Вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси тавра
Юлашки вăхăтра пирĕн республикăра федерацин 2014 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен саккун кăларакан /представитель/ тата патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕсене йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" федераци саккунĕн 26.3 статйине улшăнусем кĕртесси çинчен" 136-ФЗ /-лĕ саккунне тата "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" саккунне питĕ анлăн сÿтсе яврĕç.
Чăваш Республикинче утă уйăхĕн пуçламăшĕнче ĕç ушкăнĕ туса хунă, вăл тĕрлĕ район-хулана çитсе вырăнти ертÿçĕсемпе, депутатсемпе, ĕç коллективĕсемпе, общество организацийĕсен представителĕсемпе, халăхпа тĕл пулса калаçнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. Асăннă саккунсене ЧР Общество палатинче йĕркеленĕ "çавра сĕтелте" те тишкерчĕç. Палата председателĕ Леонид Шимин РФ Патшалăх Думи ырланă улшăнусем регионсене хăйсен территорийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тытăмне йĕркелемелли мелсене палăртассипе çыхăннă ирĕкне /полномочийĕсене/ анлăлатнине каларĕ. Маларах "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" 131-ФЗ /-лĕ саккунĕ çак вариантсене муниципалитет йĕркеленĕвĕн уставĕпе килĕшÿллĕн палăртнă тăк, халĕ вара ку йĕркене Раççей Федерацийĕн субъекчĕн саккунĕ палăртĕ. Унсăр пуçне федераци саккунĕнче вырăнти ыйтусен переченĕ ял тата хула тăрăхĕсем валли урăхларах пулмаллине асăннă.
2015 çултан пуçласа хула тăрăхĕсем вырăнти пĕлтерĕшлĕ 39 ыйтăва татса пама тивĕç, ял тăрăхĕсем - 13. Çавăн пекех вырăнти пĕлтерĕшлĕ 38 ыйтăва муниципалитет районĕсем тытса пырĕç.
Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн округри халăх суйланă /представитель/ органĕсем 2 мелпе йĕркеленме пултараççĕ. Пĕрремĕшĕ - районсен представитель органĕсен йышĕнчен. Иккĕмĕшĕ - муниципалитет суйлавĕ урлă. Саккунра муниципалитет йĕркеленĕвĕн пуçлăхне суйласси пирки калани те пур. Вăл муниципалитет суйлавĕнче е представитель органĕн йышăнăвĕпе хăйĕн йышĕнченех суйланма пултарать. Малтанхи тĕслĕхре пуçлăх муниципалитет йĕркеленĕвĕн представитель органĕн йышне татса паракан сасă ирĕкĕпе кĕрет тата унăн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлать е вырăнти администрацие ертсе пырать. Иккĕмĕш тĕслĕхре представитель органĕн председателĕн пуканне йышăнать. Хула округĕсенчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пирки калас тăк юлашки улшăнусемпе килĕшÿллĕн хуласене районсене пайлама юрать. Ун пек чухне хуласенчи районсен шайĕнче депутатсен корпусĕсене туса хума тивет, унсăр пуçне вĕсен хăйсенех бюджет йышăнса ăна пурнăçлама, вырăнти налуксене туса хума е пăрахăçлама, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерме, тирпей-илем кĕртессин правилисене т.ыт.те палăртма тивет.
Леонид Шимин Раççей Президенчĕ Владимир Путин каланă сăмахсене аса илтерчĕ: "Кашни территори хăй татса пама тивĕç: вырăнти влаç тытăмне, вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли хăш меслет граждансен интересĕсене ытларах тивĕçтерĕ, муниципалитет йĕркеленĕвĕн пуçлăхне тÿрĕ суйлавпа палăртмалла е ку ирĕке муниципалитет влаçĕн представитель органне шанса памалла?"
"Çавра сĕтел" ĕçне хутшăннисем саккун пирки хăйсем мĕн шухăшланине пĕлтерчĕç. Сÿту-яву вăхăтĕнче тавлаштаракан самантсем те пулчĕç. ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев ку саккуна тахçантанпах кĕтнине палăртрĕ. 131 ФЗ /-лĕ саккуна темиçе хут та улшăну /200 ытла/ кĕртни те лару-тăрăва сисĕнмеллех урăхлатма май паман.
Ĕç калăпăшне чăтайманран, хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçласа пыманран тата ытти сăлтавпа 2010 çултанпа 70 ытла ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ĕçрен кайнă.
"Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн чылай ыйтăва регионсене татса пама шаннă. РФ субъекчĕсен тивĕçлĕ саккунĕсене тĕпе хурса - вĕсенче, паллах, вырăнти уйрăмлăхсене, кадрсемпе çыхăннă лару-тăрăва, йăла-йĕркене тата ыттине те шута илмелле - регионта вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли меслетсене палăртăпăр. Пирĕн умра тепĕр пысăк ĕç те тăрать: маларах ял тăрăхĕсен 39, хула округĕсен 40-45 полномочи пулнă, çав хушăрах вĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтермен. Халĕ вара ку полномочисен шутне чакарнă. Ку - ĕçĕн тепĕр тапхăрĕ", - терĕ Станислав Николаев.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Генрих Васильев шухăшĕпе - пирĕн республикăри хуласене пайлама кирлех мар, мĕншĕн тесен вĕсем пысăках мар. Генрих Геннадьевич хăй те ĕç ушкăнĕнче пулнине, унăн пĕр йышĕпе Вăрнар, Етĕрне, Элĕк районĕсенчи çынсемпе курнăçнине пĕлтерчĕ. Çĕнĕ саккун сĕнекен тĕрлĕ меслете суйласа илесшĕн вĕсем. Нумайăшĕ "Муниципалитет районĕн пуçлăхне тÿрĕ суйлав кăтартăвĕсемпе уйăрса лартмалла, унăн вырăнти администрацие те ертсе пымалла" тесе шухăшлать иккен. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пирки пĕрисем "виçĕ должноçра та пĕр çын пулмалла: ял тăрăхĕн тата унăн администрацийĕн пуçлăхĕ, çав хушăрах ял тăрăхĕн депутачĕсен пухăвĕн ертÿçи те" теççĕ, теприсем "виçĕ çак ертÿçĕне те ял тăрăхĕн депутачĕсен йышĕнчен суйламалла" меслете ырлаççĕ.
ЧР Общество палатин социаллă ыйтусемпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ Крета Валицкая, влаç органĕсенче ĕçленĕскер, Шупашкарта пĕр пуçлăх пулмалла тесе шухăшлать.
Республикăра управлени тытăмĕ пĕрешкел пулмалла тесе палăртрĕ Крета Лазаревна. Палатăн граждан обществине аталантарас тата граждансен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ Александр Дельман пĕр пин çын пурăнакан ял тăрăхĕнче вуншар депутат пулнипе кăмăлсăр. "Ял тăрăхĕсемпе районсенче депутат нумай чухне вĕсем пĕр-пĕрне кансĕрлеççĕ, мĕншĕн тесен влаçшăн кĕрешÿ пырать. Унта кукăль пайласа лармалла мар, ĕçлемелле те ĕçлемелле", - терĕ вăл.
Леонид Шимин "çавра сĕтел" ĕçне пĕтĕмлетнĕ май унта хутшăннисене тав турĕ, республика саккунне йышăннă чухне çынсен ытларах пайĕн шухăш-кăмăлне тĕпе хурассине пĕлтерчĕ.
* * *
ЧР Юстици министерстви вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелемелли принципсем çинчен калакан федераци саккунĕн положенийĕсене тата халăхăн шухăш-кăмăлне тĕпе хурса Чăваш Республикин "Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккунĕн проектне хатĕрленĕ. Ăна обществăра сÿтсе явма тăратаççĕ.
Асăннă саккун проектĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелемелли çак йĕркесене палăртнă: муниципалитет йĕркеленĕвĕн представитель органне муниципалитет суйлавĕнче суйламалла* хула округĕн пуçлăхне, хула тăрăхĕн пуçлăхне асăннă муниципалитет йĕркеленĕвĕн уставĕпе килĕшÿллĕн çак муниципалитет йĕркеленĕвĕн представитель органĕ хăйĕн йышĕнчен суйлать* муниципалитет районĕн пуçлăхĕ муниципалитет суйлавĕнче суйланать тата вырăнти администрацие ертсе пырать* ял тăрăхĕн пуçлăхне представитель органĕ хăйĕн йышĕнчен суйлать, пуçлăх ял тăрăхĕн представитель органĕн председателĕн полномочийĕсене пурнăçлать тата вырăнти администрацие ертсе пырать. Хула округĕн, хула тăрăхĕн пуçлăхне контрактпа /конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе тăваканнипе/ килĕшÿллĕн уйăрса лартаççĕ.
Чăваш Республикин "Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккунĕн проекчĕпе çыхăннă сĕнÿсене ЧР Юстици министерствине кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен ярса пама юрать.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА