Выльăх пуснă пек...

10 Ака, 2014

Çак каччă 23 çулта кăна - мĕншĕн аплах тискер? Хуравлама та аптрамалла, анчах унăн преступленийĕсем чăннипех чуна çÿçентереççĕ.

Следстви комитечĕн Шупашкарти пайĕ Уголовлă кодексăн 111 /пĕлсе тăрсах çын сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ май асăрханмасăр вĕлерни/ тата 105 /çын вĕлерни/ статйисемпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Пĕрремĕш преступлени пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче 16 сехет тĕлнелле Шупашкар хулин Кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи вăрман тăрăхĕнче пулнă. Ушкăн унта канма пынă. Следстви шухăшĕпе - çамрăк çын хăйĕн пĕлĕшĕпе, 43 çулти арçынпа, хирĕçсе кайнă, ăна тискеррĕн хĕненĕ.

Арçын тĕшĕрĕлсе ансан та йĕкĕт лăпланман: ăна пуçĕнчен ярса тытса çавăнтах выртакан кирпĕч катăкĕ çине çапнă. Каччăн савнийĕ те айккинчен пăхса тăман, арçын çине хăпарса темиçе хут сикнĕ. Вилнĕ тесе шухăшламан, мĕскĕнĕн ÿтне айккинелле сĕтĕрсе кайса пăрахнă. Хăйсем канăва малалла тăснă, кайран унтан пăрахса кайнă.

Çур çĕр хыççăн çамрăк çын пĕлĕшĕсемпе пĕрле кунта каялла таврăннă - каллех эрех ĕçнĕ. Кăштахран вĕсем патне 45 çулти тепĕр пĕлĕшĕ пынă, йĕкĕт унпа та хирĕçсе кайнă. Вăл çак арçынна та тискеррĕн хĕнесе пĕтернĕ: 3 литрлă хăяр савăчĕпе пуçĕнчен çапнă, унтан - кирпĕчпе. Çакăнпа та çырлахман, кувалдăпа мăлатук ярса тытнă - каллех пуçĕнчен çапнă. Юлашкинчен çĕçĕ илнĕ те арçыннăн мăйне каснă. Вилле темиçе метр айккинелле сĕтĕрсе кайнă, юлташĕсемпе ĕçке малалла тăснă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.