Вылярĕ те вылярĕ кире пуканĕ алăра

Кире пуканĕпе туслисене «Хыпар» хаçат кашни çулах турнира йыхравлать. Кăçалхи тупăшу, малтан палăртнă пекех, Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче чÿк уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче иртрĕ. Ăмăртăва Чăваш Ен спортсменĕсемпе пĕрлех Пушкăрт, Тутарстан, Киров, Санкт-Петербург, Чулхула, Мордови, Чĕмпĕр, Волгоград, Самар, Мари Эл маттурĕсем хутшăнчĕç.
Тупăшăва официаллă майпа уçнă уява ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин ми-нистрĕ Михаил Анисимов, çав вăхăтра ЧР спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçланă Эльвира Матренина, ЧР кире пуканĕн спорчĕн федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин тата ытти хăна пухăнчĕ.

— Кире пуканĕн спорчĕ — вăйлисемпе хăюллисен спорчĕ. Вăл помост çине тухакансен çирĕплĕхне тĕрĕслет. Нумай пурăнас тесен сывă пурнăç йĕркипе туслă пулмалла, — палăртрĕ Михаил Анисимов.
«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина кăçалхи турнира «Хыпар» никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланине аса илтерчĕ.
— Турнира хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿсет. Спортсменсем лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Кăçал та вĕсем пысăк çитĕнÿсем, çĕнĕ рекордсем тăвасса шанатпăр, — терĕ Татьяна Геннадиевна.
Чăн та, рекордсем те пулчĕç турнирта.

«Шăмăршă легенди»

5, 4, 3, 2, 1… вĕçленчĕ спортсменсене уйăрса панă вăхăт. Пĕр табло 236 кăтартать. Теприн çинче — 238. Владимир Шуряков çĕнтермелеччĕ пек. Анчах... Кире пуканне хастарсем икĕ тапхăрпа йăтнă-çке. Малтан ăна тĕксе хăпартнă. Халĕ акă тупăшу вĕçленчĕ. Çĕнтерÿçĕ кам иккенне вара икĕ тапхăр кăтартăвĕ палăртать. Кăштах маларах кăна Владимир Понихидкин кире пуканне 166 хутчен тĕкнĕ. Тусĕ вара — 161. Хушма кăтарту Канаш арĕ Шăмăршă хастарĕнчен кăштах ирттернине палăртать.
— Ăмăртусене чылай чухне пĕрле хутшăнатпăр эпир. Ют çĕршывсене эпĕ ытларах çÿретĕп-ха, — тет Владимир Петрович.
Вăл 73 килограмлă виçере ăмăртать. Владимир Александрович вара — 86 килограмлисен йышĕнче. Çакă та кăтартăва витĕм кÿрет паллах. Апла пулин те пуç усмасть хастарскер. Спортра темĕн те пулнине, кашни тупăшу хăйне май йĕркеленнине аван пĕлет. «Шăмăршă легенди» теме те пулать ахăр 74 çулти Владимир Шурякова. Ветерансен хушшинче 22 хутчен тĕнче, 20 хутчен Европа, 26 хутчен Раççей чемпионĕ ята тивĕçнĕ вăл. Финляндире, Германире, Казахстанра, Кăнтăр Корейăра тата ытти çĕршывра иртекен ăмăртусене хутшăннă.
— Шкулта вĕреннĕ чухне йывăр атлетикăпа туслăччĕ эпĕ. Штанга йăтаттăм. Биатлон чупса та 1-мĕш разряда тултарнă. Тĕл перес енĕпе те 1-мĕш разряд пур. Алла ыраттарнă хыççăн пăрахнăччĕ штанга йăтма, каярах Раççее кире пуканĕ йăтма чĕнсе илчĕç. Халĕ те пăрахмастăп-ха акă. Пачах ватăлас килмест, — тет Владимир Петрович.

Ветеран — студент

Шуряковран кăштах çеç маттуртарах пулса Владимир Александрович пĕрремĕш пулса тăчĕ ку тупăшура. Çывăхрах паллашсан тĕлĕнмелли те тупăнчĕ. Тимĕрçĕ иккен вăл. Тимĕр вăййипе тус-лашма пурнăç хăех хистенĕ тейĕн…
Брянск каччи 45 çул ĕнтĕ Канашра тĕпленсе пурăнать. Тимĕрçе вĕренсе тухнă хыççăн шăпах кунти чукун çул вакунĕсене юсакан завода направленипе янă çамрăка. Тĕрлĕ тивĕç пурнăçланă вăл: тĕп металлург, цех механикĕ...
— Кире пуканĕпе 45 çулта çеç туслашрăм. Канашри 17-мĕш ПТУ директорĕнче тăрăшаттăм ун чухне. Пăхатăп: ачасем вăй-хал енчен хавшакрах — çирĕплетмелле вĕсене. Слесарь мастерскойĕ пысăкчĕ. Унăн пĕр кĕтесĕнчен спорт залĕ турăмăр. Ачасене хатĕрленĕ май хам та кире пуканĕн спортне туртăнса кĕтĕм, — тет 23 хутчен тĕнче чемпионĕ.
Ачасемпе ĕçленĕ хыççăн вăл каялла завода таврăннă. Çав вăхăтрах кире пуканĕн секцине йĕркелесе пыма та ирĕк панă ăна, çапла майпа Владимир Александрович 2011 çултанпа Канашри «Локомотив» спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ шутланать.
76 çулти спорт ветеранĕ студент та иккен. Шÿт мар. Чăннипех. Инженер-механике вĕренсе тухнăскерне секци ертсе пыма педагогика пĕлĕвĕ кирлĕ пулса тăнă. 2017 çултан ятарлă пĕлÿ çуккисене ачасемпе, çамрăксемпе ĕçлеме ирĕк памаççĕ-çке.
— Манăн вара каяс килмест, ĕçлес кăмăл пысăк. Çавăнпах Канашри педагогика колледжне вĕренме кĕтĕм. Тăваттăмĕш курса çитрĕм ĕнтĕ, — тет йăл кулă пытармасăр «çамрăк» студент.
2012 çулта Архангельскра 300 çын харăс кире пуканĕ çĕклесе Гиннесс кĕнекине те кĕнĕ. «300 спартанец» ят панă вĕсене. Вăйлисен йышĕнче Владимир Понихидкин та пулнă.

«Настя, маттур!»

Рекордсем тенĕрен, Куславкка районĕнчи Тĕрлемесре çуралса ÿснĕ Анастасия Александрова турнирта тĕнче класлă спорт мастерĕн нормативне /181 хутчен çĕклемеллеччĕ/ пурнăçларĕ. 24 килограмлă кире пуканне 184 хутчен çĕклесе республика рекордне те çĕнетрĕ вăл.
— Тĕнче класлă спорт мастерĕн ятне паянах памĕç-ха мана. Хальлĕхе эпĕ çак норматива пурнăçланă кăна. Кăтартăва тĕнче шайĕнчи ăмăртура: Тĕнче кубокĕнче е Тĕнче чемпионатĕнче çирĕплетмелле, чемпион ята илмелле. Çапах та паянхи кăтартупа савăнатăп. Пысăк çитĕнÿ ку маншăн. Санкт-Петербургран мĕн тери вăйлă спортсменсем — Раççей пĕрлештернĕ командин йышĕнче вĕсем — килнĕ. «Настя, муттур! Пултаратăн!» — тесе пурте хавхалантарни вăй хушрĕ. Унсăрăн кире пуканне пăрахас патнех çитнĕччĕ. Япăх туяттăм паян хама. Кире вĕçсе каяссăн, ăна тытса чараймассăн туйăнатчĕ. 9-мĕш минут пынă чухне /кире пуканне çĕклеме спортсменсене 10 минут уйăраççĕ — Авт./ çав тери йывăрланса çитет. Уйрăмах — помост çинче пĕччен юлсан, — пытармарĕ Настя хаваслă кăмăл-туйăмне.
Чăн та, пурте хавхалантарчĕç ял хуçалăх академийĕн студентне. Тимĕр вăййипе 6-мĕш çул туслă магистратурăра вĕренекенскер.
— Аспирантурăна кайсан тата 4 çул та çĕклĕп-ха. Спортпа туслă пулни пурнăçра пулăшать. Чи кирли — çирĕплĕх пурри, — тет Европа чемпионĕ.
Сăмах май, Санкт-Петербургран килнĕ Анастасия Лазарева та 24 килограмлă икĕ кире пуканне 44 хутчен тĕксе тĕнче класлă спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ.
Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе Санкт-Петербург, Чăваш Ен тата Тутарстан командисем малти вырăнсене йышăнчĕç. «Хамăрăннисен» йышĕнче Куславкка, Канаш, Улатăр, Патăрьел, Çĕрпÿ, Йĕпреç, Шăмăршă пăхаттирĕсем маттур пулчĕç.

«Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнира йĕркелеме пулăшнăшăн спонсорсене: «Брикс» суту-илÿ çурчĕн генеральнăй директорне Кирилл Ермолаева, «АККОНД» фирмăн генеральнăй директорне Валерий Иванова, Чăвашпотребсоюз председательне Валерий Павлова, «Комплекс» строительство фирмин директорне Валерий Гордеева, «Тароупаковка» обществăн генеральнăй директорне Олег Таланова, «Белкофф» обществăн коммерци директорне Олег Толстова, «Дент-а-Мед» клиникăн тĕп тухтăрне Юрий Зорина, Куславкка районĕнчи «ЭнежČ» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Василий Семенова, «Адамант» юридици фирмин генеральнăй директорне Александр Тимофеева, «Спорттовары» лавкка тытăмĕн ертÿçине Дмитрий Александрова, Патăрьел районĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçине Решит Санзяпова, Вăрмар районĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçине Владимир Иванова тав тăватпăр.

www.hypar.ru

 

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.