Выльăх-чĕрлĕх нумай усраса пурнăçа йÿнеçтереççĕ

11 Çĕртме, 2015

 Пирĕн республикăри ялсенчен чылайăшĕнче халăх валли ĕç вырăнĕ çукки - çивĕч ыйтусенчен пĕри. Тутар Республикинчи Хулаçырми ялĕ пĕчĕкех мар. Унта 1 пин ытла çын пурăнать. Хулаçырминче те ĕç вырăнĕ çук тесен те юрать. Агрофирма пур-ха, анчах унта пурте вырнаçаймаççĕ. Апла-и, капла-и - çемьене тăрантармалла, ывăл-хĕре ÿстермелле. Нумай ачаллă çемьесен вара хăть мĕнле пулсан та тупăш тумалли мел тупмаллах. Юркинсем ултă ачине вĕрентсе кăларса çĕршыва юрăхлă çын тăвассишĕн выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ.

Вун-вун çул каялла çамрăксене чылай чухне кĕрлесе-шавласа тăракан культура çурчĕ паллаштарнă. Ĕмĕрĕпех агрофирмăра выльăх пăхаканра ĕçлекен Григорий те Аслă Аксу хĕрĕпе Зинаидăпа унта паллашнă. Каччă авланиччен тĕп килте тăр пĕччен пурăннă. Çемьери ачасенчен чи кĕçĕнни вăл. Ашшĕ-амăшĕ салтака кайичченех çĕре вăхăтсăр кĕнĕ. Çартан таврăнсан çамрăкскер хуланалла талпăнман, ĕлĕкхи йăлана тĕпе хурса кил вучахне сÿнтермен вăл. Кивĕ икĕ çуртран пĕрре пухса пысăках маррине хăпартнă. Ĕçлеме пĕрре те ÿркенмен. Каччă виçĕ ĕне усранă, çулталăкне 6-шар вăкăр самăртнă. Ултă çул ир те каç ĕне суса пурăннă. Зинаида Михайловнăпа çемье çавăрсан та выльăх шутне чакарман вăл. Пачах тепĕр май - Юркинсен картишĕнче выльăх-чĕрлĕх хушăннă çеç. Халĕ вĕсен çывăрма та вăхăт çук темелле. Пилĕк ĕне усракан çемье хĕвелтен каярах çывăрма выртса унран маларах тăрать. Улттăмĕш ĕни кĕçех пăруламалла. Кил вучахĕн управçи качака сĕтне кăмăллать. Вăл пите шуратнине, чĕрешĕн усăллине палăртрĕ вăл. Çавăнпа Юркинсем ку выльăха та усрама шутланă. Икĕ качака хальлĕхе путек туман-ха. Картишре вĕсен кăрккăвакалсем те, сурăхсем те, сыснасем те, вăкăрсем те пур.

- Кун чухлĕ выльăх усрасан ирхи 3 сехетре ура çине тăмасăр май çук. Пилĕк сехетре ĕне кĕтĕвĕ уя тухать. Унччен ĕнесене суса ĕлкĕрмелле, - палăртрĕç Юркинсем. Хальлĕхе ятарлă аппарат туянайман-ха вĕсем. Зинаида Михайловна мĕн качча килнĕренпе çавăн чухлĕ ĕнене алăпа сăвать. Алли ыратнине, пÿрнисем кукăрăлнине пытармарĕ вăл. Анчах урăхла май çук - йăлтах ачасемшĕн.

Зинаида Михайловна йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. 12-ĕн çитĕннĕ вĕсем. Григорий Иванович та сакăр ачаллă çемьере ÿснĕ. Пĕр-пĕрне чунран савнă икĕ çамрăк пĕрлешсен сак тулли шăпăрлан пирки ĕмĕтленнĕ. Пирвайхи хут çие юлсан мăшăр мĕн тери савăннине сăмахпа çырма çук. Анчах варти тĕпренчĕке çуралма пÿрмен - хырăм ÿкнĕ. Кăштахран Зинаида Михайловна чĕри айĕнче тепĕр чун тĕвĕленнине пĕлнĕ. Анчах вăл та кун çути курайман. Хурлăх тÿснĕ хĕрарăм Турăран ача пама чунран ыйтнă, амăшĕ пуласса ĕненнĕ... Вăхăт нумаях та иртмен - Юркинсен çемйинче ачасем умлăн-хыçлăн çуралма тытăннă. Халĕ вĕсем телейлĕ. Икĕ ывăлĕпе, тăватă хĕрĕпе киленсе, пурнăç илемне туйса пурăнаççĕ. Асли Хрестина Чĕмпĕрте тухтăра вĕренет. Вера Çĕпрелте технолог специальноçне алла илет. Кăçал Иван - 9-мĕш, Елена - 4-мĕш, Петр 2-мĕш класс пĕтернĕ. 5-ри Анастасия садике çеç çÿрет-ха. Ачисем - пулăшуçăсем. «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», - тенĕ ваттисем. Юркинсен ачисем те хăйсем пекех ĕçлеме ÿркенмеççĕ. Чăннипе, нихăшĕн те ахаль ларма вăхăт çук. Акă хĕл валли утă хатĕрлес тесе вĕсем çырмасенче те курăк çулса типĕтеççĕ. Анчах çемье пуçĕ ку та çитменнине палăртрĕ. Утта укçалла та илме тивет-мĕн.

Юркинсене пĕчĕк йывăç пÿртре тăвăр. Патшалăх вĕсене çурт лартса пама шантарнă. Çемье çĕнĕ пÿрт валли вырăн та хатĕрленĕ. Çак тĕллевпе Юркинсем юлашки укçине пухса кÿршĕри çурта туяннă. 96 тăваткал метрлă пÿрте кăçал туса пама шантарнă. Анчах хальлĕхе ĕçе тытăнман-ха. Ĕмĕрĕпех пĕчĕк пÿртре пурăнакан çемье кĕçех пысăккине куçассине ĕненмест те. Çапах вĕсем çитес Çĕнĕ çула çĕнĕ çуртра кĕтсе илме ĕмĕтленеççĕ.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.