернĕ Макшинсем яла килчĕç, ачасене факультатив майĕпе ирçе чĕлхине вĕрентме пуçларĕç. Пăрачкав районĕнчи ытти ялти шкулта ачасем паянхи кунчченех тăван чĕлхене факультатив мелĕпе ăса хываççĕ. Эпĕ атте сĕннипе Саранск университетĕнче инженер-строителе вĕрентĕм. Халĕ Шупашкарти пĕр организацире архитекторта ĕçлетĕп. Аслă шкултах пулас мăшăрпа /мăкшăпа\ паллашрăм. Упăшкан ялне кайсан халĕ хунямапа мăкшă чĕлхипе пуплетĕп. Ирçе чĕлхипе танлаштарсан уйрăмлăхĕ нумаях мар. Васкамасăр калаçсан йăлтах ăнланатăп. «Йытта эпир киска, кушака псака тетпĕр. Мăкшăсен кушак — киска, йытă — псака. Килте упăшкапа ирçелле те, мăкшăлла та, вырăсла та калаçатпăр. Хĕрĕмсем те ирçелле пĕлеççĕ», — калаçăва тăсрĕ Любовь Петровна.
Любовь Петрякова пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре ирçесем 16 пин çынна яхăн пурăнаççĕ. Вĕсенчен 54 проценчĕ — Пăрачкавпа Улатăр, Çĕмĕрлепе Патăрьел, Шăмăршă районĕсенче хÿтлĕх тупнă. Халăх пĕр вырăнта тăмасть, çамрăксем хуланалла куçаççĕ. «Эпĕ пĕчĕк чухне шкулта 300 ача вĕренетчĕ. Халĕ вĕренекенсене темиçе ялтан илсе çÿреççĕ пулсан та 150 вĕренекен те çук. Ял хушшинче ачасене сайра тĕл пулатăн паян. Эпир Мордва Республикинчи упăшка çитĕннĕ яла тăтăш кайса çÿретпĕр. Хĕлле унта ватăсем кăна /50-а яхăн\ юлаççĕ. Çамрăксем Саранска, Мускава çул тытнă. Ялсем пушанса юлнă. Халĕ хăшĕсем тивĕçлĕ канăва тухсан хуларан çуралнă тăрăха куçса каяççĕ. Çапла пушă ларакан хăш-пĕр килте мăрьерен тĕтĕм тухма пуçлать. Пирĕн вăхăтра класран 2-3 çын кăна аслă пĕлÿ илетчĕ, халĕ пурте тенĕ пекех вузсенче вĕренеççĕ. Аслă пĕлÿ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа хуланаллах туртать. Эпир паян сцена çинчен кăтартакан йăла-йĕрке те чат авалхиех мар, кăштах ылмашнă. 1992 çулта эпĕ ирçе йăли-йĕркине пăхăнса качча тухнă. Анне качча кайнă чухне çав йăла-мешехе тата раснарах пулнă. Çухалнине тупма, чĕртсе тăратма çав тери йывăр. Пĕрремĕшĕнчен, эпир ăна курман. Иккĕмĕшĕнчен, пире йĕркеллĕн вĕрентмен. Тăван чĕлхепе çырма, вулама май та туса паман. Хавалне, йăли- мешехине çухатсан халăх хăйĕн сăнне çухатать. Юрать, çамрăксен хушшинче интересленекенсем пур. Центра пыраççĕ, мероприятисене хутшăнаççĕ. Ирçе культура центрĕ — общество организацийĕ. «Мĕн тума кирлĕ вăл сана?» — ыйтаççĕ манран. «Чун туртни, чун ыйтни ку. Аттен ĕçне тăсни, ĕмĕтне пурнăçа кĕртни. Тăван халăха, ĕçе юратма, яваплăха туйма вĕрентнĕ вăл пире», — чунне уçрĕ Любовь Петровна. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.