Вуннăмĕш фестивале хатĕрленеççĕ

31 Юпа, 2017

Чăваш Ен 2018 çулта Пĕтĕм тĕнчери Парамузыка фестивальне кĕтсе илме хатĕрленет.

Кун пирки ЧР Культура министерстви тата фестивалĕн попечительсен канашĕн представителĕ Григорий Микаелян калаçса татăлнă. Килес çул мероприяти 10-мĕш хут иртĕ.

Çулсерен проекта Раççей Федерацийĕн 20 ытла субъектĕнчи пара-артистсем хутшăнаççĕ. Аргентина, Беларуç, Итали, Китай, Чехи представителĕсем те фестивальте хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Кăçал Пĕтĕм тĕнчери Парамузыка фестивалĕ чÿк уйăхĕн 20-раштавăн 4-мĕшĕсенче Мускав хулинче тата облаçĕнче, Калугăра тата Ярославльте иртет.

2018 çулта проектра Чăваш Енри хавшак сывлăхлă ачасемпе çамрăксем пултарулăхне кăтартма пултарĕç. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире — юрă, илемлĕ сăмах, фортепиано, хĕлĕхлĕ инструментсем, халăх ташши, кÿме çинчи ташă т.ыт.те — палăртĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.