Тискерлĕх

17 Кăрлач, 2019

Сунара тухнă... йытăсем çине

Урамра çапкаланчăк йытă-кушака курсан ăна çăкăр татăкĕ ывăтса паратăр-и е пырса тапатăр-и? Лăпкăн сăнакан чĕр чуна мĕншĕн тĕкĕнмелле? Килсĕр-çуртсăр йытă-кушак пирки эпир çырман мар. Вĕсем çынна тапăннă тĕслĕхсене те, йывăр суранланса инкеке лекнисен шăпине те çутататпăр.

19 Ака, 2018

Пĕр савнипе теприн патĕнче пурăнсан…

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Андрей Яковлев йĕрке хуралçисен аллине тăтăшах çакланнă. Ытларах чухне — вăрланăшăн. Яша ирĕкре пурăнма кичем пулнăнах туйăнать. Хайхискер темиçе уйăх кирпĕч шутласа тухнă çеç — йĕркене пăснă. Ăна каллех ирĕкрен хăтарнă. Улатăр районĕнчи колони- поселенире пурăннă чухне вăл республикăн кăнтăр районĕнче çуралса ÿснĕ хĕрарăмпа паллашнă. Тамара дояркăра тăрăшнă, арçын сĕте виçнĕ, шута илнĕ. Хĕрарăма унта алимент тÿлеменшĕн янă пулнă. Çулталăк çурă каялла тĕпренчĕкĕсене пăхман амăшĕ ирĕке тухнă.

20 Çурла, 2014

Усал та шелсĕр

Уголовлă çак ĕç материалĕсемпе паллашсан чун çÿçенет. Çын тени мĕнешкел усал та шелсĕр пулма пултарать иккен...

Следстви комитечĕн Канашри пайĕ уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ ĕнтĕ, ăна тишкерме суда ярса панă. Чăн та, хальлĕхе айăплă çамрăксенчен пĕри кăна суд умне тăрать.

Преступлени пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче каçхине пулнă. Икĕ каччă Канаш хĕрринчи кану заведенийĕнчен хула варрине лартса каятпăр тесе хĕре улах вырăна илсе кайнă. Чĕмпĕр еннелле каякан автотрасса хĕрринчи вăрман тăрăхĕнче чарăннă. Хĕре хывăнма хушнă.