Пĕр савнипе теприн патĕнче пурăнсан…

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Андрей Яковлев йĕрке хуралçисен аллине тăтăшах çакланнă. Ытларах чухне — вăрланăшăн. Яша ирĕкре пурăнма кичем пулнăнах туйăнать. Хайхискер темиçе уйăх кирпĕч шутласа тухнă çеç — йĕркене пăснă. Ăна каллех ирĕкрен хăтарнă. Улатăр районĕнчи колони- поселенире пурăннă чухне вăл республикăн кăнтăр районĕнче çуралса ÿснĕ хĕрарăмпа паллашнă. Тамара дояркăра тăрăшнă, арçын сĕте виçнĕ, шута илнĕ. Хĕрарăма унта алимент тÿлеменшĕн янă пулнă. Çулталăк çурă каялла тĕпренчĕкĕсене пăхман амăшĕ ирĕке тухнă. Андрей вара чылай каярах, 11 уйăхран çеç, колони-поселенипе сыв пуллашнă.

Кĕтмен хăна

Уголовлă ĕç материалĕсемпе паллашсан çакă паллă пулчĕ: арçын тÿрех Тамарăна шыраса тупас тенĕ. Шухăшланине пурнăçланă. Савни тупăннăшăн хĕпĕртенĕ хĕрарăм аптăранă: кĕтмен хăнана ăçта пурăнтарас? Хăй те хут уйăрттарман малтанхи упăшкин тăванĕсем патĕнче кун кунланă. Хайхискер тепĕр еркĕнĕ патне çул тытнă. Салари нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакан Павел Васильев « к ă в а к а р ч ă н с е н е » х ă в а л а с а ярайман. Çапла вара Тамара унчченхи савнийĕ патĕнче çĕнĕ еркĕнĕпе пурăнма пуçланă. Хăй аса илнĕ тăрăх, Павел кăмăлсăрланнине палăртман. Анчах сĕтел хушшинче пĕрле эрех кĕленчи пушатнă чухне хăр-хар калаçнă, аллине ирĕке янă. Хĕрарăм та шăп ларман, хирĕç кăшкăрнă, хÿтĕленнĕ. Андрей Яковлев хушша-хуппа кĕмен. Ара, хирĕçекенсем часах мирлешнĕ, черкке хыççăн черкке ÿпĕнтернĕ…
Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн пуçламă- шĕнче Тамара савнийĕпе сала тăрăх уçăлса çÿренĕ. Ăнсăртран вĕсем пĕлĕшĕсене асăрханă: Павел пĕччен пурăнакан арçынпа, Валерий Пановпа, калаçса тăнă. Пирус туянма тухнăскере пĕлĕшĕсем эрехпе хăналанă. В.Пановăн кăмăлĕ уçăлнă, хайхискерсене хăй патне хăнана чĕннĕ. Ушкăн хирĕçлемен. Çула май Павел асептолин, чăх какайĕ, хăяр туяннă. Сĕтел тавра вырнаçсан тахăшĕ спиртлă шĕвеке шывпа хутăштарнă, телевизор çутнă, калаçнă, шÿтленĕ… Тамара газ плити умĕнче тăрмашнă, кастрюльпе шыв лартнă, чăх какайĕ пĕçернĕ. Кил хуçи, Валерий Панов, вĕсемпе нумай ларайман. Вун ултă сехетре зала кĕнĕ те кресло çине вырнаçнă, тĕлĕрсе кайнă.

Чееленесшĕн пулнă

«Спиртлă шĕвек ĕçсе пуç минрерĕ. Эпĕ самаях ÿсĕрĕлнине туйрăм. А.Яковлевпа кухньăри диван çине çывăрма выртрăм. Тĕлĕрме пуçланăччĕ — куçа уçрăм та ман умра Павел тăнине куртăм. Х а й х и с к е р ç а м к а р а н ч ы ш р ĕ . «Тăрăр!» — тесе кăшкăрчĕ. Юнашар выртнă Андрей ура çине сиксе тăчĕ те мана хÿтĕлеме пуçларĕ, арçынна темиçе хутчен питрен çупса ячĕ», — аса илет Тамара. Хĕрарăм вĕсене лăплантарма пикеннĕ. Киккирикĕ хĕрнĕ арçынсем аллисене ирĕке яма чарăннă, шăпланнă. «Эпĕ каллех çывăрса кайрăм пулас. А с т у м а с т ă п . К ă ш к ă р а ш н и н е илтсе вăрантăм. Ура çине тăрсан савнийĕм Павела тÿнккенине куртăм. Хайхискер лешĕн çине х ă п а р с а л а р н ă т а ч ы ш к и п е питĕнчен тăрăслаттарать çеç. Сĕтел çинче сăра кĕленчи ларатчĕ. Унта асептолина хутăштарнăччĕ. Арçынсене лăплантарас тесе çав кĕленчене сĕтел кĕтесне çапса аркатрăм. Ванчăксем урайне чăл- пар саланчĕç. Андрея чарас тесе кăшкăрма пуçларăм, суранланнă Павела хĕнеме чарăнтăр терĕм», — пĕлтерет Тамара. Арçынсем, чăнах та, пĕр-пĕринчен хăпнă.
«Ирĕке тухнă» Павел вара кĕ- ленчене çĕмĕрнĕшĕн мăртăхнă. Самантранах арçынсем тытăçнă. Тамара чăтайманнипе: «Чарăнăр!» — тесе кăшкăрнă та кил картишне тухнă. Анчах унта нумай тăрайман — кухньăран киревсĕр сăмахсем илтĕннĕ. Урайĕнче Павел выртнă. Пичĕ-куçĕ юнланнă, мăйĕ тĕлĕнчен те юхнă вăл. Андрей юнашар пăхса тăнă. Хĕрарăм мĕн пулса иртнипе кăсăкланнă, хурав илтĕнмен. Юна юхма чармашкăн Тамара ал шăлли тытнă, сурана аллипе хупланă, анчах çакă арçын пурнăçне çăлайман. Вăл куç умĕнчех вилнĕ. Андрей çынна вĕлернĕшĕн мĕнле айăплав кĕтнине тавçăрнă. Çавăнпах кăшт чееленме шухăшланă. Тамарăна хыçалтан ыталаса илнĕ те çĕççе курткин çаннине чикнĕ. Çакна тумашкăн йывăр пулман — сарлака тум тăхăннă хĕрарăм нимĕн те сисмĕ тенĕ. Хĕрарăм сисчĕвленнĕ, анчах нимĕн те шарламан. Ку лару-тăрура çухалса кайнăскер эсрел шухăшне тавçăрайман. Çын пурнăçне татнă арçын вара зала кĕнĕ те çывăрма выртнă…

Айăпа йышăннă

Следстви палăртнă, суд çирĕплетнĕ тăрăх, А.Яковлев хăй мĕн тунине ăнланнă. Вырăна полици çитнĕ. Тĕпченĕ вăхăтра Тамара аллине хуçлатнă та ÿте темĕскер тирĕннине туйнă. Йĕрке хуралçи çанăран çĕçĕ туртса кăларнă. Хĕрарăм Андрей Яковлев çак çĕçĕпе Павел Васильева суранлатнине тавçăрнă. Малалла вулас... (Статьяри çынсен ят-шывне улăштарнă). 

Ольга НЕСТЕРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.