Пирĕн республикăри ялсенчен чылайăшĕнче халăх валли ĕç вырăнĕ çукки - çивĕч ыйтусенчен пĕри. Тутар Республикинчи Хулаçырми ялĕ пĕчĕкех мар. Унта 1 пин ытла çын пурăнать. Хулаçырминче те ĕç вырăнĕ çук тесен те юрать. Агрофирма пур-ха, анчах унта пурте вырнаçаймаççĕ.